Приговор вăя кĕнĕ
2 Sep, 2015 | Пулса иртни

Шупашкарти Ленин районĕн сучĕн «Чăвашавтодор» АУО гендиректорĕн заместителĕ пулнă Яков Федоров тата «РегионДорМаш» АУО директорĕ Азат Басыров тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе палăртнă приговорĕ саккунлă вăя кĕнĕ.

Сентябрĕн 4-мĕшĕнче республикăн Аслă сучĕ шар курнă ен - «Чăвашавтодор» АУО - тăратнă апелляци çăхавне, прокурор представленине тата уголовлă ĕç материалĕсене тишкернĕ хыççăн Я.Федоровпа А.Басыров преступленисемшĕн айăплине çирĕплетнĕ. Çавна май Я.Федорова /ăна малтан 5 çуллăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварма йышăннă пулнă/ 5 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварса пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатма, 800 пин тенкĕлĕх штрафлама йышăннă. А.Басырова 2 çуллăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварнă, 200 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн следователĕсем тĕпченĕ уголовлă ĕç материалĕсем çирĕплетнĕ тăрăх - Федоров «Чăвашавтодор» АУО гендиректорĕн экономика тата финанс енĕпе ĕçлекен заместителĕ пулнă май 2011 çулхи ноябрьтен тытăнса 2012 çулхи ноябрьччен çак предприятин тата Канашри ТПУн должноçри ытти çыннипе /вĕсене суд маларахах айăпланă ĕнтĕ/ улталаса «Чăвашавтодорăн» 43 млн ытла тенкине вăрланă.

Следствипе суд çирĕплетнĕ: Федоров ытти çынпа пĕрле федераци бюджетĕнчен акционерсен уçă обществине федерацин М-7 «Атăл» автоçулĕн сыпăкне реконструкцилеме уйăрнă укçана вăрланă. Çак тĕллевпе акционер обществин ячĕпе «пĕр кунлăх» фирмăсемпе субподряд тата пулăшу ĕçĕсем кÿнин суя килĕшĕвĕсене тунă.

2013 çулхи октябрьтен тытăнса 2014 çулхи апрельччен тĕп хулари Ленин районĕн судĕнче Федоров «тусĕсем» - акционер обществин гендиректорĕ Александр Волков, тĕп инженерĕ Валериан Иванов, Канашри ТПУ директорĕ Александр Иванов, тĕп инженерĕ Спартак Губанов - тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçсене тишкерсе айăплав приговорĕсене çирĕплетнĕ. Ыттисем тунман, Федоров вара ун чухне хăйĕн айăпне йышăнман, следствипе ĕçлеме килĕшмен, çавна май ун тĕлĕшпе уголовлă ĕçе уйрăм йĕркепе пăхса тухнă.

Асăннă преступленисемсĕр пуçне малтанхи следстви вăхăтĕнче гендиректор заместителĕ «Чăвашавтодорăн» укçине пысăк тата уйрăмах пысăк виçепе вăрлама тăнине ĕнентерекен çĕнĕ самантсем те çиеле тухнă. Калăпăр, вăл «РегионДорМаш» ООО директорĕпе А.Басыровпа пĕрле пулăшу ĕçĕсем кÿмелли суя документсем хатĕрлессине йĕркеленĕ. Хăйĕн служба вырăнĕпе усă курса Федоров килĕшĕве экскаватор ĕçĕн хакне кăтартакан суя кăтартусем кĕртнĕ, çавăн пекех асăннă техника кĕреçин калăпăшне пысăклатса кăтартнă. Çак схемăпа усă курса вĕсем «Чăвашавтодорăн» 2 млн ытла тенкине вăрлама хатĕрленнĕ. Анчах тĕллевне пурнăçлайман - Федерацин хăрушсăрлăх службин управленийĕн сотрудникĕсем ултава пÿлнĕ.

Аса илтерер: Ленин районĕн сучĕн приговорĕпе Я.Федорова ушкăнпа каварлашса пысăк виçепе улталанăшăн /УК 159 статйин 4-мĕш пайĕ - виçĕ самант/, ушкăнпа каварлашса пысăк тата уйрăмах пысăк виçепе улталама тăнăшăн /УК 230 статйин 3-мĕш пайĕ, 159 статйин 3-мĕш пайĕ - икĕ самант, 30 статйин 3-мĕш пайĕ, 159 статйин 4-мĕш пайĕ - пĕр самант/ айăпланă. А.Басыров тĕлĕшпе те айăплав приговорне çирĕплетнĕ. Вăл улталама тăнăшăн суд тенкелĕ çине ларнă. Приговорĕ - условнăй икĕ çул тата 200 пин тенкĕ штраф.

Н.КОНОВАЛОВ

Н.КОНОВАЛОВ