Полицире ĕçлеме çăмăл мар
27 Jun, 2014 | Хыпар | Хула | Полици

Çапла çирĕплетет Куславкка районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче 30 çула яхăн тăрăшнă Людмила Летяева. Кăçал сумлă юбилейне паллă тунă ветеран ача чухнех милиционер пулма ĕмĕтленнĕ-ши?

 

«1974 çулта çемьепе Алтай тăрăхĕнчен Куславккана куçса килсен районти шалти ĕçсен пайне бухгалтер-секретарь кирлине пĕлтĕм. Тÿрех унта çул тытрăм, - калаçăва пуçларĕ Людмила Михайловна, - Малтан çак должноçра нумай çул ĕçлерĕм, каярах инспектора куçарчĕç». 30 çул хушшинче пур тытăмра та ĕçлеме тÿр килнĕ унăн: ача-пăча пÿлĕмĕнче /халĕ - çул çитменнисемпе ĕçлекен пай/, ĕçкĕçсен çуртĕнче, участковăйсен уйрăмĕнче, штабра, дознанире, финанс пайĕнче, юлашки çулсенче - пуçлăх çумĕ.

 

«Милицире ĕçлеме нихăçан та çăмăл пулман. Граждансемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле, кашни çынна шанмалла. Çав вăхăтрах çынлăх туйăмне упраса хăвармалла - çак енсем питĕ пĕлтерĕшлĕ. Службăра тăнă чухне те мана питĕ хисеплетчĕç, халĕ те пурте сывлăх сунаççĕ: ÿсĕрскер-и вăл, судпа айăпланни-и... Мĕн кăна курмарăм пулĕ çак тапхăрта. Пĕррехинче путсĕр арçынна чарма кайрăмăр, аллинче пуртă пулин те хам малтан кĕрсе кайрăм. «Хĕрарăма тивмест», - вĕçрĕ пуçра шухăш. Кайран хама ÿпкелетĕп: пуртăпа çапнă пулсан... Юрать, инкек-синкексĕр иртрĕ. Ачасемпе ĕçлеме вара тата йывăртарах. Вĕсене тĕрĕс çул çине тăратмалла-çке. Учетра тăракан кашни шăпăрлан патне çитеттĕм, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе калаçаттăм. Халĕ хăшĕ-пĕрне куратăп та савăнатăп: çемьеллĕ, мухтав турра!» - хаш сывлать ветеран.

 

Чăваш Енрен çĕр-çĕр çухрăмри Алтая еплерех лекнĕ-ха Куславкка хĕрĕ? «Мана, Шупашкарти план-экономика техникумĕнче бухгалтер дипломне алла илнĕскере, Алтай крайĕнчи Сургут хулине ĕçлеме ячĕç. Тыр-пул базине вырнаçтарчĕç. Унтах пулас мăшăрăмпа Владимирпа паллашрăм, вăл механикчĕ. Пĕрле пултарулăх çуртне юрлама-ташлама çÿреттĕмĕр, каярах çемье çавăртăмăр. Çулталăкран мана анне каялла таврăнма ыйтрĕ», - иртнине хаваспах аса илчĕ хĕрарăм.

 

Паянхи полицейскисене /чăннипе, çĕнĕ çак сăмаха халĕ те хăнăхаймасть Людмила Михайловна/ çăмăл маррине те палăртрĕ вăл: «Ĕлĕк пире питĕ хисеплетчĕç. Халĕ... Ун чухне çынсем те ырă кăмăллăччĕ, ĕçтешĕмсем те тăрăшуллăччĕ. Милици пуçлăхне Николай Федорова ялан ăшшăн аса илетĕп. Вăл мана чылай пулăшрĕ. Пирĕн коллектив питĕ туслăччĕ, уявра-и, ĕçре-и - яланах пĕрлеччĕ. Милиционерсем юрлама-ташлама питĕ ăстаччĕ. Эпир, пултарулăх ушкăнне çÿрекенсем, халăха концертпа савăнтараттăмăр, пире питĕ кăмăллăн йышăнатчĕç. Вырма вăхăтĕнче колхозниксем патне çитсе килеттĕмĕр. Хамăр та хĕрÿ ĕççире алă усса ларман».

 

Хальхи вăхăтра милици майорĕ - Куславккари полици пайĕн ветеранĕсен канашĕн председателĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - районта 90 çын, вĕсенчен 30-шĕ канаш членĕ. «Канаш пурри ветерансемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ватă çынсене йывăр лару-тăрура пулăшатпăр, тĕл пулусем йĕркелетпĕр, тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр, юбилейсемпе саламлатпăр», - терĕ Людмила Михайловна.

 

Летяевсем икĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Иккĕшĕ те амăшĕн çулĕпе кайнă, бухгалтер дипломне илнĕ. Пĕри Шупашкарта пурăнать, тепри Сургутра тĕпленнĕ. Паян кукашшĕпе кукамăшне мăнукĕсем куç тулли телей парнелеççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан Людмила Летяева пĕр тапхăр çурçĕрте пурăннă, унта пĕр предприятире тĕп бухгалтерта, автозаправка тытăмĕн директорĕнче ĕçленĕ. Паян та вĕсем ахаль лармаççĕ: теплицăра çуркуннерен пуçласа хĕл ларичченех пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, чун парса ÿстернĕ шултра помидорĕсемпе тăванĕсемпе юлташĕсене хаваспах хăналаççĕ. Хĕрарăмăн ал ĕç тумалли сахал мар, чи юратни вара - нуски-алсиш çыхасси. Арçыннăн - юсавпа строительство ĕçĕ: Летяевсем те хăйсен çуртне анлăлатма ĕмĕтленсе пурăнаççĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.