Пуçарнă кашни ĕç тухăçпа савăнтартăр

Правительство çуртĕнче Михаил Игнатьев ертсе пынипе ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Инвестици тăрăмне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен канашăн тата Экономикăна аталантаракан, социаллă пурнăçăн çирĕп йĕркине тивĕçтерекен комиссин пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Тĕп ыйтусемпе экономика аталанăвĕн тата ял хуçалăх министрĕсем Владимир Аврелькинпа Сергей Артамонов паллаштарчĕç.

Михаил Игнатьев Санкт-Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче 2016 çулта Раççей Федерацийĕн суб˜екчĕсенчи Наци рейтингне пĕтĕмлетнине аса илчĕ. Унăн кăтартăвне бизнес пĕрлĕхĕн шухăшĕпе никĕсленĕ. 400 пин çынпа ыйтăм ирттернĕ. Кăтарту çĕршыври предпринимательсен 8 проценчĕпе танлашать.

— Чăваш Ен Раççей регионĕсенчи инвестици илĕртÿлĕхне сыхласа хăварчĕ, тăххăрмĕшĕнчен улттăмĕш вырăна хăпарчĕ. Федерацин Атăлçи округĕнче Тутарстан хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Ку — пирĕн пĕрлехи ĕçри çитĕнÿ, — терĕ ЧР Пуçлăхĕ.

Михаил Васильевич Раççей Президенчĕ Владимир Путин проектсем хатĕрлекен управление ĕçе кĕртме хушнине республикăра пурнăçлас ĕç малалла пынине, инвестици тăрăмне татах лайăхлатма май пуррине палăртрĕ. Чăваш Енре юлашки вăхăтра хута кайнă предприятисене асăнса тухрĕ.

— Влаç органĕсен кăтартусемшĕн ĕçлемелле, пĕр ĕçе те ячĕшĕн пурнăçламалла мар. Эпир чăнласах ĕç тăвакансем, пирĕн предпринимательсене пуçарусене пурнăçа кĕртме пулăшмалла. Влаç органĕсен тĕллевĕ — усламçăсене пулăшасси, — терĕ М.Игнатьев.

Инвестици ыйтăвне Владимир Аврелькинпа Федерацин налук службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин заместителĕ Людмила Порфирьева малалла тăсрĕç.

В.Аврелькин инвестици тăрăмне 44 кăтартупа хакланине пĕлтерчĕ. Регион чылай енĕпе «А» ушкăна кĕнĕ. Çав хушăрах аяларах шайри ушкăнсене лекнисем те пур. Малашне «А» ушкăна ытларах кĕрессишĕн тăрăшмалла терĕ.

Л.Порфирьева налук тÿлекенсене йышăнассине лайăхлатас тĕлĕшпе ытларах ĕçлемелли çинче чарăнса тăчĕ.

Сергей Артамонов патшалăх пулăшăвĕ пĕлтĕр республикăра агропромышленноç комплексне пысăк витĕм кÿнине пĕлтерчĕ. Ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне куçарса шутласан 2014 çулхинчен 12,6% ÿснĕ. Ку кăтартупа федерацин Атăлçи округĕнче — малти 3 вырăнтан пĕрне йышăннине, Раççейри вăтам кăтартуран 40% пысăкраххине палăртрĕ.

— Ял хуçалăхĕ паян бизнеса тупăш кÿрет, патшалăх пулăшăвĕпе чи малтан çĕрпе тухăçлă ĕçлекенсен усă курмалла, — терĕ М.Игнатьев.

В.ВАЛЕНТИНОВ

В.ВАЛЕНТИНОВ"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.