Проект пурнăçланатех

Электропуйăссене пысăк хăвăртлăхпа çÿретекен тĕп чукун çул строительствин тулли ячĕ: «Мускав - Хусан - Екатеринбург». Ĕç калăпăшĕ капашсăр пысăк пулнăран юлашки вăхăтра «Мускав - Хусан» сыпăкне епле тăвасси пирки калаçма тытăнчĕç.

Тĕнчери вăйлă аталаннă çĕршывсенче электропуйăссене вун-вун çул каяллах пысăк хăвăртлăхпа çÿретме тытăннă. Пирĕн çĕршывра унашкал трасса Мускавпа Санкт-Петербурга пĕрлештерет. Раççейĕн Европа пайĕнчи халăх йышлă пурăнакан хутлăхшăн ку çеç çителĕксĕр. Çавăнпа РФ Правительстви темиçе çул каялла пысăк хăвăртлăхлă «Мускав - Хусан - Екатеринбург» магистраль тума палăртнă. Унăн тăршшĕ 1620 çухрăм пулмалла.

2013 çулта ЧР Транспорт министерстви ВСМ тавралăха еплерех витĕм кÿме пултарасси пирки халăх итлевĕ темиçе те ирттерчĕ. Эпĕ кашнинех хутшăнтăм. Магистраль Чăваш Ен территорийĕнче - Етĕрне, Муркаш, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри районĕсем урлă иртнĕрен çак хутлăхра пурăнакансемшĕн сÿтсе явмалли сăлтав пулса тăчĕ. Халăх итлевĕ виççĕмĕш çул малалла пырать. ВСМ трасси епле иртесси пирки халăх нумай калаçать. Ялсене, коллективлă сад пĕрлешĕвĕсене тĕкĕнесрен шикленет. Проект çĕнелсех пырать. Сăмахран, Етĕрне районĕнче пурăнакансем ыйтнипе унта улшăну кĕртнĕ. Вăл малтан палăртнă пек çынсен харпăрлăх çĕрĕсене йышăнмасть, хуларан 4 çухрăмран иртет.

Строительство ыйтăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ, Правительство куçран вĕçертмест. ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕсен кун йĕркинче вăл тĕп вырăн йышăнать. Иртнĕ тунтикун республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттернĕ канашлура «Пысăк хăвăртлăхлă пуйăссем çÿремелли «Мускав - Хусан» чукун çул строительствин инвестици проектне Чăваш Республикин территорийĕнче ĕçе кĕртесси мĕнле пыни» ыйтăва сÿтсе явнă. ЧР транспорт тата çул-йĕр министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Филиппов пĕлтернĕ тăрăх - РФ чукун çул транспорчĕн 2030 çулчченхи аталану стратегийĕпе тата «Раççей чукун çулĕ» АУО çулĕсемпе хăвăрт тата пысăк хăвăртлăхпа çÿретессине 2020 çулччен аталантармалли программăпа килĕшÿллĕн тума палăртнă. Пуйăс сехетре вăтамран 400 км хăвăртлăхпа çÿремелле, пассажирсене Шупашкартан çĕршывăн тĕп хулине 2 сехет те 50 минутра илсе çитермелле. Унăн Чăваш Енре чарăнса пассажирсене лартмалли станцисене Шупашкар районĕнчи Шĕнерпуç тата Етĕрне тăрăхĕнчи Полянка ялĕсен çывăхĕнче тума палăртнă.

Паянхи кун республикăра инженерипе геологи ĕçĕсем пыраççĕ. Чăваш Ен территорийĕпе иртекен трасса сыпăкĕ 118 км пулĕ, ăна тума 130 млрд ытла тенкĕ кирлĕ. Нухратпа, паллах, Мускав тивĕçтерĕ.

Магистраль туни пирĕн республикăшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Экономика малалла аталанĕ, инвестици ытларах явăçтарма май килĕ, туристсем йышлăрах килме тытăнĕç. Анчах пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе хăçан тата епле пуçăнассине Чăваш Ен хăй тĕллĕн çеç татса параймĕ. Ку йăлтах Мускавран килет.

Иртнĕ эрнере Раççей тĕп хулинче ведомствăсен хушшинчи ĕç тăвакан ушкăн поездсене Мускавран Хусана пысăк хăвăртлăхпа çÿретекен чукун çул строительствин ыйтăвĕсемпе лару ирттернĕ. РФ транспорт министрĕ Максим Соколов ертсе пынă мероприятие Раççей Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Алсу Гайнутдинова хутшăннă. Пухăннисем проекта вăхăтра пурнăçлама укçа-тенкĕпе тивĕçтерес ыйтăва сÿтсе явнă.

Хăшпĕр чăрмава пула строительство проектне хушăмсем кĕртсе тÿрлетмелли, тĕплĕн пăхса тухса хатĕрлесе çитермелли ĕç тупăнсах тăрать. Магистрале епле тăвассипе чикĕ леш енче те кăсăкланаççĕ. Унăн хута кайнă хыççăнхи кăтартăвĕсем пулас пассажирсене туллин тивĕçтереççĕ. Проект «симĕс çутă» илсен трасса хывăнакан регионсене те, Раççее хăйне те экономикăна аталантарма пулăшĕ.

Мускав - Владимир - Чулхула - Хусан трасси 770 çухрăм тăршшĕ. Магистрале Мускав хулинче, Мускав, Владимир, Чулхула облаçĕсенче, Чăваш, Мари, Тутарстан республикисенче тума палăртнă. Ăна чукун çул транспорчĕ 3,5 сехетре «парăнтарĕ».

РФ Правительстви 2013 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнче пысăк калăпăшлă ĕçĕн мероприятийĕсен план-графикне çирĕплетнĕ. Строительствăпа çыхăннă влаç органĕсене явăçтарса РФ Транспорт министерстви ăна пăхса тухнă, тÿрлетсе çĕнетнĕ. Документпа Раççей Правительстви малалла ĕçлет. РФ Финанс министерствипе çураçса çитереймен тĕрлĕ шухăша ведомствăсен хушшинчи ĕç тăвакан ушкăн Раççей Правительствин Председателĕн заместителĕ А.Дворкович çывăх вăхăтра ирттерме палăртнă ларура татса парасшăн.

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.