Преступлени сахалрах пулин те...

18 Кăрлач, 2014

2013 çулта республикăра 14156 преступление регистрациленĕ, çакă виçĕм çулхинчен 14,4% сахалрах. Преступленисен 72,7% уçса панă. Çак тата ытти цифрăна ĕнер ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов ШĔМ коллегийĕн анлă ларăвĕнче хăй ертсе пыракан тытăмăн иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетнĕ тата кăçалхи тĕллевсене палăртнă май пĕлтерчĕ.

Çапла вара криминалпа çыхăннă лару-тăру çивĕчлĕхĕ чакса пырас туртăм куç кĕрет /2012 çулта та преступленисен шучĕ палăрмаллах чакнăччĕ/. Çакăнта, министр шухăшĕпе, ытти сăлтавпа пĕрлех полици çине тăрса ĕçленин витĕмĕ те пурах. Сергей Евстафиевич пĕлтĕр министерствăра анлă тĕрĕслев иртни çинчен каларĕ - экзамена ăнăçлă тытнă темелле. Йĕркелĕхпе хăрушсăрлăха тивĕçтермелли программăсем валли укçа уйăрасси те аван пурнăçланса пырать. Çавна май ĕçре кирлĕ техника хатĕрĕ чылай туяннă. Халĕ халăх йышлă пулакан вырăнсенче 197 видеосистема ĕçлет, тата 37 единица фотофиксаци приборĕсем вырнаçтарнă. Пĕтĕмпе асăннă программăсем валли 132 млн тенкĕ уйăрнă.

- Çакă пирĕн ĕçре тÿрремĕнех пулăшать, - терĕ министр. - Çынсемпе курнăçма йышăну пÿлĕмĕ уçрăмăр. Хамăрăн пулăшу ĕçĕсене электрон мелĕпе те кÿме пуçларăмăр. Халĕ 5 «шанăç телефонĕ» талăкĕпех ĕçлет, çавна май вĕсемпе çынсем шăнкăравласси 5 хут ÿсрĕ. Вĕсен 1/3 пайĕ - полици сотрудникĕсен правăна хирĕçле ĕçĕсем пирки пĕлтерни. 34 тĕслĕхре пĕлтерÿсем çирĕпленнĕ.

Министерство аппарачĕн штатне чакарса «хура ĕç» пурнăçлакансен шутне - дознавательсен, уголовлă шырав сотрудникĕсен йышне - ÿстерме май килнĕ. Пĕлтĕр полици валли çĕнĕ 100 единица автотранспорт туяннă. Шупашкарти Энгельс урамĕнче йĕркелĕх хуралçисем валли 9 хутлă пурăнмалли çурт çĕкленĕ. Патăрьелĕнче тата Çĕрпÿре йĕркене пăснисене вăхăтлăх хупса усрамалли изоляторсем тунă.

Оперативлă ĕç-хĕле илес тĕк - хĕрарăмсене мăшкăлланă, ют пурлăха вăрланă, çаратнă, хурахла тапăннă тĕслĕхсем, ултавсем, общество вырăнĕсенче тунă преступленисем сахалланнă. Хăш-пĕр самант çинче генерал пайăррăн чарăнса тăчĕ. Экстремизм тĕслĕхĕсене куçран вĕçертмен. Пĕлтĕр çавнашкал 11 тĕслĕхе шута илнĕ. Чăн та, çакă Чăваш Енре ку енĕпе ĕç-пуç çивĕччине çирĕплетекен кăтарту мар-тăр - асăннă тĕслĕхсем пурте Интернетра экстремизм пĕлтерĕшлĕ файлсем вырнаçтарнипе тата хулиганла ĕçсемпе çыхăннă.

Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕн 333 тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă, полици 11,6 кг наркотик, психотроплă хутăшсем туртса илнĕ. Министра ку цифрăсем тивĕçтермеççĕ: «шурă вилĕме» пÿлес енĕпе çине тăрарах ĕçлемелле. Иртнĕ çул каварлашнă ушкăнсем тунă 170 преступлени тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçсене тĕпченĕ, çав ушкăнсен 45 членне суд умне тăратнă.

Экономика сфери криминалшăн çав-çавах илĕртÿллĕ - 1,7 пин ытла преступление тупса палăртнă. Çав шутра коррупци тĕслĕхĕсем - 559 тĕслĕх, взяткăпа çыхăннисем - 89. Çак категорири преступленисем кÿнĕ сиене 655 млн тенкĕлĕх саплаштарма май килнĕ.

Халăх полицие шанассин шайĕ ÿснĕ пулин те Сергей Евстафиевич вăл е ку енĕпе «уксахлакан» полици подразделенийĕсене уйрăммăн асăнчĕ. Вăрмарта, Муркашра следствие çирĕпрех тĕрĕслесе тăмалла, Патăрьелĕнчи, Канашри, Çĕнĕ Шупашкарти пайсем çынсем ĕçкĕпе иртĕхесрен сыхланмалли мероприятисем тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçленĕ. Шупашкар хулин, Етĕрнесен, Тăвайсемпе Сĕнтĕрвăррисен полицийĕ тĕлĕшпе те критика пулчĕ.

Хăрушсăрлăха çирĕплетмелли программăсене укçапа çителĕклĕ тивĕçтермен муниципалитетсене те сăмах тиврĕ. Çĕмĕрлере, сăмахран, 270 пин тенкĕ вырăнне 68 пин çеç уйăрнă. Çĕнĕ Шупашкар та ку енĕпе тăкакланасшăнах мар иккен, мĕнешкел пысăк хула çак тĕллевпе усă курнă укçа виçи республикăри хăш-пĕр район тăкакĕсен шайĕнче кăна.

ШĔМ кадрĕсем тĕлĕшпе уйрăм доклад пулнине кура министерство ертÿçисем çак ыйту пĕлтерĕшне тĕпе хураççĕ темелле-тĕр. Шел те, пĕлтĕр пакунлă çынсем сăлтавланă ЧПсем те пулчĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ 1,6 пин ытла сотруднике дисциплина енĕпе явап тыттарнă. 33% - прокуратура представленисем çырнипе. Çĕрпÿри, Канашри, Çĕнĕ Шупашкарти пайсен, ПАИн ятарлă батальонĕн, хурал подразделенийĕн сотрудникĕсем айăпа кĕнĕ. 24 полицейски пĕлтĕр 33 преступлени тунă. Çав шутра çул çинчи аварисем те: пакунлă çынсем служба транспорчĕпе те, хăйсен автомобилĕсемпе те инкек кÿнĕ.

Çапах преступленисене тÿрремĕнех пытарса хăварнă тĕслĕхсем пулман. Çынсенчен полицин саккунсăр ĕçĕсем пирки 1,1 пин ытла çăхав йышăннă, вĕсенчен 108-шĕ çирĕпленнĕ. Çавăнпа та министерство ертÿçисем çак шухăша та палăртрĕç: чылайăшĕ хăйсен айăпне çемçетес, тÿрре тухас тĕллевпе сăлтавсăр çăхав шăрçалать. Çав вăхăтрах полицейскисем тĕлĕшпе вăйпа усă курнă, вĕсене кÿрентернĕ тĕслĕхсем нумайлансах пыраççĕ - пĕлтĕр 226 уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсенчен 152-шĕнче ĕç-пуçа «пурнăçпа сывлăхшăн хăрушă» тесех хакланă.

Пĕлтĕр чăваш полицийĕн хамăр республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те нумай ĕçлеме тивнĕ: Çурçĕр Кавказ, Хусанти универсиада... тата - Сочи, самай пысăк йыш халĕ те унта. Çавна май, паллах, кунта ĕçлекенсем çине лекекен тиев те пысăкрах. Çак условисенче те йĕркелĕхе упрани, лару-тăрăва куçран вĕçертменни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Çак шухăша тĕп докладсем хыççăн сăмах илнĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та палăртрĕ - чăваш полицийĕ ытти субъектăн йĕркелĕхе сыхлакан тытăмĕсен ретĕнче сумлă вырăнта. Вăл ЧР ШĔМĕн ĕçĕн нумай кăтартăвĕпе кăмăллă. Калăпăр, саккунсăр 11 пин кĕленче ытла эрех туртса илниех мĕнешкел лайăх - эппин, нумай çынна сывлăхне сиенлесрен, вилĕмрен çăлса хăварнă. Коррупципе кĕрешессин кăтартăвĕсем те курăмлă. Республика ертÿçишĕн саккуна пăсакансене хÿтĕлесси йăлара мар: «Манăн ку енĕпе нимĕнле полномочи те çук», - çирĕппĕн каларĕ вăл. 2014 çул - Культура çулталăкĕ, çавна май Михаил Васильевич хăйĕн сăмахне çулталăк полицейскисен культури малалла ÿснин тапхăрĕ те пуласса шанни çинчен каланипе вĕçлерĕ.

Николай ДМИТРИЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.