Полицире - «Студентсен десанчĕ»
18 Feb, 2014 | Хыпар | Хула | 02 служба

- Паллах, çак çамрăксенчен хăшĕсен пирĕн патра пулса курнă хыççăн ШĔМ тытăмĕнче ĕçлес кăмăл çуралчĕ тĕк - лайăх, çапах та ку акци тĕллевĕ профориентаципе çыхăнман, эпир «Студентсен десантне» йĕркеленĕ май чи малтанах полицие обществăшăн уçăрах тăвассине, çамрăксем пирĕн ĕçе шалтан курнă май тивĕçлипе хаклассине тĕпе хутăмăр, - пĕтĕмлетрĕ калаçу пуçламăшĕнче ЧР Шалти ĕçсен министерстви йĕркеленĕ акци тĕллевне министр çумĕ Олег Яковлев.

Тĕрĕссипе, кунашкал акци пирвайхи мар. ШĔМ маларах «Студент професси суйлать» акци йĕркелесе яшсемпе хĕрсене полици ĕçĕпе паллаштарнă. Хальхинче вара - «Студентсен десанчĕ». Пилĕк кун хушшинче тĕп хулари аслă шкулсен чылай студенчĕ Шалти ĕçсен министерствин подразделенийĕсенче пулса курнă. Тепĕр тесен курнă кăна та мар - пакунлă çынсемпе пĕрле тĕрлĕ пăтăрмах е преступлени пулнă вырăнсене те çÿренĕ.

Участковăйпа пĕрле йĕркесĕр çемьесенче пулни çамрăксене уйрăмах тĕлĕнтернĕ. Хĕрсем унашкаллине уйрăмах çывăха илеççĕ те - курни-илтнине пушшех пăшăрханса палăртаççĕ: «Эпир халĕччен кунашкаллине курман... Шок!» ШĔМ пресс-службин представителĕсем пĕрле пулнă май çав рейдран сюжет та хатĕрленĕ те - хаçатăн ăна-кăна курнă корреспонденчĕшĕн те çав сăнсене пăхасси ансат пулмарĕ. Кухньăра ним йĕрки çук: таса мар, пушă кĕленчесем, плита çине апат тăкăннă май хыта-хыта ларнă... Ачине пĕччен çитĕнтерекен хĕрарăм ĕçкĕпе иртĕхет иккен. Чăн та, участковăйпа калаçнă май хăй нумаях пулмасть ĕçе вырнаçни пирки пĕлтерет. Те тĕрĕсех, те суять...

- Полицейскин шăпах çакнашкал вырăнсенче нумай пулма тивет, - сăмахне тăсрĕ О.Яковлев. - Тĕрĕссипе, патшалăхăн суранĕ ăçта - çавăнта полици. Пакунлă çыннăн çакнашкал хура ĕç нумай. Паллах, çакна кура йĕркелĕх хуралçин чунĕ хытать-тĕр - пĕртте çăмăл мар. Апла пулин те полици представителĕн çынпа тимлĕ пулмалла, яваплăха туймалла.

ШĔМĕн Общество канашĕн членĕ Иван Бойко та полицейскисемпе пĕрре кăна мар рейдсене тухнă та - çирĕплетсех калать: «Полицие хурласси йăлана кĕнĕ. Чăннипе, йĕркелĕх хуралçисем яланах куç умĕнче те - çавăнпа ытлашшипех лекет. Çакнашкал шухăш-кăмăла улăштарма йывăр. Хам тăрăхах хаклатăп: эпĕ те унччен полицин шалти ĕçне курма тăрăшман. Йĕркелĕх хуралçисен чылай чухне кану кунĕсем çукки, çавна пулах çемйисенче çивĕчлĕх пулма пултарни, çавнашкал ытти самант пирки шухăшламан та. Общество канашĕнче пулнă май пакунлă çынсемпе çывăхрах паллашнине кура шухăшăм улшăнчĕ. Хирĕçлеместĕп, ШĔМре çитменлĕх нумай-тăр, анчах çакна шута илмелле: пурнăç хĕстерсе çитерсен никамран та мар, чи малтан полицирен пулăшу ыйтатпăр».

Студентсем полицин нарядсен ĕçне йĕркелесе пыракан центрĕ пирки тĕлĕнсе-хавхаланса каласа пачĕç. «Шупашкарта кăна 160 ытла камера иккен - «Хăрушлăхсăр хула» программа ĕçлет. Унтан пĕтĕмпех кураççĕ! Çынсен шăнкăравĕсене йышăнакансем вара пĕтĕмпе те виççĕн çеç. Эпĕ пĕр 50 çынран кая мар пуль тесе шухăшланă. Вĕçĕмсĕр шăнкăравлаççĕ-çке - пурне те итлемелле, шута илмелле, инкек е преступлени тунă тăк унта нарядсене ямалла. Пур пĕр ĕлкĕреççĕ!» - тĕлĕннине пытармасть педуниверситет студентки Анна Егорова.

Тепĕр подразделени - экспертизăпа криминалистика центрĕ. Унта çамрăксене суя банкнотсем кăтартнă - «чăннинчен уйăраймăн та!» Кунта ĕçлекенсен майĕсем анлă - тивĕçлĕ оборудованипе пуян. Ахальтен мар ĕнтĕ Мария Платонова студентка, авă, преступлени пулнă вырăна çÿрекен криминалист чăматанне килĕштернĕ: «Маначчĕ çавăн пекки - унта тем те пур!» Павел Яковлев криминалист ĕçĕпе паллашнă. Вăл пуç купташки тăрăх çын сăн-сăпатне палăртать - унашкал специалистсем Раççейре те сайра-мĕн.

Кинологи службинче вара йытăсем тĕлĕнтернĕ. «Эпир унта овчаркăсем кăна пуль тесе шухăшланă. Апла мар иккен, ытти ăрат та пур - кокер-спаниель таранах. Взрыв хатĕрĕсене шыраççĕ, наркотике ăçта пытарнине самантрах тупма пултараççĕ», - хÿреллĕ туссен пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç каччăсемпе хĕрсем.

Экран çинче вара - студентсен çул çÿревĕн тепĕр сюжечĕ. Ÿсĕр çын ним сăлтавсăрах троллейбусăн водитель енчи кантăкне çапса ватнă. Тарасшăн - полицейски ăна вĕçертмест. Ÿсĕрскер усал сăмахсемпе ятлаçать - вĕсене «цензура» пиклетекен сасăпа хупланине кура йĕркене пăснăскерĕн калаçăвне кашни сăмах хыççăн тенĕ пек «пик!» сигнал пÿлет.

ЧПУ студенчĕсем Константин Хлебниковпа Дмитрий Елуков вара ДПС, ППС сотрудникĕсемпе кунĕпех пĕрле çÿренĕ. «Хулан пĕр урамĕнче машина хĕрарăма çапса хăварни çинчен хыпар çитрĕ. Айăпли автомобильне пăрахсах тарнă. Пĕр тăхтамасăр унта çитрĕмĕр. Пакунлă çынсем тÿрех шырав пуçарчĕç, сехет те иртмерĕ - руль умĕнче пулнă çынна тупса тытса чарчĕç», - каласа парать пĕри. Теприне вара ПАИ инспекторĕсемпе пĕрле пулнă май водительсем мар, çуран çÿрекенсем хăлăхсăрри тĕлĕнтернĕ: «Çулланнă хĕрарăм çул урлă юраман вырăнтан каçать. Инспекторсем ăна асăрхаттарчĕç те - ятлаçма та именмест: «Троллейбус çакăнта чарăнать тĕк çул урлă каçмашкăн манăн мĕншĕн лерелле утса чăрманмалла?» - тет. «Зебра» вара инçе те мар - пур пĕр утас килмест».

Çапла çав, халăх йĕркелĕх хуралçисенчен хăрама пăрахрĕ. Тепĕр тесен хăрани кирлĕ те мар-тăр, анчах хисеп - пулмаллах. Полицейски хăйĕн ĕçне обществăшăн, çыншăн тăвать-çке. Шел, нумайăшĕ çакăн пирки манать. Çавăнпах вĕсене, влаç представителĕсене, тапăннă-кÿрентернĕ тĕслĕх те нумайлансах пырать. О.Яковлев пĕлтернĕ тăрăх - Уголовлă кодексăн 317, 318, 319 статйисемпе пĕлтĕр кăна 350 яхăн уголовлă ĕç пуçарнă. Пакунлă çынсене çапаççĕ, çыртаççĕ, чикеççĕ, усал сăмахсем каласа кÿрентереççĕ - ним те мар! Куншăн явап тытма тивет. «Студентсен десанчĕ» йышши акцисем шăпах полицие, унăн ĕçне хисеплемешкĕн пулăшма тивĕç. Ку, чăннипе, пакунлисене кăна мар, чи малтанах пире, йĕркелĕх хуралçисенчен хÿтлĕх кĕтекенскерсене, кирлĕ.


Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.