Преступлени вырăнĕнчех

9 Ака, 2015

Шупашкарти Мускав районĕн сучĕ 28 çулти арçын айăплине çирĕплетнĕ. Хĕрарăма мăшкăллама тăнăшăн тата çын сывлăхне сиен кÿрессипе хăратнăшăн ăна условлă майпа 3 çул çурăлăха айăплама йышăннă.

Следстви тишкернĕ, суд çирĕплетнĕ тăрăх, кăçалхи январĕн 31-мĕшĕнче çур çĕр иртни 3 сехетре çак арçын Шупашкарти каçхи клубсен пĕрин умне пынă, унта кану заведенийĕнчен ташласа тухакан икĕ хĕрарăмпа паллашнă. Çамрăк арçын вĕсене хăйĕн патне хăнана чĕннĕ. 29 тата 30 çулсенчи хĕрарăмсем килĕшнĕ. Хайхискерсем хваттерте эрех ĕçнĕ. Ÿсĕрĕлнĕ арçын çĕçĕ ярса тытнă та 30 çултине хăлхине касса татассипе хăратнă. Унтан хĕр тусне тапăннă. Çав вăхăтра аслăраххи хваттертен тухса тарнă та полицие пĕлтернĕ. Йĕрке хуралçисем арçынна преступлени тунă вăхăтра - çамрăк хĕрарăма мăшкăллама тăнă чухне - тытса чарнă.

Рубрика: