"Писатель" професси пулма пăрахнă...

6 Нарăс, 2016

Писатель - самана кÿнтеленĕ. Пурнăç улшăнăвне, халăх кăмăлне пуринчен малтан сиссе, туйса тăраканĕ. Анчах иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнчи улшăнусем, Совет Союзĕ арканнă хыççăнхи тапхăр, çыравçă ĕçне-хĕлне йăлтах тепĕр майлă çавăрса хучĕç.

Паян писатель ĕçĕпе кăна пурăнакан çын пур-и? Ун тĕлĕшĕпе профессионал тесе каласси çакскерсене пĕрлештерсе тăракан союз ятĕнче çеç юлнă ахăр. Сăмах май, чĕрĕк ĕмĕр каялла профессисен реестрĕнчен писатель профессине кăларса пăрахнă.

Кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕн отчетпа суйлав сCезчĕ иртрĕ. Ун ĕçне ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов хутшăнчĕç.

Николай Угаслов писательсене пĕр-пĕрне ăнланса, ырă сунса, малалла та халăх ячĕпе пысăк ĕçсем тума сунчĕ. Туслăхра, пĕрлĕхре вăй пулнине тепĕр хут аса илтерчĕ.

Союза 2010-2015 çулсенче ертсе пынă Сергей Павлов пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Сергей Павлов шухăшĕпе, ертсе пыракан организацин юлашки пилĕк çул хушшинчи тĕп тĕллевĕ союза сыхласа хăварасси пулнă. Вăл çавăн пекех союз ĕçĕнчи тĕрлĕ самант пирки чарăнса тăчĕ.

Финанспа хуçалăх ĕçĕсем çинчен с?ездра союзăн иртнĕ тапхăрти ревизи комиссийĕн председателĕ Лидия Филиппова пĕлтернине итлерĕç.

Литература çулталăкне «чун инженерĕсем» пысăк хавхаланупа кĕнĕччĕ. ЧР Культура министерстви ячĕпе çыру хыççăн çыру янă. Вĕсенче тĕрлĕ ыйту хускатнă: ЧР Правительствин К.Иванов ячĕллĕ премине йĕркелессине, Чăваш халăх писателĕсен Хветĕр Уярпа Георгий Красновăн Асăну хăмисене уçассине, литература критики енĕпе ĕçлес тата куçару тĕлĕшпе грантсем çирĕплетессине... Шел те, лав вырăнтан тапранайман.

Союз председателĕн тата ревизи комиссийĕн ертÿçин сăмахĕсене сÿтсе явма 16 çын хутшăнчĕ.

ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Константин ЯКОВЛЕВ хăйĕн сăмахĕнче çапла палăртрĕ:

- Сирте - пысăк вăй. Хăвăрăн ĕçĕре кăтартма пĕлмелле, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлемелле. Писательсем хăйсен произведенийĕсемпе халăхăн культура шайне ÿстерме, çĕклеме пулăшаççĕ. Апла, эпир пĕр ĕçех пурнăçлатпăр. Çавăнпа сире пулăшма хатĕр. Сăмахран, ушкăнпа инçе çула тухма транспортпа тивĕçтерме хатĕр. Пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртме грантсем уйăрса пама майсем пур.

Ман шухăшăмпа, республикăри сумлă, паллă çынсен музейне уçма та вăхăт çитнĕ. Вĕсен портречĕсене ÿнер училищин студенчĕсем, художниксем ÿкермешкĕн хирĕç пулас çук.

ЧР Профессионал писательсен союзĕн уставне улшăнусем кĕртнĕ. Унпа килĕшÿллĕн союзăн председательне малтанхи пек пилĕк çула мар, виçĕ çула суйларĕç. Пĕрлĕх членĕсенчен хăшĕ-пĕри «тилхепене» Сергей Павловрах хăварма сĕнчĕ. Теприсем тÿрĕ чунлă, йĕркелÿ ĕçĕнче палăрнă Геннадий Максимов ятне асăнчĕç. Виççĕмĕшĕсем Валери Туркая шаннине палăртрĕç. Марина Карягинăн кандидатурине сĕнекенсем те пулчĕç, анчах та тележурналистка хăйĕн ятне чĕртерчĕ.

Вăрттăн сасăлавпа пирĕн ĕçтеш - «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕн пĕрремĕш çумĕ Геннадий Максимов - çĕнтерчĕ.

Союзăн правлени йышне Светлана Гордеевăна, Елена Светлаяна, Елен Нарпие, Марина Карягинăна, Юрий Артемьева, Василий Пушкина, Сергей Павлова тата Анатолий Кибече суйларĕç.

 

Надежда СМИРНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.