Пуçламăш фермерсен программăн усси пур-и?
«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»
Республикăра пин ытла хресчен хуçалăхĕ аталанса пырать. Чăваш хресченĕсем виççĕмĕш çул «Ĕçе пуçăнакан фермера пулăшмалли» программăпа усă кураççĕ. Патшалăх вĕсене 159 миллион тенкĕ уйăрнă. Паян Шупашкарта вĕсен ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç.