ПРОПОЛИС СИПЛЕТ
Çак рецептсем пирĕн организмăн сывлăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ органне — пĕвере — сиплеме пулăшаççĕ. Прополис, пыл хурчĕн ытти çимĕçĕсем уйрăмах паха витĕм кÿреççĕ.
Пĕвер, ват çулĕсен чирĕсем
- Тин юхтарнă 1 стакан панулми сĕткенне 2 чей кашăкĕ пыл ярса ирĕлтермелле. Вăрах гепатит чухне 2 стакан сĕткене 1 чей кашăкĕ пыл ямалла. Кунне 3 хут çуршар стакан ĕçмелле. Курс — 1 уйăх.
- Çăнăх пуличчен вĕтетнĕ типĕ шăлан çырлине, пылак тымара /корень солодки/, кушак курăкĕн /валериана/ тымарне, петрушка çулçине, сельдерей çулçине, левзея курăкне, сысна курăкне /спорыш/ пĕр виçепе илсе хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ порошока çемçетнĕ ăшă 100 грамм прополиспа хутăштармалла. Талăкри виçе — 2 хут усă курма 3 грамм. 1,5-шер грамм /шăрпăк вĕçĕ пысăкăш/ хутăша иртен каçчен тата каçран ирччен çăварта тытмалла. Çак вăхăтсем иртсен прополиса лайăх чăмламалла та çăтмалла е сурса пăрахмалла.
Эмел сывлăха лайăхлатас тĕлĕшпе талăкĕпех ĕçлетĕр. Ăна çăвартан апатланнă вăхăтра кăна кăларса илмелле, унтан каллех хыпмалла.
Сиплев пуçламăшĕнче çак чăмлак çăварăн лăймака сийне кăштах чĕпĕтме, сивĕтме е хĕртме пултарать. Çавăнпа малтанхи икĕ-виçĕ кун виçине хытах чакарма юрать, унтан майĕпен талăкра 3 грама çитермелле. Сывлăх витĕмлĕ лайăхлансан пĕр уйăх хушшинче виçене майĕпен хытах чакармалла.
Вăрах гепатит, пĕвер циррозĕ
- Кунне 2 хут çăварта çуршар чей кашăкĕ пылпа ама сĕчĕн /маточное молочко/ хутăшне /1 пай ама сĕчĕпе 100 пай пыл/ ирĕличченех тытмалла. Сиплев курсĕ — 1 уйăх.
Палăртнă виçене çирĕп пăхăнмалла, мĕншĕн тесен кирлинчен ытлашши пулсан ыйхă пăсăлать, нервсем йĕркерен тухаççĕ, çăвар типет, аллерги пуçланать.
- 10 апат кашăкĕ пыла 0,5 литр олива çăвĕпе тата 2 лимон сĕткенĕпе хутăштармалла. Эмеле холодильникре упрамалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Сиплев курсĕ — 1 уйăх.
Комментари хушас