Пуçлăхсем пуçаруллă пулсан...

20 Пуш, 2014

Тавраллах вăрман хупăрласа тăракан çĕрте вырнаçнă "Заря" ял хуçалăх предприятийĕн ĕне ферминче ĕçлекенсем пĕлтĕр тунă çитĕнÿрен тĕлĕнмелле: вĕсем пĕтĕмĕшле продукци илессине виçĕм çулхи шайран 50 процент ÿстернĕ.

Смычкăсем унччен сĕт сăвассипе Йĕпреç тăрăхĕнче чи кайрисенчен пĕрисем пулнă. Кунти кашни ĕне талăкра 3-4 килограмран ытла сĕт антарайман. Йĕпреçри продукци тирпейлекен "Сĕт империйĕ" предприятие вара куллен 250-300 килограмм патне çеç ăсаткаласа тăнă. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансене кĕске вăхăтрах пысăк улшăнусем патне пырса тухма мĕн пулăшнă-ха?

"Вăрттăнлăхне шыраса хăйсемпе кÿршĕллĕ Упамсана та, Пăлапуç Нурăса та кайма кирлĕ мар, - тет Йĕпреç район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Валерий Гаврилов. - Смычкăри пĕчĕк йышлă ушкăн палăрăмлă та татăклă ÿсĕм çулĕ çине пырса тăнин тĕп сăлтавĕ - асăннă хуçалăх пуçлăхĕ пулма Владимир Емельянов предпринимателе уйăрса лартни. Владимир Иванович пĕр çулталăкрах юлса пынине пĕтерме пултарчĕ кăна мар, районти малти хуçалăхсенчен те иртсе кайма вăй-хал çитерчĕ".

Çĕнĕ ертÿçĕ аллинче йывăр лару-тăрăва лайăхлатма пулăшакан асамлă патак пулманах. Вăл хăйне яваплă вырăн шанса панă хыççăнах чыслă тивĕçе пурнăçа кĕртме хĕрÿллĕн кÿлĕннĕ. "Йывăрлăхсем пур çĕрте те туллиех, çавăнпа та йышлă çитменлĕх сăлтавĕсене вĕсенче шырамалла мар, - тенĕ Владимир Емельянов. - Чи малтанах пирĕн усă курман резервсене тупса палăртмалла. Вĕсем вара - таçта мар, ура айĕнчех. Халĕччен выльăх апачĕн пахалăхĕшĕн тăрăшнă-и? Çук! Çулса пăрахса улăхра темиçе эрне вырттарнă утăран ăçтан "сĕт кÿлли" кĕтĕн?" Анчах пуçлăха хирĕçлекенсем те тупăннă. "Хуçалăхăн техника паркĕнче выльăх апачĕлĕх культурăсене пухса кĕртме ятарлă агрегатсем çук. Иккĕмĕшĕнчен, унччен пулăхлă пулнă тăпра пĕтĕмпех чухăнланса çитнĕ, юлашки çулсенче уй-хире минерал удобренийĕсем кăларасси те чарăнса ларнă. Çавăн пек пусăсенчен мĕнле майпа протеинпа пуян курăк туса илĕн?"

Парăнасшăн пулман "хытăрах" чун-чĕреллисем. Вĕсене те ăнланмалла: хăйсен сăмахне пуç тавра лайăх шухăшласах калаççĕ-ха. Ара, çине тăрса вăй хурсан та кун пек çĕрте кашни ĕнерен çулталăкра 3 пин килограмран ытла сĕт сăваймăн. Тĕрлĕ йышши апата витаминсемпе тата минерал япаласен хушăмĕпе пуянлатса пымалла та...

Çĕнĕ пуçлăхпа ĕне фермин хуçи Александр Ананьев çапла тунă та. Пĕлтĕрхи çу кунĕсенче вĕсем çине тăнипе выльăх апачĕ хатĕрлекен ятарлă звено йĕркеленĕ, малтанлăха хăйсене кунашкал техникăпа пуян кÿршĕллĕ "Исей уйĕ" ООО пулăшма пулнипе хастарланнă. Акă вăл пахалăха кун йĕркинчех тытса ĕçленин кăтартăвĕ: "Заря" хуçалăх иртнĕ çулта хывса хăварнă мĕн пур апат саппасĕ пĕрремĕшпе иккĕмĕш классене тивĕçтернĕ. Ĕнесен хĕллехи рационĕ тулăх та пахалăхлă апатсенчен тăни, вĕсене тутлăхлă ытти япалапа пуянлатса пыни Смычкăсене паян кулленех пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 2,5 хут ытларах сĕт суса илме май парать.

Ĕне сăвакансемпе выльăх пăхакансене канăç памасăр шухăшлаттаракан тепĕр ыйту вăл - куç умĕнчех хавшаса-юхăнса пыракан вите, иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенчех тунăскер. "Кăçал çĕннине ĕçе кĕртмеллех, - тет Владимир Иванович. - Ирĕн-каçăн çавăн çинчен шухăшласа пуçа вататăп".

Вити, чăнах та, сулахаялла тайăлма тытăннă. Ирĕксĕрех тăнлавăма ыйту "пăраларĕ": "Кунта выльăх-чĕрлĕх пăхакансем ĕçлеме чăтăм ăçтан çитереççĕ-ши?" Пĕр вăхăтра Людмила Максимовăпа Ирина Ракова тата Наталия Ананьева ĕçрен пăрахса кайса та пăхнă. Хуçалăхăн çĕнĕ пуçлăхĕ вĕсене "ÿкĕте" кĕртнĕ-кĕртнех, каялла илсе килнĕ. Халĕ ĕне сăвакансем ĕç укçи вăхăтра илеççĕ, ăна мĕнле кăтарту тунине кура тÿлеççĕ. Скотниксем те кăмăллă, вĕсенчен виççĕшĕ - Филипповсен çемйинчен. Çемье пуçĕ Валентин Филиппов каланă тăрăх - сăвăм хăпарнă май вĕсен ĕç укçи те ÿссех пырать.

Кĕтĕве çĕнетсе пырасси те тивĕçлĕ шайра. Унччен çамрăк пăрусене ял çыннисене сутса тăнă пулсан, халĕ - чарнă. "Заря" ял хуçалăх предприятийĕн правленийĕ çĕр ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх отраслĕсене тĕпе хурать. Вĕсене малалла аталантарас тĕлĕшпе туса хатĕрленĕ планпа иртнĕ тĕп пухура Владимир Емельянов тыр-пул ăстисемпе ферма ĕçченĕсене паллаштарчĕ, ку çул-йĕр ÿлĕмрен ÿсĕм-çитĕнÿсен шанчăклăхĕ пулассине палăртрĕ.

Хуçалăх Йĕпреçри "Сĕт империйĕ" предприятипе уйрăмах тачă çыхăнса ĕçлени те ырă витĕм кÿрет. Смычкăсем хăйсен продукцине çавăнта кăна леçеççĕ, кун сăлтавне те уçса памасăр хăвармăпăр: "Сĕт империйĕпе" "Заря" хуçалăх ертÿçисем - Светлана Валерьевнăпа Владимир Иванович Емельяновсем - арăмĕпе упăшки... Çемье çĕр-шывăн апат-çимĕç программине пурнăçлать.


Геннадий КУЗНЕЦОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.