Подстанци те çук, укçа та

13 Чÿк, 2014

ЧР прокурорĕн пĕрремĕш çумĕ Виталий Щетинкин 39 çулти Сергей Баталыгин тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ. Ăна уйрăмах пысăк виçепе улталанăшăн айăплаççĕ.

Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн Баталыгин Шупашкарти «Инженери центрĕ» НПП» ООО директорĕ пулнă май «Сорочинскри çу экстракчĕн завочĕ» ООО ертÿçисене улталанă. Оренбург облаçĕнчи çав предприяти валли электроподстанци тата электролини тăватпăр тесе Инженери центрĕн шучĕ çине куçарнă 110 млн яхăн тенке вăрланă.

Следстви вăхăтĕнче тулли мар яваплă юлташлăхăн 120 млн ытла тенкĕлĕх пурлăхне арестленĕ. Республика прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - уголовлă ĕçе Шупашкарти Ленин районĕн судне тишкерме ярса панă ĕнтĕ. Баталыгин вунă çуллăха ирĕклĕхсĕр юлма, ăна 1 млн таран тенкĕлĕх штрафлама пултараççĕ.

Н.КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.