Питĕр хули - ачасен куçĕпе

23 Авăн, 2014

Шупашкарти "Асамат кĕперĕ" центрта "Ачасен пултарулăхĕнчи Питĕр" курав ĕçлет. Ку проект Вырăс музейĕн Раççей музей педагогикин тата ачасен пултарулăхĕн центрĕ Санкт-Петербург хулин 300 çулхи юбилейне халалласа хатĕрленĕскер.

Конкурса çĕр-шыври чылай хулапа облаç, Беларуç, Франци, Шотланди, Чехи, Англи, Китай ачисем 2,5 пине яхăн ĕç тăратнă. Выставкăпа Питĕрте, Атланта хулинче /АПШ/, Эрĕнпур облаçĕн ÿнер искусствин музейĕнче, Тутарстанри ÿнер искусствин патшалăх музейĕнче паллаштарнă. Халĕ ăна Чăваш Ен çыннисем те курма пултараççĕ.

Çамрăк художниксен /вĕсен шутĕнче Питĕре лайăх пĕлекенсем, унпа кĕнекесемпе фильмсем, аслисен калавĕсем тăрăх паллашнисем/ ĕçĕсем юхан шывсемпе каналсенчен, кĕперсенчен пуян хула çинчен каласа кăтартаççĕ. Куравра хула историйĕн тĕрлĕ тапхăрĕ - ăна никĕсленĕ самантран пуçласа паян кунчченхи - куç умне тухса тăрать.

Ачасем хăйсен ÿкерчĕкĕсенче Петропавловск крепоçне, Сенат лапамне, Çуллахи сада, Нева çыранĕсене, Раççей императорĕсен хулари тата ун тулашĕнчи çурчĕсене, тĕнчипе палăрнă Михаил Ломоносова, Александр Пушкина, Питĕрте авал пурăннă тата хальхи вăхăтра тĕпленнĕ ахаль çынсене сăнланă. Çамрăк художниксем Петербургри паллă пулăмсене те, тĕслĕхрен, III Александр палăкне уçнине, тăрăшса ÿкернĕ. Ленинград блокади - уйрăм пай. Пĕчĕкскерсем синкер çав кунсене хăйсем курман пулин те блокадăна лекнĕ тантăшĕсен йывăрлăхĕсене чунпа-чĕрепе туйса илнĕ.

Экспозицие Петербург 300 çул тултарнă тĕле хатĕрленĕ ĕçсем, 1950-1960 çулсен вĕçĕнче тунă ÿкерчĕксем, 2008 çулта Вырăс музейĕн 110 çулхи юбилейне халалланă курава тăратнă ĕçсем кĕнĕ. Раççейĕн тĕрлĕ хулинче пурăнакан ачасен ÿкерчĕкĕсенче авалхи хула тĕрлĕ енлĕн тухса тăрать, вĕсен шухăшлавĕ вĕçĕ-хĕррисĕр пулнине çирĕплетет.

И.СЕРГЕЕВА

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.