Прокуратура ирĕк парсан кăна

26 Нарăс, 2014

Республикăри тĕрĕслевпе сăнав органĕсем пĕр вăхăт ĕç тăвакан влаç органĕсене, ку тытăмра тăрăшакансен шухăшĕпе - сăлтавпа та, сăлтавсăр та - куçран вĕçертменни çинчен шав пулчĕ. Чăваш Енре ку çивĕч ыйтăва федерацин Атăлçи округĕнче чи малтан çĕклерĕç.

2012 çулхи чÿк уйăхĕн вĕçĕнче иртнĕ ларура республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ĕç тăвакан Канашĕ Чăваш Республикин прокуратурипе, РФ МЧСĕн Чăваш Енри управленийĕпе, Россельхознадзорпа тата Ростехнадзорпа - сăнаса тата тĕрĕслесе тăракан 9 органпа - пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесси пирки килĕшĕве çирĕплетнĕ. Халĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи ведомствăсен хушшинчи комисси вăл мĕнле пурнăçланнине çирĕп тĕрĕслесе тăрать. Федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕ ертсе пыракан координаци канашĕсенче ăна тăтăш сÿтсе яваççĕ. Ĕнерхи ларура - ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ - вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, икĕ енлĕ килĕшÿ ĕç тăвакан влаç тытăмĕсемпе тĕрĕслесе тăракан органсен хушшинчи çыхăнăва лайăхлатнине çирĕплетрĕç. Халĕ тĕпре - должноçри çынна явап тыттарасси мар, ытларах - профилактика ирттересси. Планланă тата планламан тĕрĕслевсен шучĕ палăрмаллах чакнă. Тĕслĕхрен, 2012 çулта яваплă ертÿçĕсене 443 хут е 2 млн та 828 пин тенкĕлĕх штрафланă тăк, пĕлтĕр - 279 хут, 1 млн та 669 пин тенкĕлĕх.

ЧР муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев пĕлтернĕ тăрăх - «... хутшăнусем палăрмаллах лайăхланни вырăнти влаç тытăмĕсен ĕçĕн усăлăхĕнче те палăрчĕ». Çапах та хăш-пĕр сăлтав ура хурать. «Тĕрĕслекен-сăнакан орган, сăмахран, ял тăрăхĕн бюджечĕ чухăн пулнине шута илме тăрăшмасть тата йăнăша тÿрлетме питĕ сахал вăхăт уйăрать иккен. Çĕмĕрле хула администрацине, акă, районсен хушшинчи прокуратурăран çĕр лаптăкне аукцион урлă тара парассин докуменчĕсене ыйтса çырнă хут пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче çитнĕ, пурнăçламалли вăхăта «юпан 10-мĕшĕ» тесе палăртнă. Мичурин урамĕнчи çурт пирки информацие вара питĕ кĕске вăхăтра хатĕрлеме хушнă.

Шупашкар районĕнчи 11 ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене УФАС харăсах явап тыттарнă. Çакăн пек тÿрех йышлăн штрафлани те ертÿçĕсен ĕçлес туртăмне сÿрĕклетет. Пуçлăхсене хăйсенчен килмен сăлтавсăр айăплани текех ан пултăр тесе РФ Патшалăх Думи «Раççей Федерацийĕн вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» 131-мĕш саккуна 2013 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче улшăнусемпе хушăмсем кĕртнĕ. Çак саккун кăçалхи кăрлачăн пĕрремĕшĕнчен вăя кĕнĕ. Халĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене прокуратурăпа калаçса килĕшмесĕр тĕрĕслеме никамăн та ирĕк çук. Çакă хăйĕн вăхăчĕчченех çимĕç панă: 2013 çулхи пĕрремĕш кварталта яваплă тÿре-шарана 853558 тенкĕлĕх штрафланă тăк, тăваттăмĕш квартал кăтартăвĕ - 255361 тенкĕ кăна. Çав вăхăтра федерацин суд приставĕсен службинчен пĕлтернĕ тăрăх - вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тĕлĕшпе суд органĕсенче 300 ытла ĕç выртать. Сумми те пĕчĕк мар - 325 млн тенкĕ.

Станислав Николаев çивĕч ыйту татах çĕклерĕ. «Вĕсене пĕрле калаçса, канашласа татса парасчĕ, - сĕнчĕ вăл, - ун чухне эпир хамăр ĕçри çитменлĕхсемпе кăлтăксенчен хăвăрт хăпса пырăпăр»...

Федерацин суд приставĕсен службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçин Анатолий Ивановăн тата Чăваш Республикин прокурорĕн Владимир Метелинăн, РФ Пенси фончĕн республикăри управленийĕн ертÿçин Роза Кондратьеван сăмахĕнче нумай ырă сĕнÿ пулчĕ. Юлашкинчен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне тишкерекен ведомствăсен хушшинчи комисси тĕрĕслекен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хушшинче сиксе тухакан çивĕч ыйтусене татса пама ятарлă ушкăн йĕркелеме йышăнчĕ, çитес çулхи ĕç планне çирĕплетрĕ.


Юрий СТЕПАНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.