ПУÇ ТĂРĂХ - СИВĔ ШЫВ
Сивĕ шывпа тăрăх ярăнса ÿт-пĕве çирĕплетме хатĕрленетĕп. Çак меслетĕн йĕркипе тĕплĕнрех паллаштарсан аванччĕ.
1. Каçхине темиçе витрене шыв ярса ирччен лартмалла. Шыв пÿлĕм температуриллĕ пулмалла, вăл ÿт температурине çывăхрах. Шывпа лăпкă лару-тăрура тăрăх ярăнмалла, çавăнпа ирхи процедура валли мĕн кирлине каçхинех хатĕрлесе хумалла.
2. Шыва малтан алă тунисем çине ямалла, майĕпен хул пуççисем патнелле хăпармалла. Унтан мăя, урасене йĕпетмелле. Сивĕ шывпа пите сăтăрса илмелле. Пĕрремĕш куншăн ку çителĕклĕ. Ал шăллипе ÿте лайăх шăлса типĕтмелле.
3. Тепĕр кунне алăсемпе мăя тата урасене кăна мар, çурăма та шывпа йĕпетмелле. Пĕрремĕш куркари шыва пĕтĕм кĕлетке тăрăх юхмалла ямалла. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш куркасене - çурăм шăммин çиччĕмĕш сыппи тĕлне. Лайăх туйсан та хăвăр çине шыв тÿрех нумай яма ан тăрăшăр.
4. Виççĕмĕш кунхине пуç патне черет çитет. Пуçа малалла пĕкмелле те ĕнсе çине шыв ямалла. Шыв хăлха хыçĕпе те юхтăр, пите, куçа лектĕр. Процедура хыççăн çÿçе типĕтмелле.
5. Çак меслетпе 7-10 кун тăрăх ярăнмалла, шыв калăпăшне майĕпен нумайлатса пымалла. Çак вăхăтра организм прцедурăна хăнăхса çитет, тăрăх пĕтĕмĕшле ярăнма пуçламашкăн та юрать.
6. Тулли процедура вăхăтĕнче пуç тăрăх пĕр витре шыв ямалла, унтан - кăкăр çине пĕр витре шыв, юлашкинчен - çурăм çине пĕр витре шыв. Шыв температурине кашни кун майĕпен чакарса пымалла.
Комментари хушас