Пирвайхи юратуран çуралнă çемье
Кĕрхи кунсем...…Çанталăк кунĕпех ăмăр, пĕлĕт пĕр чарăнми «макăрать». Катя та çак çанталăкпа пĕрле тунсăхларĕ, салху кăмăлне пĕрле пайларĕ. Юратнă мăшăрĕпе пĕчĕк хĕр пĕрчийĕ асламăшĕ патне яла кайнă. Хăй пĕрле кайманшăн ÿкĕнчĕ.
Ним тума аптранипе шкулта вĕреннĕ чухне ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕксен альбомне уçкаларĕ. Унта вара вăл - пирвайхи юрату. Çав тери савăнăçлă, пичĕ çинче йăл кулă çиçет, кăвак куçĕсем хăйĕн патне илĕртеççĕ. Пĕрремĕш юрату çав тери черчен, çĕпĕç, таса, илемлĕ, асамлă, нихăçан манăçми туйăм. Кашнин чунĕнче тарăн йĕр хăвараканскер. Çавăнпах-тăр Катя шухăшсен авăрне лекрĕ.
...Акă вĕсем Тольăпа иккĕшĕ те çап-çамрăк, пĕр класра вĕренеççĕ. Ун чухне вĕсем утса мар, вĕçсе çÿреме хатĕр пулнă. Куçсем телейпе çиçеççĕ, çав телей пайăркисене таврана та сапалатчĕç çамрăк чунсем. Пурне те хăйĕн туйăмĕсем çинчен пĕлтерес килет пикен. Тĕрĕссипе, юрату туйăмĕпе хĕмленекенĕн пичĕ çинче пĕтĕмпех «çырнă». Пур ĕçе пурнăçлама та вăй-хал кĕнĕ, чĕри сиксе тухасла хыттăн тапни те асрах. Маттур та хастар каччă чылай хĕр чĕрине çунтарма пултарнă, анчах Катя уншăн пĕтĕм пурнăç пулса тăнă. Чĕлхи пыл та çу, пур калаçăва та хутшăнма, кашнинпе мĕн çинчен пуплемеллине пĕлнĕ каччă. Шÿтлеме те çав тери ăста, унпа нихăçан та тунсăх пулман. Вĕренÿре вăйлах мар пулсан та, учительсене те тыткăнлама пултарнă. Уроксем вĕçленсен киле ăсатни, пĕрле ытларах пулас тесе кĕске çул çинчен пăрăнса ял хĕррипе алла-аллăн тытăнса утни те хĕрарăмăн куçĕ умĕнчех. Темиçе çухрăмра пурăнакан яш кашни кун вăрăм дистанцие парăнтарнă. Савнийĕпе тĕл пулма васканă... Савăнăçлă е йывăр самантсенче юнашар пулни, пĕр-пĕриншĕн тем тума та хатĕрри çамрăксене тата ытларах çывăхлатнă. Юратнă хĕрĕ валли ют пахчана чечек кĕрсе татни халĕ кулăш пек. Ун чухне вара кун пирки шкул директорĕ пĕлсен самай намăслантарчĕ-ха. Кайран Толя чечек хуçипе çуллахи каникулта ĕçлесе илнĕ укçине парса татăлчĕ. Кÿлĕ хĕрринчи каска çине «ТоляÇКатя» тесе çырни халĕ те упранса юлнă тенине пĕрре кăна мар илтнĕ Катя тăван яла кайсан.
...Телефон сасси хĕрарăма паянхи пурнăçа тавăрчĕ. Пĕр хушă вăл стена çинче çакăнса тăракан сăн ÿкерчĕк çине тинкерчĕ. Унта - янкăр тÿпе пек кăн-кăвак куçлă, сăнĕпе кăштах ылмашнă юратнă мăшăрĕ Толя. Çамрăк чухне яланах юнашар пулма ĕмĕтленнĕскерсем вунă çула яхăн пĕр çулпа хăйсен тĕпренчĕкне çавăтса утаççĕ ĕнтĕ. Пирвайхи юратуран çапла телейлĕ те тĕреклĕ çемье çуралма пултарни чăн телей.
Кристина Александрова.
Комментари хушас