Професси вĕренĕвне халалланă

26 Çурла, 2014

Вĕренÿ заведенийĕсен ертÿçисем, влаç органĕсен представителĕсемпе ĕç паракансем çак кунсенче инженерипе техника кадрĕсене пахалăхлă хатĕрлес ыйтусене сÿтсе явнă. Форума Пĕтĕм Раççей халăх фрончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ йĕркеленĕ.

Дискусси МАДИ Атăлçи филиалĕн директорĕн çумĕ Виталий Михайлов палăртнă ыйтăва лайăх енчен татса памашкăн чăрмантаракан сăлтавсем пирки тĕплĕн калаçнинчен пуçланнă.

Бизнес хутлăхĕн представителĕсем - Суту-илÿ палатин вице-президенчĕ Анатолий Князев тата "Трактор завочĕсем" концернăн корпоратив вĕренĕвне аталантарас енĕпе ĕçлекен ушкăн ертÿçи Евгений Максимов - вĕренÿ заведенийĕсемпе промышленноç пысăк предприятийĕсен анчах мар, пĕчĕк тата вăтам бизнес организацийĕсен хушшинче те çыхăнусем йĕркелемеллине асăннă. Чăваш Енри вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов квалификациллĕ кадрсем хатĕрлес енĕпе ведомствăн умĕнче тăракан ыйтусене уçăмлатнă.

Çакă паха: форума хутшăннисемчăрмав кÿрекен сăлтавсене асăнса тухнипе кăна çырлахман, паха ĕçченсем вĕрентсе хатĕрлес ĕçри çитменлĕхсене сирмелли çул-йĕре те тишкернĕ. Тĕрлĕ енлĕ экспертсене пĕрле пухăнса калаçма май тупса панăшăн Халăх фронтне тав тунă.

А.КУПРИЯНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.