Профсоюзсен пĕлтерĕшĕ пысăк

22 Авăн, 2014

Авăн уйăхĕн 8-11-мĕшĕсенче Нальчик хулинче Х.М.Бербеков ячĕллĕ Кабарда-Балкар патшалăх университетĕнче Еврази университечĕсен профсоюз организацийĕсен ассоциацийĕн /ЕУПОА/ XXVII съезчĕ иртрĕ.

ЕУПОА - профсоюзсен Совет Союзĕ арканнă хыççăн йăл илнĕ чи пысăк юхăм, вăл 9 çĕр-шыври 70 ытла университета пĕрлештерет. 30 çула яхăн аслă вĕренÿ заведенийĕсен культура çыхăнăвĕсене, туслăхне çирĕплетме пулăшать. Юлашки икĕ çулта ассоциацие 11 пуçламăш профсоюз организацийĕ, çак шутра Украина, Беларуç, Кăркăстан, кĕнĕ.

Университетсен профсоюз организацийĕсем пĕрле ĕçленин тухăçлăхне çак съезд та аван кăтартса пачĕ. Унăн ĕçне Арменирен, Беларуçрен, Казахстанран, Мускавран, Питĕртен, Шупашкартан тата Раççейри ытти аслă шкултан килнĕ 27 делегат хутшăнчĕ. Профсоюз лидерĕсен форумне М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн проректорĕ И.Котлобовский уçрĕ. Унăн "Вĕрентÿ юхăмĕн тухăçлăхне ÿстересси: патшалăх çул-йĕрĕ тата ĕçченсен социаллă гарантийĕсем" доклачĕ съезд ĕçĕн тĕп çул-йĕрне палăртрĕ. Вĕрентÿ тытăмĕнче реформа ирттернĕ чухне преподавательсемпе студентсене право тĕлĕшĕнчен епле хÿтĕлемелле?

Глобализаци саманинче профсоюз организацийĕсем специалистсем хатĕрлес ĕç-хĕлĕн пахалăхне ÿстерес, университетсене тĕнче шайĕнче ырă ят-сум çĕнсе илме майсем туса парас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Çавăнпа паян, кашни патшалăх хăйне тĕллĕн аталанса пырать пулин те, мĕн пур аслă шкул умĕнче пĕр тĕллев тăрать: конкурентлăха ÿстересси.

2016 çултан аслă шкулсен тухăçлăхне çеç мар, профессура ĕçĕн тухăçлăхне те хаклама пуçлаççĕ. Журналсенче пичетленнĕ статьясене, ăслăлăх ĕç-хĕлне, студентсен хаклавне шута илĕç. Тĕслĕхрен, Мускав патшалăх университечĕ çак çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртмелли сăнав лапамĕ пулса та тăнă ĕнтĕ.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ представителĕ республикăри чи пысăк аслă шкул тĕслĕхĕ çинче Чăваш Енре аслă пĕлÿ парассин тухăçлăхне ÿстерни çинчен каласа кăтартрĕ.

Съезда хутшăнакансем университет хулин территорийĕнче Туслăх аллейи никĕслерĕç. Украинăра граждан вăрçи пынă вăхăтра çак пулăмăн пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк. Вăл халăхсен туслăхне тата пĕрлĕхне упраса хăвармалли çинчен аса илтерсе тăрĕ.

Владимир ВАСИЛЬЕВ,

ЕУПОА ревизи комиссийĕн председателĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорĕ

Рубрика: 
Теги: 

Новости по теме