Президент килсе кайнăранпа ачасем лайăхрах вĕренеççĕ

9 Çĕртме, 2017

Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă мĕн пур педагог пекех вăл та кашни вĕренÿ çулнех çĕнĕ вăйпа, хавхаланупа кĕтсе илет. Шкултан вĕренсе тухакан кашни класа тунсăхлăн ăсатать. Хушăран аса илÿ çăмхине сÿтсе кун-çулĕнчи пархатарлă пулăмсене куç умне кăларать. Тăтăшах танлаштарни, виçни-хаклани малалла талпăнма, професси ăсталăхне ÿстерсе пыма пулăшать ăна. Сăмахăм — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, шкул ачисене чăваш чĕлхине тата литературине 35 çул ăса хывтаракан Ираида Фомина çинчен. Вăл паян — пирĕн хаçат хăни.

Нихăçан манăçми пĕр кун

Вунă çул каялла /тĕрĕссипе, авăн уйăхĕнче çакăн чухлĕ вăхăт çитет-ха/ Ираида Аркадьевна пĕр кунтах çĕршывĕпе палăрчĕ. 2007 çул, авăн уйăхĕн 12-мĕшĕ... Çак кун пирĕн республикăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата çĕршыв Правительствин тĕрлĕ представителĕ килнине вула-кансем астăваççех ĕнтĕ. Чăваш Енри çул çÿрев маршрутне палăртнă май çĕршыв пуçлăхĕ Шупашкар районĕнчи Тренкасси вăтам шкулне çитсе курассине те палăртнă. Ираида Фомина, асăннă шкулта чылай çул ĕçлекен пултаруллă вĕрентекенсенчен пĕри, хăй ертсе пыракан кружока çÿрекен ачасем-пе пĕрле Владимир Путинпа тĕл пулнă. Шăпах Раççей кунĕ умĕн калаçнăран ăна çак саманта куç умне çĕнĕрен кăларма ыйтрăмăр.

Ираида Аркадьевна, Путинăн ĕçлĕ çул çÿревĕнче мĕншĕн шăпах сирĕн шкула кăтартма суйланă? Сирĕн пÿлĕме кĕртес шухăш епле çуралнă?

— Ăнланатăр ĕнтĕ: кунашкал çул çÿревсем пуçа пырса çапнă маршрутпа йĕркеленмеççĕ, кашни утăм протоколпа килĕшÿллĕн пулса пырать. Владимир Путин чăваш шкулне çитсе курма тĕллев лартни пирĕн республикăра «Вĕрентÿ» нацпроект епле пурнăçланса пынине курассипе çыхăннă. Çул çÿреве йĕркелекенсем республикăри вĕрентÿ ведомствине тĕп хуларан 25-30 километртан аякра мар вырнаçнă шкула палăртма сĕннĕ. Çакна та каласа хăварар: республикăра ун чухне «Вĕрентÿ» проекта 51 шкул пурнăçланă. Кÿкеçри лицей тата Тренкасси шкулĕ — çаксенчен пĕрне суйлама шут тытнă. Татăклă йышăнăва Раççей вĕрентÿпе ăслăлăх министрĕн çумĕ Владимир Фридлянов шкула хăй килнĕ хыççăн тунă. Пирĕн шкул маларах та чылай сумлă хăна-делегацие йышăннă: РФ министрĕсем пулнă Владимир Филипповпа Алексей Гордеева, РФ ĕçлевпе социаллă аталану министрĕн çумĕнче ĕçленĕ Галина Гореловăна, Якутирен, Монголирен, Германирен, Англирен килнĕ ĕçлĕ ушкăнсене. Çавăнпа шкула асăрхаса тăракан йышлăран пирĕн коллектив яланах пуçаруллă ĕçленĕ.

Путин килет тесен çапах малтан шухăшсăр пурăннăччĕ-ха — çул çÿрев мана тÿррĕн пырса тивессе кам шухăшланă? Вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ, темиçе кун иртрĕ. Ак хайхи, Раççей Президентне чăваш чĕлхи пÿлĕмне илсе кĕмеллех теççĕ. Никита Бичурин çуралнă кунĕ тĕлне кружока çÿрекенсемпе хаçат кăларма хатĕрленнĕччĕ — вăл килнĕ самантра çак ĕçпе аппалантăмăр та.

Тăван чĕлхе ачашăн — пуçламăшсен пуçламăшĕ, халăх культури — нимĕнпе виçейми ха-клă еткерлĕх. Çакна хăнасен умĕнче ĕнентерме сире чăваш юрри пулăшнине, ахăртнех, чылайăшĕ астăвать. Сассăр уçă та — юрлама малтанах шухăшласа хунăччĕ-и?

— Çĕршыв ертÿçи умĕнче кашни утăма шухăшласа тумалла — ку паллă. Вак-тĕвекпех республика çинчен лайăх шухăш-кăмăл тĕвĕлеме те, унăн ят-сумне ÿкерме те пулать. Вĕрентÿ министрĕн çумĕсем сĕннине шута илсе, хамăн шухăша хушса калас сăмаха хатĕрленĕччĕ. Акă Владимир Владимирович класа кĕчĕ, мана алă тытса сывлăх сунчĕ, ачасемпе калаçма тытăнчĕ. Çак самантра пуçри сăмахсем таçта кайса çухалчĕç. Çапах пĕртте пăлханмарăм. Президент чăннипех те ăшă кăмăллă çын пулни, хăйне сăпайлă тытни лăпкăлăха çухатма памарĕ. Компьютера уçса хунăччĕ — унта чăваш алфавичĕпе çыхăнтарса йĕркеленĕ вăйă. Пиллĕкмĕш классем валли хатĕрленĕскер Президента кăсăклантарни сисĕнчĕ. Арçын ачасем компьютерпа усă курса сăмах каçмăшсем туни пирки каласа кăтартрĕç. Çапла «Вĕрентÿ» нацпроектпа килĕшÿллĕн классенче вырнаçтарнă информаци технологиллĕ хатĕрсем ачасен тăван чĕлхе пĕлĕвне ÿстерме пулăшни çинчен сăмах пуçартăм. Пирĕн чĕлхе хитрелĕхĕ çинчен каламасăр епле чăтас-ха ун пек чухне? Чĕлхе çепĕçлĕхĕ юрăсенче уйрăмах вăйлă палăрни çинчен каларăм та пĕр çавра юрласа кăтартрăм: «Çич енчен çич çулпа çитетпĕр Манăçми кил-çурта, анне...» Владимир Путин вара: «Эсир çав тери хитре калаçатăр — сире кура манăн хамăн та чăвашла вĕренес килсе кайрĕ», — терĕ. Малалла вулас...

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.