Подрядчиксем тивĕçлĕ ĕçлеменни шар кăтартать

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

2010 çулта Чăваш Ен правительстви 200 яхăн объекта çутăпа тивĕçтерме килĕшÿ çырнă. Çак программăн пысăк пайне пурнăçланă ĕнтĕ. Анчах та йывăрлăхсем те пур, хăш-пĕр яла паян кунччен те электричество çитмен. Куншăн кам айăплă, тата лару-тăрăва йĕркене кĕртес тесен мĕн тумалла?