Премьера: юрату çăлаймарĕ

20 Утă, 2018

К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Александр Кăлкан драматургăн пьеси тăрăх «Анисса» спектаклĕн премьери иртрĕ.

Паянхи çамрăксем çак произведение алла тытса вуланă-ши? Чăваш çыравçин 1935 çултах кун çути курнă «Анисса» кĕнекинчи ĕç-хĕлпе халĕ театр сцени çинче паллашма май пур.

Чăваш ялĕн 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчи пурнăçĕ куç-умне яр-уççăн тухса тăрать. Пĕрисем — Уркка, Елюш, Çемен, Йăван йышшисем — çурма выçă пурăнаççĕ, теприсем — Пикментей, Сатай тата ытти пеккисем, çĕрме пуянсем — чухăнсен «юнне ĕçсе».

Пуянсемпе чухăнсен хирĕç тăрăвне драмăри Аниссапа Ментти, Кирукпа Пикментей сăнарĕсем урлă лайăх, ăнланмалла уçса панă.

Юрату тĕнчене çăлать теççĕ. Анчах, шел, ку хутĕнче вăл та вăйсăр пулчĕ. Аниссан таса чунне Ментти вараларĕ, çак мăшкăла тÿссе ирттерме хал çитереймерĕ пике, вăйлă хумсем ăна хăйĕн хÿттине илчĕç.

Спектакле ЧР тава тивĕçлĕ артистки Наталия Сергеева лартнă. «Анисса» — вăл театр сцени çине кăларнă вуннăмĕш ĕç. Композиторĕ — Лолита Чекушкина, художникĕ — Светлана Зверева. Ташшисене ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зоя Александрова лартнă.

 

 

Рубрика: 

Комментари хушас

Новости по теме