Программăсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ

31 Пуш, 2015

Март уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин коллегийĕн ларăвĕ иртрĕ. Асăннă мероприятие унăн членĕсемпе пĕрле структура подразделенийĕсен пуçлăхĕсем, район-хулари ĕçпе тивĕçтерекен центрсен директорĕсем, «Аспект» вĕренÿпе методика центрĕ» АУ ертÿçи хутшăнчĕç.

Ларăва ведомство ертÿçи Сергей Викторов уçрĕ. Вăл Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли йышăннă «Халăха ĕçпе тивĕçтересси» патшалăх программине иртнĕ çул пурнăçланин кăтартăвĕсемпе тата республикăри ĕç рынокĕнчи кăткăслăха чакармашкăн 2015 çулта йышăнакан мерăсемпе паллаштарчĕ.

Çакна палăртма кăмăллă: асăннă программăсем ăнăçу кÿнĕ. Акă, тĕслĕхрен, регистрациленĕ ĕçсĕр граждансен йышĕ çулталăк пуçламăшĕнче 4812 пулнă-тăк, 2014 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ тĕлне 4448 юлнă е 7,6 процент чакнă. Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ вара 0,73 процентран 0,65 таран пĕчĕкленнĕ. Рынокри кăткăслăх коэффициенчĕ çулталăкĕпех пĕрешкел пулнă, 0,3 единицăран иртмен. Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне ваканси банкĕнче 14573 пушă вырăн пуррине пĕлтернĕ.

Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕн методологийĕпе шутласа палăртнă пĕтĕмĕшле ĕçсĕрлĕх шайĕ 2013 çулхи вăтам кăтартуран - 5,7 процентран - 2014 çулта 0,7 процент пункчĕ чухлĕ сахалланса 5-пе танлашнă.

Патшалăхăн халăха ĕçпе тивĕçтермелли программисемпе килĕшÿллĕн палăртнă мероприятисене ирттерме пĕлтĕр 438,2 млн тенкĕ янă, çав шутран 199,2 млн /45,5 процент/ - федераци бюджетĕнчен, 239,0 млн /54,5 процент/ - Чăваш Республикин бюджетĕнчен.

Асăннă мероприятисене 83 пин ытла çын хутшăннă. Ĕçлев службин органĕсем пулăшнипе 42585 çын вырнаçма пултарнă.

2015 çулта патшалăх программине пурнăçа кĕртмешкĕн 459,4 млн тенкĕ тăкаклама палăртнă: 214,7 млн /46,7 процент/ - федераци бюджетĕнчен, 244,7 млн /53,3 процент/ - Чăваш Республикин бюджетĕнчен. Программăсен мероприятийĕсене 81,0 пине яхăн çынна хутшăнтармалла.

Сергей Владимирович палăртнă тăрăх - республикăри ĕçлев службин органĕсен кăçалхи тĕп тĕллевĕсенчен пĕри Чăваш Енри ĕç рынокĕнчи кăткăслăха 2015 çулта сирмешкĕн хушма мерăсен республикăри программине туса хатĕрлесси тата пурнăçа кĕртесси пулса тăрать. Асăннă документăн проектне Раççей Ĕç министерстви çумĕнчи ведомствăсен хушшинчи ушкăнăн ларăвĕнче пăхса тухнă тата ырланă.

Программа мероприятийĕсене 3940 çын хутшăнмалла. Вĕсене ирттермешкĕн 131,2 млн тенкĕ уйăрма палăртнă /федераци бюджетĕнчен - 124,6 млн е 95,0 процент, республика бюджетĕнчен - 6,6 млн е 5,0 процент/.

Федерацин 2013 çулхи апрель уйăхĕн 5-мĕшĕнчи «Патшалăх тата муниципалитет ыйтăвĕсене татса памашкăн тавар туянас, ĕçпе, пулăшупа тивĕçтерес тытăмри контракт системи çинчен» 44-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре пурнăçланă ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин заместителĕ Т.Михайлова, коллегин малашлăх планĕсемпе правăпа тивĕçтерекен тата кадр политикин пайĕн пуçлăхĕ С.Иванов паллаштарчĕç.

Ку енĕпе хăйсем пухнă опыт çинчен Шупашкар, Муркаш, Елчĕк районĕсенчи тата Шупашкар, Улатăр хулисенчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен директорĕсем каласа пачĕç.

Сÿтсе явнă ыйтусем тăрăх коллеги тивĕçлĕ йышăну турĕ.

 

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.