Поэт ячĕпе - чечексем
Вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторĕ Константин Иванов çуралнăранпа ĕнер 124 çул çитрĕ. Юбилей е ахаль кун çеç - ун пултарулăхне хаклакансем поэт палăкĕ патне çул тытаççĕ. Хальхинче те çаплах пулчĕ: тĕп хулари Чăваш патшалăх академи драма театрĕ умĕнче /театр та унăн ячĕпех çÿрет/ ларакан палăк умне палăртнă вăхăтра митинга пуçтарăнчĕç. Ăна ЧР Культура министерствин пай пуçлăхĕ Сергей Казаков уçрĕ, малалла Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай ертсе пычĕ. Ун сăмахĕсемпе килĕшмелле: кунта килес тесен чунра чăвашлăх хĕмленмелле. Шăпах унашкаллисем пулчĕç те палăк умĕнче.
Тĕплĕнрех - çу уйăхĕн 28-мĕшĕнчи номерте.