Приставсен ĕç калăпăшĕ ÿссех пырать
Çакăнта экономикăри кризис витĕмĕ куçкĕрет палăрать
Республикăн суд приставĕсем пĕлтĕр парăмлă çынсемпе предприятисенчен 4 млрд тенкĕ ытла шыраса илнĕ, çав шутран 2 млрд яхăн тенке бюджета хывнă. Çак цифрăсене юнкун Федерацин суд приставĕсен службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Анатолий Иванов хăй ертсе пыракан тытăмăн коллегийĕн анлă ларăвĕнче пĕлтерчĕ. Управленин иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетме ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, суд приставĕсемпе алла-аллăн ĕçлекен тата вĕсен ĕçне сăнаса-тĕрĕслесе тăракан тытăмсен ертÿçисем те хутшăнчĕç.
Кредит илнĕччĕ те...
Парăмсене шыраса илесси ансат ĕç пулманни паллă. Ахальтен мар ĕнтĕ 2015 çулта кашни суд приставĕ çине лекекен тиев каллех пысăкланнă - çулталăкра пĕр пристав пуçне суд йышăнăвĕсене пурнăçламалли 1,6 пин ытла производство тивнĕ. Кредит учрежденийĕсем валли укçа шыраса илмелли производствăсем уйрăмах нумай, 55: ытла, хушăннă. Çакăнта экономикăри кризис витĕмĕ те палăрни куçкĕрет. Çынсем хăй вăхăтĕнче аван ĕçлесе илнĕ чухне кредит илнĕ, кайран вара йывăрлăхсем сиксе тухнă та - кредитшăн тÿлесси чăрмавлă пулса тăнă. ЖКХри парăмсене татмалли производство та нумай - 4,4 пин хушăннă, вĕсен пĕтĕмĕшле шутри тÿпи 38: иртнĕ. Çавăн пекех налуксене вăхăтра тÿлеменшĕн те нумай производство пуçарма тивнĕ.
Парăмçăсене укçа тÿлеттерме хистемелли мелсенчен пĕри - Раççей тулашне кайма чарни. Пĕлтĕр управлени çакнашкал 7,5 пин ытла йышăну тунă. Анатолий Иванов кăçалтан парăмлă çынсем тĕлĕшпе водитель правине чикĕлени те пысăк пулăшу кÿрессе шанать. Çулталăк пуçламăшĕнчи уйăх çурăрах 800 çынна руль умне лармашкăн чарма ĕлкĕрнĕ те - çав çынсем хăйсен 3 млн тенкĕ ытла парăмне татнă иккен.
4 млрд тенкĕ ытла шыраса илнĕ терĕмĕр-ха та, апла пулин те Чăваш Ен приставĕсем ку енĕпе «çÿлтен» панă плана пурнăçлайман. Парăмсен 47: кая мар шыраса илмелле - управлени çак кăтартăва темиçе процент «парăнтарайман». Анатолий Юрьевич пытармарĕ: «8 пин производствăпа эпир пĕр тенкĕ те шыраса илмен!» Алиментсене шыраса илес енĕпе вăл пушшех çине тăрса ĕçлеме чĕнсе каларĕ: «Алимент тÿлемен кашни тĕслĕхе ЧП вырăнне хурса хакламалла, мĕншĕн тесен кашни тĕслĕх хыçĕнче - ача шăпи».
Çынсене шалу тÿлемен предприятисене те куçран вĕçертмеççĕ. Вĕсенчен ĕç укçи шучĕпе 10 млн тенкĕ шыраса илнĕ май парăмăн пĕтĕмĕшле виçине самай чакарма май килнĕ - халь вăл 20 млн тенкĕ шайĕнче. Çак укçан çурри патнелле - Шупашкарти 1-мĕш типографи хăйĕн ĕçченĕсене тÿлемен шалу.
Умри тĕллевсем пирки каланă май республикăн тĕп суд приставĕ хăйне пăхăнса тăракансен бюджетăн тупăш пайне тивĕçтерме пулăшас енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине пайăррăн палăртрĕ. Çав вăхăтрах çынсене парăмсем пирки информаци памалли майсене те анлăлатмалла. Халĕ тивĕçлĕ электрон бази те пур, çапах нумайăшĕ хăйсен парăм пуррине пĕлмест, çавăнпах ăна тÿлеме те васкамасть. Тата, паллах, «хамăр ретри» коррупцирен сыхланмалла. Ку асăрхаттару та ăнсăртран мар. Пĕлтĕр суд приставĕсемпе çыхăннă 7 уголовлă ĕç пуçарнă. Чăн та, управлени ĕçченĕсене айăплаканнисем 3 кăна. Тата 4-шĕ - приставсене взятка пама тăнă çынсем тĕлĕшпе пуçарнăскерсем.
Вăрттăнни ан пултăр
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев приставсен ĕçĕн пĕлтерĕшне пысăка хурса хакларĕ: «Суд йышăнăвĕсене мĕнле пурнăçланинчен халăх влаçа шанасси те нумай килет». Приставсене ĕçлеме çăмăл маррине те туять, мĕншĕн тесен «çынсен тупăшĕ чакнă, пулăшу ĕçĕсем кÿресси сахалланнă, хаксем ÿснĕ». Ахальтен мар ĕнтĕ Ĕçлев министерстви урлă тăкаклакан укçа виçи питĕ пысăк - 7 млрд тенке яхăн. Çав шутра - çынсене тÿлекен 54 йышши субсиди укçи. Чăн та, кăçал çăмăллăх илекен çынсен шучĕ 15: пĕчĕкленнĕ иккен - «вĕсен тупăшĕ пособисĕрех пурăнма май парать». Лару-тăру йывăррине пăхмасăр Михаил Васильевич патшалăх хăйĕн социаллă обязательствисене туллин пурнăçласси пирки çирĕплетсех каларĕ.
Эппин, çак обязательствăсене пурнăçлама укçа кирлĕ - приставсен ĕçĕ пушшех курăмлă. Михаил Васильевич тĕрлĕ вăрттăн схемăна тăрă шыв çине кăларма чĕнсе каларĕ. Калăпăр, республикăра 162 пин çын официаллă мар майпа ĕçлени паллă. Иртнĕ çул 27 пин çыннăн ĕç укçине «уçăмлатма» май килнĕ. «Уйрăм тытăмсем çынсемпе пулăшу ĕçĕ кÿресси пирки килĕшÿ тăваççĕ те - çапла майпа вĕсемшĕн тивĕçлĕ фондсене укçа куçарассинчен пăрăнаççĕ», - ĕçлемелли çул-йĕрсенчен пĕрне палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.
Экономикăри лару-тăрăва хакланă май Михаил Игнатьев «Трактор завочĕсем» концернăн Чăваш Енри предприятийĕсенчи ĕç-пуç йывăррине палăртрĕ. Çынсен 80: тулли мар ĕç режимĕпе ĕçлет, «завод чарăнса ларас патнех çитнĕ». Çапах шанăç çук тени вырăнсăр, вăл пур, калăпăр, оборона саккасĕсем Раççейĕн пысăк бульдозерсем кăларакан пĕртен-пĕр предприятийĕшĕн пысăк пулăшу пулĕччĕç. Анчах кал-кал ĕçлесе каймашкăн концерн менеджменчĕн те çине тăрса ĕçлемелле.
«Данон» компани Шупашкарти сĕт заводне хупни пирки те сăмах пулчĕ. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх - ăна туянас кăмăллисем пур. Предприятин малалли ĕç-хĕлĕ сыр туса кăларассипе çыхăнма пултарать. Хальлĕхе вара «Данон» ĕçсĕр хăваракан çынсене пулăшма тăрăшмалла - вĕсем пуш уйăхĕн вĕçĕнчех урамра тăрса юлма пултараççĕ. Шел те, йывăрлăхсем промышленноçра кăна мар, строительство отраслĕнче те палăраççĕ. «Шупашкарта, ытти муниципалитетра иртнĕ çултан сутăнмасăр юлнă хваттерсем нумай, - пăшăрханса каларĕ Михаил Васильевич. - 2011-2014 çулсенче чăннипех питĕ нумай хваттер сутнă. Çынсем пысăк кредитсем илсе хваттерсем туяннă». Халь вара... Кредитсемпе çыхăннă çивĕчлĕх суд приставĕсен ĕç калăпăшне пысăклатни пирки çÿлерех каларăм.
Прокурор çур çул пачĕ...
«Патша куçĕ» вĕт - хăйне суд приставĕсен тытăмĕ çуралнăранпа 150 çул çитнĕ ятпа туса хунă илемлĕ те сумлă медальпе наградăларĕç пулин те республика прокурорĕн заместителĕн Александр Григорьевăн сăмахĕ самай тиркевлĕ пулчĕ. Тепĕр тесен медальпе тав тумасан, тен, тата та тиркевлĕрех пулатчĕ пуль... Александр Иванович кашни суд приставĕ татса пама тивĕç производствăсен калăпăшĕ питĕ пысăккине ăнланать, анчах ку приставсен ĕçĕнчи çитменлĕхсене каçармалли сăлтав мар.
- Пĕлтĕр прокуратура органĕсем суд приставĕсем саккуна пăснă 1 пин ытла тĕслĕхе тупса палăртнă, - терĕ вăл. - Çынсенчен йышăннă 1,2 пин ыйтуран 250 çăхав сăлтавлă пулнине çирĕплетнĕ. Çулталăк маларах унашкаллисен шучĕ самай пĕчĕкрех пулнă.
Саккуна пăснă тĕслĕхсен ретĕнче вăл приставсем парăмсене ача пособийĕн, çавнашкал тĕкĕнме юраман ытти тÿлев шучĕпе шыраса илме тăни тăруках нумайланнине асăнчĕ. «Эпир çакна курмăш тумастпăр, анчах лару-тăру нимĕн чухлĕ те лайăхланмасть», - тÿррĕн каларĕ Александр Иванович. Çавна май асăрхаттару евĕр сĕнÿ те пулчĕ: «Атьăр-ха, çулталăкăн пĕрремĕш çурринче йĕркене çирĕп пăхăнса ĕçлеме тăрăшар. Ĕç-пуç улшăнмасан çулталăкăн иккĕмĕш çурринче прокуратура енчен хаяр мерăсем пулĕç». Урăхла каласан прокуратура анлă та тĕплĕ тĕрĕслев ирттерĕ. Тепĕр самант пирки те каларĕ: «Пирĕншĕн уголовлă ĕçе судран каялла тавăрса панă кашни тĕслĕх - чăн-чăн ЧП. Сирĕн вара судсем тавăрса панă уголовлă ĕçсен шучĕ икĕ хута яхăнах пысăкланнă. Кирек мĕнле пулсан та эсир тĕпчекен уголовлă ĕçсем - пĕрешкелскерсем, тăрăшсан ку енĕпе тивĕçлĕ йĕрке тума пулатех».
Николай КОНОВАЛОВ
Комментари хушас