Пирĕн яланах малта пулмалла!
Елчĕк районĕнчи Елчĕк пуçламăш шкулĕнче 4-мĕш «б» класра вĕренекен Денис Ивановпа Давид Крысов чун киленĕçне ирĕклĕ кĕрешÿре тупнă.
Хамăра мĕн ытларах илĕртнине эпир тÿрех пĕлейместпĕр-çке: унта та, кунта та çитсе курмалла… Çапла Давида та амăшĕ малтанах музыка шкулне янă. Арçын ача чăннипех те хитре юрлать. Ача пахчине çÿренĕ вăхăтра воспитательсем унра пулас чаплă юрăçа курнă. Анчах та шăпăрланăн чунĕ пачах та урăх енне туртнă иккен. Вара ашшĕ ăна «Улăп» физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекса илсе кайнă, унта арçын ача ирĕклĕ кĕрешÿ секцине çÿреме тытăннă. Акă иккен вăл, чун туртни!
Денис вара малтанах ташă кружокĕнче пултарулăхне туптанă. Шпагат ларма çавăнтах вĕреннĕ. Унтан ишме çÿренĕ. Кĕрешÿ секцине лексен вара хăйне мĕн кирлине тинех ăнланнă. Пĕрремĕш класра чухне Денис пĕрремĕш медальне çĕнсе илнĕ.
— Республика ăмăртăвĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнсан савăннипе йĕрсех ятăм, — аса илет арçын ача. — Малашне тата пысăкрах çитĕнÿ тума хавхалантăм.
Давид та çав ăмăртăва хутшăннă, виççĕмĕш вырăн йышăннă. Ун чухне вăл ăмăртусенче тăтăшах виççĕмĕш вырăна тухнă иккен. Кайран кăтартăвĕсем ÿссе пынă, майĕпен вăл иккĕ-мĕшне, унтан пĕрремĕшне тивĕçме пуçланă.
Арçын ачасен ăмсанас йăла çук, харпăр хăйĕн çĕнтерĕвĕшĕн кăна тăрăшмаççĕ вĕсем, ăмăртусенче пĕр-пĕрне хавхалантараççĕ. Çавăнпах пулĕ малти вырăнсене те пĕрле пайлаççĕ. Пĕртăван Лапшинсен ячĕпе ирттернĕ кĕрешÿре Давид виççĕмĕш, Денис пĕрремĕш вырăнсене йышăнса укçан преми те тивĕçнĕ, унпа ашшĕ-амăшне спорт хатĕрĕ туянтарнă.
— Эпир питĕ хаваслă пурăнатпăр. Кĕнекесем хушшинче кăна лармастпăр, спорт ăмăртăвĕсене час-часах тухса çÿретпĕр, — савăнаççĕ юлташсем. — Класс ертÿçи Ольга Васильевна Кузьмина пире яланах ăнланать, çитĕнÿсемшĕн мухтать. Эпир ăна юрататпăр. Сергей Всеволодович тренер та хавхалантарсах тăрать. Çавăнпа та пирĕн яланах малта пулма тăрăшмалла!
Пурнăç çул-йĕрĕ малашне мĕнле килессине пирĕнтен никам та çирĕппĕн калаймасть. Çапах та шухăш-тĕллев пурри çунат хушать.
— Мĕнле професси илессине пĕлместĕп, анчах спорта нихăçан та пăрахмăп, ватăлсан та унпа туслă пулăп, — терĕ Денис пĕр кулмасăр, тĕплĕн шухăшласа. Давид та унпа килĕшрĕ.
Лариса ПЕТРОВА.
Комментари хушас