Професси ăсталăхне тĕрĕслеме - Шупашкара

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн курав залĕ лăк тулли. Çук, хальхинче премьера мар кунта. Вăтам професси пĕлĕвĕ илекен студентсен хушшинче иртекен Професси ăсталăхĕн Пĕтĕм Раççей олимпиадин пĕтĕмлетÿ тапхăрне çапла савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Федерацин 9 округĕнчен, 50 регионĕнчен асăннă тупăшăвăн вырăнти тапхăрĕн çĕнтерÿçисемпе вĕрентекенĕсем çитрĕç Шупашкара.

Олимпиада пĕтĕмлетĕвĕ пирĕн республикăра иртнин хăйĕн сăлтавĕ: регионсенчи çĕнтерÿçĕсене пĕлÿ чи лайăх паракан, пурлăхпа техника пуян никĕсĕллĕ, меслетлĕх енчен вăйлă службăллă организацисем çеç йышăнаяççĕ. Ун пеккисен ятне кăçал Шупашкарти электротехника колледжĕ тата Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕ тивĕçрĕç.

Уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ.

- Паянхи ĕç рынокĕнче вăтам професси пĕлĕвĕллĕ ăста специалистсем кирли куç кĕрет. Пирĕн республика радиоэлектроника, реле призводстви, строительство енĕпе курăмлăн ĕçлет. Çĕр айĕнчи пуянлăхпа мухтанаймастпăр та - хамăрăн ăста та пултаруллă, хăйсен профессине чунтан парăннă çынсемпе мăнаçланма вара тивĕçлипех пултаратпăр. Паян кунта ларакан кашни студент - хăйĕн регионĕн мухтавĕ-чапĕ. Тата пурте эсир халех - çĕнтерÿçĕсем, хăвăрăн тантăшăрсен хушшинче вырăнта палăрнăскерсем. Анчах кирек мĕнле тупăшура та вăйлисенчен те вăйлăраххи çиеле тухать. Ăнăçу, эппин, пурне те! - хавхалантарчĕ Раççейри тĕрлĕ колледж-техникумра ăс пухакан çамрăксене Чăваш Ен ертÿçи.

Палăртма кăмăллă: олимпиадăн пĕтĕмлетÿ тапхăрне Крым тăрăхĕнчен те хăнасем килсе çитнĕ. Севастопольти техникумра вĕренекенпе унăн преподавателĕ хăйсене чăвашсем ăшшăн кĕтсе илнипе питех те кăмăллă.

Раççей Федерацийĕн Вĕренÿпе ăслăлăх министерствин представителĕ Юлия Коватева вара пирĕн республика ертÿлĕхне олимпиадăна хутшăнакан мĕн пур йышран тав турĕ:

- Шупашкар хули çакнашкал тупăшăва йĕркелесе ирттермелли центр вырăнĕнче пĕрремĕш хут кăна мар. Мĕншĕн çапла пулса пынине паян ăнлантăм: сирĕн тăрăхра вăтам професси пĕлĕвĕ тĕлĕшпе патшалăх ертÿлĕхĕ те тимлĕ-мĕн. Шансах тăратăп, ăмăртăва хутшăнакан яшсемпе хĕрсене кунта тунсăхлама вăхăт пулмĕ, вĕсен çул çÿревĕ кăсăклă экскурсисемпе тата ытти мероприятипе пуянланĕ. Шупашкарăн илемĕпе кам киленмĕ!

Ирина ПУШКИНА

Ирина ПУШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.