Поэт хĕрĕ

1925 çулта чăвашсен паллă çыравçи Никифор Ваçанкка тата Александра Никитична çемйинче кун çути курнă вăл. Çав çулсенче Атăл тăрăхĕнче выçлăх алхаснă. 20-мĕш çулсен малтанхи çурри ахальтен мар историе «симĕс сĕлĕ çулĕсем» ятпа кĕрсе юлнă. Анчах пĕчĕк Римма шăпи тата йывăртарах килнĕ. Ăна, çулталăк çеç тултарнă ачана, ашшĕ-амăшĕ ялти Мирунпа Елена çемйине парса хăварнă. Никифор Ваçанкка хăй хулара вĕреннĕ.

…Çапла пуçланнă Римма Никифоровнăн ют çемьери пурнăçĕ. Мирунпа Еленĕн ача пулман, çавăнпах пепкене савăнсах йышăнса юлнă вĕсем. Шел те, усрава илнĕ çемьере те пурнăç çулĕ та-кăр килнĕ тесе калама çук. Пилĕк çулта чухне амăшĕ суккăрланса юлнă, вуннă тултарсан ашшĕ пурнăçран уйрăлнă. Тăваттăмĕш класра вĕренекенскере питех те йывăр килнĕ. Анчах та малалла пĕлÿ илес шухăш-кăмăлĕ ытларах та ытларах çирĕпленсе çеç пынă.
Римма Никифоровна аса илнĕ тăрăх, Ураскилтре вăл çичĕ класс вĕреннĕ. Учительсенчен мухтав сăмахĕсем çеç илтнĕ. Ашшĕ пепкипе çыхăнăва пач татнă тесе калама çук: хĕр шкул хыççăн Шупаш-кара Никифор Ваçанкка патне çул тытнă, театр училищине вĕренме кĕнĕ. Ашшĕ май килнĕ таран пу-лăшма тăрăшнă — укçа-тенкĕпе те, ытти енĕпе те…
— Эпĕ педучилищĕне вĕренме кĕресшĕнччĕ, анчах экзаменсене вырăсла тытмалла. Маншăн вара çакă йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Театр училищинче экзаменсене чăвашла йышăнаççĕ. Унта вĕренме кĕтĕм, — аса илет çав вăхăта хĕрарăм.
Пĕр шухăшласан, малашлăх уçăлса пымалла пек. Анчах та хăйне ÿстернĕ, суккăрланса ларнă хĕрарăм сăнарĕ те куç умĕнчен кайман. Мĕн ачаран хăйне ырă тунине, тăван ачи пек йышăннине ăçтан манса кайăн? Халĕ ăна урăх çын пăхса пурăнни, хăй вара унран аякра пулни пăшăрхантарнă. Нумай тÿсеймен Римма — икĕ уйăхран яла таврăннă…
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсем те çамрăкăн çирĕплĕхне хытах тĕрĕсленĕ. Паллах, никам-шăн та çăмăл пулман. Риммăшăн та ку çулсем йывăрлăхсемсĕр иртмен — чи малтанах, унăн чирлĕ амăшне пăхса тăмалла. Унсăр пуçне хĕр почта ĕçне пуçăннă.
— Пĕтĕмпех пăтранса кайрĕ. Вăй питтисене çĕршыва хÿтĕлеме илсе каяççĕ. Вĕсене пирĕн, çамрăкраххисемпе ватă-вĕтĕн, ылмаштарма тивнĕ, — тет Римма Никифоровна. — Çавăн чухне почтальон ĕçне кÿлĕнтĕм. Пирĕн кил вара çывăхри ултă яла — Тукташа, Кĕçĕн Тукташа, Шĕнтреше, Тури Вылăна, Охверкăна тата Ураскилте — пĕрлештерсе тăракан хăйне май почта центрĕ пулса тăчĕ. Ытти ял почтальонĕсем пирĕн пата килсе çырусемпе хаçат-журнал илсе каятчĕç.
Почтальон ĕçĕ ман тивĕçĕн пĕр пайĕ çеç пулнă. Вăрçă вăхăчĕ хăйĕн саккунĕсене çыратчĕ. Çынсем çитменнипе колхоз ĕçне те ĕлкĕрмеллеччĕ. Арçынсем — вăрçăра. Хуçалăхри пĕтĕм ĕç-пуç хĕрарăмсемпе ачасем çине тиенетчĕ. Çавăнпа та «кунĕн-çĕрĕн вăй хунă» тени пĕртте ÿстерсе калани мар, — шухăшлăн аса илет Римма Никифоровна. — Никам та айккинче тăрса юлман. «Пĕтĕмпех фронт валли, пĕтĕмпех çĕнтерÿ валли» тени пуш сăмах пулман.
Римма фермăра пăрусем пăхнă, унтан ăна доярка ĕçне шанса панă. Пур çĕре те ĕлкĕрнĕ çамрăк.
Кĕтнĕ Çĕнтерÿ… Яла салтаксем таврăнма пуçланă. Римма пурнăçĕнче те улшăнусем пулса иртеççĕ. Вăл вăрçăран таврăннă салтакпа Петр Лукинпа çемье çавăрать. Тату пурăнаççĕ çамрăксем, колхозра вăй хураççĕ. Йыш та хушăнать. Тăватă ывăлпа тăватă хĕр пăхса ÿстереççĕ вĕсем, пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ.
Вăрçă çулĕсенче ырми-канми вăй хунăшăн Римма Никифоровнăна тата ялти икĕ хĕрарăма Ураскилт салинче чи малтисен шутĕнче «1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе чысланă. Унăн ытти награда та чылай. Çав шутра «Ĕç ветеранĕ» медаль, III тата II степень «Амăшĕн мухтавĕ» медальсем…
— Шухăшлатăп та, пурнăçра мана хăйĕн хĕрĕ пек пăхса ÿстернĕ анне те, Турăпа пирĕштисем те пу-лăшса пыраççĕ пулĕ, — тет халĕ Римма Никифоровна. — Хам ĕмĕрте пушартан, вилĕмрен темиçе хут та тăрса юлтăм. Халĕ те вăй-хал пур, хам урапах çÿретĕп. Ачасем те сив сăмах каламаççĕ. Çу кунĕ-сенче эпĕ тăван ялта, тăван килте хĕрĕмпе Вальăпа пурăнатăп, хĕлле вара ачасем хăйсем патне хулана илсе килеççĕ.
— Ĕмĕрĕпех ялта пурăннă çынна хулара тунсăх пусмасть-и? — кăсăклантăм эпĕ.
— Ăçта унта тунсăхлама? — куларах хуравларĕ вăл. Малалла вулас...

www.hypar.ru

В.САРИЛОВ. П.Король сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.