Премьер-министр Çĕрпÿ тăрăхĕнче пулнă

10 Чÿк, 2016

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Çĕрпÿ районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă.

Премьер-министр тата Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Казаков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов Çĕрпÿ райповĕн çăкăр комбиначĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Зинаида Зотова генеральнăй директор пĕлтернĕ тăрăх — предприятире 110 ытла çын ĕçлет, вăтам шалу 19 пин тенкĕ. Çăкăр комбиначĕн продукцине халăх юратса туянать, ăна район тулашне те ăсатаççĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин «Вĕри çăкăр» лавккана çитсе курнă. Унта Чăвашпотребсоюзăн ытти лавккисенчи пекех сентресем çинче Чăваш Енри тавар туса кăларакансен продукцийĕ пысăк вырăн йышăнать.

Ĕçлĕ визит вăхăтĕнче премьер- министр «Солнечный» суту-илÿ комплексĕнче пулнă. Унта аптека, ачасен кафи, «Тетте» тата самообслуживани лавккисем, «Бармен» кафе ĕçлеççĕ. Хальхи йышши суту-илÿ комплексĕ çĕнĕ микрорайонта вырнаçнă, вăл çулран çул сарăлса, пысăкланса пырать.

Тĕлпулура çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕпе Чăвашпотребсоюз хушшинчи Килĕшĕве пурнăçа кĕртессине, коопераци организацийĕсен ĕç-хĕл тухăçлăхне ÿстерессине сÿтсе явнă.

И.СЕРГЕЕВА.

Автор: