Пирус туртни - сывлăха сиенлетни

5 Çĕртме, 2015

Пĕтĕм тĕнчере пирус туртассине хирĕç кĕрешмелли куна çынсене сывлăхшăн сиенлĕ амака хирĕç тăма хăнăхтарас тĕллевпе паллă тăваççĕ. Раççейре тата Чăваш Енре хальхи вăхăтра лару-тăру еплерех? Пирус тĕтĕмĕ чăнахах та организмшăн питĕ сиенлĕ-и? Çак тата ытти ыйту тавра Елена Егоровăпа, Республикăри профилактика, сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрĕн пуçлăхĕпе, калаçу пуçартăмăр.

- Юлашки çулсенче Раççей табак туртакансен йышĕпе тĕнчере малти вырăнта, çул çитменнисен хушшинче сиенлĕ çак йăла сарăлнипе - пĕрремĕш вырăнта. Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци кăтартăвĕсем тăрăх - Раççейре пирус туртнă сăлтавпа 300 пин ытла çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать. Статистика кăтартăвĕсем çапла çирĕплетеççĕ: пирĕн çĕршывра пурăнакансен хушшинче пирус туртнин сиенĕпе сăлтавланнă вилĕмсем куллен 700 таран пулаççĕ.

Çапах та çĕршывра та, пирĕн республикăра та тĕтĕм-чĕлĕм чирĕпе кĕрешнин ырă кăтартăвĕ пурах. Сăмахран, çĕршывра, республикăра табак туртакансен йышĕ чакнă. 2014 çулта ирттернĕ ыйтăм тăрăх - Чăваш Енре çитĕннĕ çынсен 22,1 проценчĕ сиенлĕ çак йăлапа туслă. 2011 çулта ирттернĕ анкета кăтартăвĕсем вара пирус туртакансен йышĕ 27,3 процент пулнине çирĕплетнĕ. Çул çитмен çамрăксен хушшинче те юлашки çулсенче сиенлĕ тĕтĕмпе наркăмăшланакансем сахалланнă. Арçын ачасенчен халĕ - 23,3 /2007 çулта - 52,2 прцент пулнă/, хĕрачасенчен - 9,4 /2007 çулта - 25,3 процент пулнă/ проценчĕ пирус туртать.

- Хальхи вăхăтра правительство пирĕн граждансем никотина пăхăнассинчен хăтăлччăр тесе тĕрлĕ мера йышăннин усси пур-и?

- Паллах. Пурăна-киле сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан ăру çитĕнтерес тесен тата çине тăрарах кĕрешмелле сиенлĕ çак йăлана хирĕç.

- Мĕнпе сиенлĕ-ха табак туртни?

- Чăн та, сиен çинчен пурте пĕлеççĕ, анчах туртакан кашни çын никотин тĕтĕмĕпе çыхăннă вăл е ку чир хăйне пырса тивмессе шанать. Çын организмĕн кирек хăш органне те сиенлĕ витĕм кÿрет çав сигарет. Тĕп «мишень» вара - ÿпке, сывлав çулĕсем. Пирус туртакан çыншăн чĕре чирĕсем аталанас хăрушлăх та пысăк. Чĕре тĕртĕмĕ кислород çителĕклĕ пыманнипе хавшать те - вăхăт иртнĕçемĕн çакă миокард инфаркчĕ патне çитерме пултарать. Инсульт çапса ÿкерессине те витĕм кÿрет пирус сиенĕ: пуç мимин юн тымарĕсем юн çаврăнăшĕ пăсăлнăран вараланаççĕ.

Пирус туртакан çын уксахлама, ура ыратни, хăвăрт ывăнни пирки евитлеме пултарать. Çакă урасен артерийĕсем пăсăлнине пĕлтерет. Пирус туртаканăн çакнашкал чирĕ ытларах арçынсен хушшинче тĕл пулать.

Табак тăтăш туртакансен гастрит, хырăмлăхпа 12 пумăклă пыршă чирĕсем пуçланас хăрушлăх та пур. Никотин тĕтĕмĕпе киленекенсен ар органĕсем сиенленме пултараççĕ. Арлă-арăмлă пурнăç тапхăрĕ кĕскелес, хĕсĕрлĕх хăрушлăхĕ пур.

Пирус туртассинчен хăпайманнисем сиен кÿмен пирус пурри-çукки çинчен кăсăкланаççĕ. Ун пекки хальлĕхе çук. Чăн та, хăшпĕр сигаретра сиенлĕ япаласем сахалрах. Анчах практика çакна кăтартса парать: «çăмăлрах» сигарета туртакансем ăна кун каçа ытларах мăкăрлантараççĕ. Эппин, никотин шайĕ чакмасть.

- Çын хăй тĕллĕн пирус туртма пăрахаять-и, е çапах та специалист пулăшăвĕ кирлех?

- Паллах, пултарать. Çакнашкал тĕслĕх чылай. Хăйсем тĕллĕн илĕртмĕш тĕтĕмрен ниепле те хăтăлаймасан медицинăн квалификациллĕ пулăшăвĕпе усă курма май пур.

Сиенлĕ йăларан хăтăлни çынна хăйне ытларах хаклама хĕтĕртет. Çăмăллăн сывлама пуçланă çыннăн сывлăхĕ те лайăхланать. Çемьери çын туртма пăрахни ыттисемшĕн те усăллă: тĕтĕм витĕмĕ вĕсене те витернĕ вĕт. Çавăнпа та çын хăйне ернĕ усала çĕнтерчĕ пулсан вăл пархатарлă ĕç тунипе тан.

Анна КУПРИЯНОВА

ыйтса пĕлнĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.