Помост çине тухаççĕ вăйлисем

2 Чÿк, 2018

Ыран, чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче, Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче кире пуканĕ йăтассипе «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ Пĕтĕм Раççейри турнир старт илет.

«Хыпар» турнирĕн кун-çулĕ 1984 çулта пуçланнă. Çак тапхăрта вăл Пĕтĕм Раççейри ăмăрту пулса тăнă. Унта тĕрлĕ регион спортсменĕсем, тĕнче тата Европа чемпионачĕсенче палăрнă пăхаттирсем хутшăнаççĕ. 2017 çултанпа мастерсен турнирĕ шутланать. Помост çине тухакансем норматива пурнăçласан Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçеççĕ. Кăçал та спортсменсем хисеплĕ çак ята çĕнсе илессишĕн пур вăйне хурĕç. Çавна май унта хутшăнакансен йышĕ ÿссех пырать.
2015 çулта Пĕтĕм Раççейри турнир Куславкка районĕнчи «Атăл» спорт комплексĕнче иртрĕ. Юратнă хаçатăмăр тухма пуçланăранпа 110 çул çитнине халалларĕç ăна. Ăмăртăва Омск, Пенза, Тутарстан, Санкт-Петербург, Чĕмпĕр, Самар, Мари Эл, Кострома, Мордва тăрăхĕсенчен килнĕ 200 яхăн атлет хутшăнчĕ.
Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн федерацийĕн ертÿçи Игорь Солодов ăмăртăва çÿллĕ шайра йĕркеленине палăртнăччĕ. «Чăваш халăхĕ хăнасене ялан ăшшăн кĕтсе илет. Тимĕр вăййине юратакансем кире спортне аталантарас тĕллевпе нумай ĕç тăваççĕ, чуна парса вăй хураççĕ», — тенĕччĕ Игорь Петрович. Ун чухне вăл Кус-лавккари спорт шкулне кире пуканĕсен комплектне парнелерĕ. Спорт уявĕнче Чăваш Енри кире пуканĕ йăтакансен федерацийĕн ертÿçине Юрий Карпова — «ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», РФ тава тивĕçлĕ тренерне Сергей Кириллова «Куславкка районĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ятсемпе чысларĕç.
Турнирта яланхи пекех Чăваш Ен атлечĕсем пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Ун чухне те ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕсен Борис Глинкинăн, Иван Красновăн, Михаил Петровăн, Елчĕк районĕнчи Олег Федоровăн, ЧППУ профессорĕн Владимир Сименĕн, Канашри Владимир Понихидкинăн, Вăрнарти Анатолий Ивановăн вĕре-некенĕсем палăрчĕç. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕ Анастасия Александрова, Канаш хулинчи 5-мĕш шкулта ĕçлекен Алевтина Евграфова, Муркашри Екатерина Иванова, Шупашкарти Августина Павлова, Вăрнарти Катя Лукина, Елчĕкри Ксения Тунгуловăпа Надежда Абдулкина, Марина Зайцевăпа Вера Николаева, Йĕпреç районĕнчи Пучинкери Снежана Кириллова, Ольга Пашкова, Ксения Петрова помост çине тухса паттăрлăх кăтартрĕç.
«Хыпар» турнирĕнче малтанхи утăмĕсене тунă Андрей Кузнецов Куславккара иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Паян вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче пĕлÿ илет. Ун чухнехи турнирта агропромышленноçăн пулас специалисчĕсене Ринат Сафина, Максим Дмитриева, Александр Немова ăнчĕ. Йĕпреçсем те çухалса каймарĕç. Иван Майоров, Алексей Леонтьевпа Антон Анисимов хăйсем пултаруллă пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Яланхи пекех помост çинче хăйсен вăйне спорт ветеранĕсем тĕрĕслерĕç.
2016 çулта ăмăрту Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн спорт залĕнче иртрĕ. Тĕп парнесене çĕнсе илессишĕн 10 ытла регионтан килнĕ 200 ытла пăхаттир кĕрешрĕ. Вĕсен йышĕнче тĕрлĕ çулта тĕнче чемпионатĕнче çĕнтернисем те пулчĕç. Самар облаçĕнчи Олег Щербин, Шăмăршăри Владимир Шуряков, Куславкка районĕн хĕрĕ Анастасия Александрова турнирăн абсолютлă чемпионĕсем пулса тăчĕç. Турнир пĕтĕмлетĕвĕпе чи нумай очко пухса ял хуçалăх академийĕн, Елчĕк тата Шупашкар районĕсен командисем малти вырăнсене тухрĕç.
Олег Щербинăн мăшăрĕ Джанита Павлова /Йĕпреç районĕ, Пучинке/ «Хыпар» турнирне пĕрре мар хутшăннă, çĕнтерÿçĕ ятне пилĕк хутчен çĕнсе илнĕ. Икĕ çул каяллахи ăмăртура та ăна хĕрарăмсен ушкăнĕнче çитекен пулмарĕ. Унăн йăмăкĕ Августина та ылтăн медале тивĕçрĕ. Йĕпреç районĕнчи Пучинкери пĕртăван Алексейпе Олег Леонтьевсем хăйсен ушкăнĕсенче пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарма тивĕç пулчĕç.
Каччăсен тупăшăвĕнче спортăн тĕнче класлă мастерĕсем Сергей Соловьев, Алексей Иванов, Александр Павлов, РФ спорт мастерĕсем Евгений Малинников, Дмитрий Енедеров тата ыттисем палăрчĕç. «Хыпар» турнирĕнче кашни çулах спорт ветеранĕсем хастарлăх кăтартаççĕ. Улатăрти Валерий Притуленко, Канашри Владимир Понихидкинпа Сергей Калашников, Патăрьелти Владимир Портнов, Шăмăршăри Владимир Шуряков, Елчĕкри Олег Федоров, Кÿкеçри Анатолий Кузьмин тата ыттисем чылай çултанпа çамрăксене спортпа туслă пулма хавхалантарса пыраççĕ.
2017 çулта кире пуканçăсем Шупашкарти «Спартак» стадиона пухăнчĕç. Икĕ кунра хĕрсемпе хĕрарăмсем, арçынсемпе яшсем, спорт ветеранĕсем тĕрлĕ ушкăнра мала тухассишĕн тупăшрĕç. Ăмăртура Питĕртен килнĕ спортсменсем уйрăмах маттур пулчĕç. 15 çынран тăракан команда /тренерĕ — Сергей Кирил-лов/ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Спортсменсен йышĕ, чăн та, сумлăччĕ. Акă 30 çулти Николай Кичимаев 2015, 2016 çулсенче тĕнче чемпионатĕнче çĕнтернĕ, Дмитрий Дубровин çĕршыв кубокĕнче мала тухнă. Ку ăмăрту та пысăк шайра иртнине палăртнăччĕ турнирăн тĕп судйи Сергей Кириллов. «Помост çине Европа тата тĕнче чемпионĕсем, спортăн тĕнче класлă мастерĕсем тăчĕç. Пултаруллисем РФ спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕç», — тенĕччĕ ентешĕмĕр.
Пирĕн пăхаттирсем Раççей, Европа тата тĕнче шайĕнче иртекен ăмăртусенче сумлă кăтартусемпе савăнтараççĕ. Акă МЧС тытăмĕнче вăй хуракан Александр Козарь, ăмăртăва иккĕмĕш хут хутшăннăскер, çăлавçăсен хушшинче иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнчен çĕнтерÿпе таврăннă. 18 çулти Василий Кириллов пирки спорт пуласлăхĕ теççĕ. Ял хуçалăх академийĕн студенчĕ пирĕн çĕршывра иртекен пысăк ăмăртусенче хăйĕн вăйне тĕрĕслет.
Пĕлтĕрхи турнирта тĕрлĕ регионта пурăнакан йăхташсемпе те паллашрăмăр. Акă Елчĕк районĕнчи Анатри Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ Валерий Тимофеев Алтай крайĕнчи Рубцовск хулинче пурăнать. 55 çулти арçын кире спорчĕпе çамрăклах туслашнă, анчах ун чухне ăмăртусене питех хутшăнман. Çулсем ылмашăнса пынă май тепĕр хут хатĕрленме пуçланă, халĕ вăл ветерансен хушшинче тупăшать.
Чĕмпĕрте пурăнакан Алексей Михайлов Пĕтĕм Раççейри ăмăртура 9 хутчен çĕнтернĕ. Вăл Европа тата тĕнче турнирĕсенче малти вырăнсене йышăннă, Раççей тата тĕнче рекорчĕсене çĕнетнĕ. 2013 çулта 24 килограмлă снаряда 729 хут йăтса тĕлĕнтернĕ. Унăн ывăлĕ Евгений те тимĕр вăййипе кăсăкланать. ФСИН тытăмĕ-нче ĕçлекен каччă Шупашкарта иртнĕ турнирсенче пĕрре мар мала тухнă.
Питĕрти аграри институтĕнче ĕçлекен Владимир Петров — Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнчен. Унăн ашшĕ — пирĕн республикăри паллă тренер Михаил Петров. Вăл малтанхи наградисене «Хыпар» турнирĕнче çĕнсе илнĕ. В.Петровăн ентешĕ Андрей Кузьмин Питĕрти çарпа космос академийĕнче вĕренет. Унăн пиччĕшĕ Артем тимĕр вăййипе туслă пулнă.
Кире пуканçăсен турнирне паттăрлăхпа хастарлăх ăмăртăвĕ теççĕ. Хаçат çынсене спортпа туслă пулма тата сывă пурнăç йĕркине тытса пыма акă ĕнтĕ 35 çул вĕрентсе пырать. Пирĕн çĕршыври чи вăрăм ĕмĕрлĕ ăмăртăва кăçал чăваш халăх хаçачĕн никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă. «Хыпар» турнирĕ çĕр-çĕр спортсмена Раççей, Европа тата тĕнче шайĕнче палăрма çул уçса панă. Кăçал та унта çĕнĕ çăлтăрсем çураласса, пăхаттирсем пысăк рекордсем тăвасса шанатпăр. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Василий КУЗЬМИН архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.