Почта маркине çырава халалланă

8 Утă, 2016

Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн иккĕмĕш çыравĕ пуçланнă ятпа «Паянхи Раççей» МИА лапамĕнче утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче ирттернĕ пресс-конференцире почтăн «Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравĕ» художество маркипе усă курма тытăнасси пирки чаплă лару-тăрура пĕлтернĕ.

Церемоние Федерацин патшалăх статистика службин ертÿçи Александр Суринов, Федераци çыхăну агентствин пуçлăхĕ Олег Духовницкий тата РФ ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Елена Астраханцева хутшăннă.

Александр Суринов РФ Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствипе Федераци çыхăну агентствине çырав ячĕпе кăларнă почта маркишĕн тав тунă. «Çыравсен ячĕ-сумĕ чылай çĕршывра пысăк мар. Ун ячĕпе марка кăларнă тĕслĕх пур паллах, анчах – сайра-хутра. Пирĕн обществăра ял хуçалăх çыравне тивĕçлипе хакланине шăпах çак пулăм çирĕплетет те», — палăртнă Росстат пуçлăхĕ.

Елена Астраханцева шухăшĕпе — марка кăларни çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприятие сăнламалли интереслĕ мелсенчен пĕри пулса тăрать.

«Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравĕ — Раççей Ял хуçалăх министерствишĕн тата агропромышленноçăн пĕтĕм комплексĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти. Юлашки çулсенче ял хуçалăхĕ рентабельлĕхпе савăнтарать, агропромышленноç комплексĕ аталанать. Çырав пулăшнипе эпир татах çĕнелсе улшăнасса шанатпăр», — палăртнă Елена Астраханцева.

Олег Духовницкий шухăшĕпе — çырав ялта пурăнакан, аграри секторĕнче вăй хуракан çынсене, фермерсене, садпа дача пĕрлĕхĕсене хутшăнакансене тата ыттисене витĕм кÿрет. Çĕршывра 40 пин ытла çыруçă асăннă мероприяти вăхăтĕнче информаци пухма хутшăнать. Вĕсем хăйсен тивĕçне пурнăçланă тапхăрта «Россвязь» «Ростелеком» ПАОпа пĕрле «Цифрăллă танмарлăха пĕтересси» программăпа килĕшÿллĕн Интернет уçлăхĕпе усă курма май туса панă 2,5 пин ял-хула çумĕпе иртеççех е кĕрсе тухаççех.

Почта маркинче Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравĕн эмблеми сăнланнă. Унăн тиражĕ — 297000 экземпляр, номиналĕ — 20 тенкĕ. Вĕсене почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсене илсе çитернĕ, апла тăк корреспонденцисем янă чухне усă курма пулать.

В.ИЛЬИНА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.