Пуçа таяр хĕрарăм умĕнче

16 Юпа, 2019

Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕн пуçарăвĕпе Шупашкарти Туслăх çуртĕнче пĕрремĕш хут регионсен хушшинчи ял хĕрарăмĕсен «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» конкурс-фестиваль иртрĕ.
Унта 16 хĕрарăм хутшăнчĕ. Вĕсем Чăваш Енри тĕрлĕ районтан тата Чĕмпĕр, Пенза, Ленинград облаçĕсенчен, Пушкăрт Республикинчен килсе çитнĕ. Конкурса хутшăнакансене Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов саламларĕ. «Пурнăçа тытса пыраканĕ ĕлĕкех хĕрарăм пулнă, — терĕ вăл. — Ырлăх-сывлăх, телей сунатăп, сирĕн умăрта эпир, арçынсем, пуç таятпăр».
Чăваш Енри халăхсен ассамблейин председателĕ Лев Кураков çакнашкал конкурс-фестиваль ирттерме шут тытнăшăн ЧНК ĕçченĕсене тав турĕ. Конкурса хутшăнакан хĕрарăмсене пăхса ытараймарĕ вăл. «Кун пек чиперккесем Италире те, ытти çĕршывра та çук. Вĕсем Чăваш Республикинче анчах. Арçынсен хĕрарăмсене алă çинче йăтса çÿремелле. Вĕсемсĕр эпир никам та мар», — терĕ Лев Пантелеймонович. Конкурсантсене çавăн пекех Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Алевтина Федорова, ЧР Культура министерствин пай пуçлăхĕ Кирилл Павлов, ЧНК ыр кăмăллăх фончĕн директорĕ Павел Вязов, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн директорĕ Валерий Клементьев саламларĕç.
Хĕрарăмсем чи малтан чăваш апат-çимĕçĕ хатĕрлес тĕлĕшпе тупăшрĕç. Сĕтел çинче çĕр улми икерчи, чăкăт, хăпарту, йăва, тултармăш, сăра... Мĕнле кăна апат-çимĕç çук пулĕ унта?! Чăваш хĕрарăмĕ маттур, ĕçчен пулни çакăнтанах курăнать. Ахальтен мар ваттисем: «Хĕрарăм аллинче 40 ытла ĕç вылять», — тенĕ.
Унтан конкурсантсем видеокурав урлă хăйсемпе паллаштарчĕç. Ял хĕрарăмĕн темĕн тума та вăхăт çитет: вăл çемйипе картиш тулли выльăх усрать, ачи-пăчине ÿстерет, мăнукĕсене утьăкка сиктерет, вĕрентекенре е клубра ĕçлет, алса-чăлха çыхать, тĕрлет, кĕпе çĕлет… Унсăр пуçне вăл спортпа та туслă. Пенза тăрăхĕнчен килнĕ Татьяна Чолак хăй пирки çапла каларĕ: «Эп — хĕрарăм. Ун ятне çÿлте тытатăп». Пушкăртстанри Пишпÿлек тăрăхĕнчи Ирина Игнатьева вара ял сывлăшĕпе сывлама пултарнишĕн савăнать. 37 çул ял клубĕнче хореографра ĕçлекенĕн пултарулăхĕ иксĕлми. Унăн вĕренекенĕсем Питĕрти, Мускаври аслă шкулсенче хăйсен пĕлĕвĕсене малалла туптаççĕ. Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Татьяна Серебрякова вара чăваш кĕпи çĕлеме кăмăллать. Ăна Америкăра пурăнакансем те саккас параççĕ иккен.
Чи илĕртÿллĕ ăмăрту чăваш халăхĕн тата çемьери йăла-йĕркене кăтартасси пулчĕ: авăн çапни, туй йăли-йĕрки, ача чăкăчĕ çини, ĕне ырри çини, çемьере кĕр уявĕ ирттерни. Хăш-пĕр йăла-йĕркене чăвашсем халĕ те тытса пыни савăнтарчĕ. Акă Чĕмпĕр облаçĕнче çемьене «çĕнĕ кайăк» килсен паян кун та тăван-пĕтенпе пуçтарăнса ача чăкăчĕ çиеççĕ иккен. Пепке ырă-сывă ÿстĕр тесе Аслă Турăран пил ыйтаççĕ.
Ăмăртăва пултарулăх конкурсĕ вĕçлерĕ. Конкурсантсем пĕринчен тепри маттур пулнине калас килет. Ахальтен мар жюри ĕçченĕсем те вĕсен ăсталăхне палăртма кăткăс пулнине каларĕç. Конкурсантсен пултарулăхне тĕрлĕ номинацисенче палăртрĕç. «Чи пултаруллă ял хĕрарăмĕ — 2019» ята Татьяна Серебрякова /Чĕмпĕр тăрăхĕ/ çĕнсе илчĕ. Ăна ЧНК президенчĕ Николай Угаслов «Чăваш Ен ахахĕ» санаторие канма каймашкăн икĕ путевка валли сертификат пачĕ. Алевтина Челнакова /Ленинград облаçĕ/ «Куракансем кăмăлланă хĕрарăм» номинацире çĕнтерчĕ, иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Вăл та сумлă парнене тивĕçрĕ. Ыттисем те парнесĕр юлмарĕç.
Конкурса пирвайхи хут ирттернĕрен, паллах, çитменлĕхсем те пулчĕç: хĕрарăмсем чăваш çи-пуçне пĕлсех каймаççĕ, ватти-вĕтти сцена çине тухья тăхăнса тухрĕ. Тухьяна качча кайман хĕр тăхăннă, хушпăва вара — хĕрарăм. Йăла-йĕрке уявне кăтартма сахал вăхăт уйăрнă. Унăн сăлтавĕ мероприяти тăсăмĕпе çыхăннă ĕнтĕ. Анчах 3-4 минутра туй йăли-йĕркине кăтартма май çуках.
Чăваш хĕрарăмĕсене чыслатпăр пулсан номинацисене мĕншĕн чăвашла палăртмалла мар? «Мудрая женщина», «Романтичная женщина», «Хранительница чувашских традиций»… Вĕсем чăвашла та илемлĕ янăраççĕ-çке.
Малашне çак çитменлĕхсене шута илесчĕ.
Валентина ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.