Пирус тĕтĕмĕ хакла ларĕ, кафере кăна мар, чарăнура та...

23 Ака, 2014

"Граждансен сывлăхне табак тĕтĕмĕн тата ăна туртнин юлашкийĕсен витĕмĕнчен сыхласси çинчен" саккун йышăнни - Раççейĕн цивилизациллĕ те сывă пуласлăхĕшĕн тунă пысăк утăм. Тĕрĕссипе йытă çимен апата çăвара хыпакансем тĕлĕшпе лару-тăру ырă еннелле улшăнни сисĕнет ĕнтĕ. Çак ыйтăва влаç органĕсем те, общественноç та тивĕçлипе хаклать. Ĕç вырăнĕнче, бюджет организацийĕсен, апатшалăх тата муниципалитет влаçĕсен органĕсен пÿлĕмĕсенче туракансене кураймăн ĕнтĕ.

Çавăнпа пĕрлех пирус мăкăрлантарнине хирĕçлесе федераци саккунĕнче палăртнă мерăсем хальлĕхе хăйсен эффективлăхне кăтартма ĕлкĕреймерĕç-ха.

Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаçатăн ака уйăхĕн 24-мĕшĕнчи номерĕнче.

Валентина СМИРНОВА.

Рубрика: