Пленэр умĕн

3 Утă, 2014

Патăрьел районĕнчи Турхан ялне В.И.Сурков ячĕллĕ Мускав патшалăх ÿнер институчĕн Хусанти филиалĕн студенчĕсем килсе çитнĕ.

Сăрă ăстисене вăтам шкул директорĕ Владимир Иванов, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Валентин Сергеев тата ачасем ăшшăн кĕтсе илнĕ. Çывăх кунсенче паллă художникăн Алексей Кокелĕн тăван ялĕнче Пĕтĕм тĕнчери пленэр ĕçлеме пуçлĕ. Пĕлтерĕшлĕ те пысăк мероприяти умĕн живопиçпе графика факультечĕн аслă преподавателĕ Сергей Царев ертсе пыракан ушкăн Патăрьелсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕ. Картинăсенче вĕсем Чăваш Енĕн куçа тыткăнлакан илемлĕ тавралăхне, Патăрьел тăрăхĕн паллă вырăнĕсемпе çыннисене сăнлĕç. Палăртмалла: çамрăк ÿнерçĕсенчен чылайăшĕ Раççей тава тивĕçлĕ художникăн, Тутар Республикин тава тивĕçлĕ деятелĕн, Турханти пленэра темиçе хут хутшăннă Зуфар Гимаевăн вĕренекенĕсем. Вĕсен ĕçĕсемпе утă уйăхĕн 5-мĕшĕчченех паллашма пулать.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.