Президент аллинчен — паспорт!

Ĕнер, çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Шупашкар-Мускав пуйăс 8.50 минутра Чăваш Ен тĕп хулинче чарăнчĕ. 12-мĕш вакунран Софья Морозова амăшĕпе Людмила Геннадьевнăпа анчĕç. Вĕсене манпа пĕрле Софьăн ашшĕ, шăллĕ, хĕр тусĕ кĕтсе илчĕç. РФ Президенчĕ Владимир Путин панă чечек çыххи шанман-ха, ăна Софья тытнă, амăшĕ хĕрĕн кительне йăтнă. Вĕсен куçĕнче — сăмахпа çырса кăтартма май çук савăнăç. Президент аллинчен паспорт илнĕ хĕр ача Чăваш Ен мăнаçлăхĕ, паллă çынни пулса тăчĕ.

Пирĕн çĕршывăн 10 çамрăк — конкурссен, олимпиадăсен, пултарулăхпа спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисемпе лауреачĕсене, вĕренÿ отличникĕсене, паттăрлăх кăтартнă ачасене — Владимир Путин Кремльте паспорт панă церемоние телекуравпа тимлĕ пăхрăмăр. Ара, унта Шупашар хĕрĕ те пур-çке!

«Паян уйрăмах паллă кун. Уяв. Çĕршывăмăра халалланă Раççей кунĕ. Мĕн-ха вăл çĕршыв? Вăл — çынсем. Пирĕн саккунпа, йăлапа килĕшÿллĕн çуралнă хыççăнах эпир çĕршывăн гражданинĕ пулса тăратпăр. Паспорта вара 14 çул тултарсан параççĕ. Эсир çак çулччен пурăнса нумай çĕнтерÿ тума ĕлкĕрнĕ. Сирĕнтен хăшĕ-пĕри çыннăн чи лайăх енĕсене — хăюлăх, инкеке лекнĕ çынна пулăшассишĕн х ă в ă р п у р н ă ç а п а м а хатĕр пулнине — кăтартнă. Чи пĕлтерĕшли — çакнашкал паха енсем сире пысăк ăнăçу тума пулăшни.

Паян массăллă информаци хатĕрĕсенче куртăр пулĕ, кунта, Кремльте, Раççей премийĕсемпе паллă çынсене чысларĕç. Вĕсем кашни хăйĕн ĕçĕнче нумай çул тăрăшса çитĕнÿ тунă. Сирĕн те хăвăр çулăра суйланă хыççăн ун пек майсем пулчĕç. Çакна эпĕ питĕ шанатăп, сире ăнăçу сунатăп, мĕншĕн тесен кашни çын çитĕнĕвĕ çĕршыва аталантарма, хăватлантарма малашлăхра витĕм кÿрет. Эсир — пирĕн пуласлăх. Кĕçех сирĕн ăрăвăн Раççей шăпине татса пама тивĕ. Эпĕ сире питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ документ, паспорт, илнĕ ятпа саламлатăп, чи лайăххине сунатăп», — терĕ Владимир Владимирович.

Софья Морозова — «Эпир — Раççей гражданĕсем» Пĕтĕм Раççейри конкурс çĕнтерÿçи, IX Пĕтĕм тĕнчери ташă олимпиадин тĕнче кубокĕн кĕмĕл призерĕ. Вăл Шупашкарти 53-мĕш шкулта кадет класĕнче вĕренет. Дисциплинăна пăхăннине, вĕренÿре шĕкĕр «пиллĕкпе» ĕлкĕрсе пынине тата класс пурнăçĕнче хастар пулнине кура пĕлтĕр вице-кĕçĕн сержант звани илнĕ вăл. Софья тĕрлĕ ăслăлăхпа кăсăкланать. Çулсеренех вырăс чĕлхипе литература, математика, физика предмечĕсемпе иртекен олимпиадăсенче малти вырăнсем йышăнать. Кăçал вăл шкулти пĕрлешÿн ертÿçĕлĕхĕн йышне кĕнĕ, ăна культурăпа кану министрне лартнă. «Эпир — Раççей гражданинĕ» конкурса валли Софья видеоэссе хатĕрленĕ. Унта хăйĕн çитĕнĕвĕсем пирки, тивĕçлĕ гражданин пулас тесен мĕнле пулмаллине каласа кăтартнă. Унăн ĕçĕ чи нумай балл пухнă! Софья эстрада, бал ташшисемпе кăсăкланать. Музыка шкулне пĕтернĕскер «Сингл» эстрада ушкăнĕнче юрлать. Софья 7-мĕш класс вĕренсе пĕтернĕ, 5-мĕшĕнчен вара вăл кадет класĕнче ăс пухать.

«Кадет класĕнче вĕренме тÿр килнишĕн эпĕ Раççее тав тăватăп. Кунсеренех шкулта пĕлтерĕшли пулса иртет. Манăн çитĕнĕве пысăка хурса хаклани татах та ытларах ăнтăлма хистет. Уяв ячĕпе Сире, Раççей кунĕпе», — çапла каларĕ Софья алла паспорт илнĕ хыççăн. Ку сăмахсем унăн чунĕнчен тухрĕç.

Воронеж облаçĕнчен килнĕ Владислав Мартынов ыйтнине тивĕçтерсе Владимир Путин хăйĕн ĕç пÿлĕмĕпе паллаштарчĕ. Малалла вулас...

 

Алина ИЗМАН. Kremlin.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.