Пирĕн телейшĕн тăрăшакансем - педагогсем

5 Нарăс, 2015

Шупашкарти 40-мĕш шкулăн 5-мĕш кадет класĕнче вĕренекен Диана Мадерова, Виктория Павленко тата Даша Кудякова - вĕренÿ отличникĕсем. Пур çĕрте те хастарлăхĕпе палăраканскерсене пĕрле вĕренекенсемпе педагогсем те хисеплеççĕ.

- Шкулта чуна савăнтараканни нумай çав. Учитель урок ыйтнине каласа пани, «пиллĕк» е «тăваттă» паллă илни те чун уявĕ мар-и? Эпир пур предметпа та аван вĕренетпĕр, çавăнпа учителĕн кашни сăмахне ăша хыватпăр. Çитменнине эпир кадет класĕнче. Пирĕн тĕп тĕллев - çĕршыва юрăхлă çын пуласси, йывăр вăхăтра тус-юлташа пулăшасси, атте-аннешĕн яланлăхах тĕрев пуласси, - терĕ Даша Кудякова хастаррăн.

- Эпир туслă. Пÿлĕме класс ертÿçи яланах йăл кулăпа кĕрет. Кун пек чухне туслăх тата та çирĕпрех пулнăн туйăнать. Пирĕн-шĕн пин-пин утăм тума хавхалантараканĕ те педагогах. Пирĕн телейшĕн тăрăшаканĕ те вĕрентекенех. Ытти учительсем те лайăх пĕлÿ панисĕр пуçне чĕресене илем кÿме, ырă кăмăл парнелеме пултараççĕ. Кулă - çыннăн чи хаклă парни. Йăл кулсан, пĕр-пĕрне ытларах ĕненетĕн, шанатăн. Юрăри пек каласан, туслăх йăл кулăран пуçланать те, - калаçăва кăмăлтан хутшăнать мал ĕмĕтлĕ Виктория Павленко.

- Çĕр çинче тĕрлĕ професси пур. Вĕсенчен хăвна килĕшекеннине тупма çăмăлах. Лайăх вĕренсе çеç пымалла. Мана мĕн пĕчĕкренех çар тумĕ питĕ килĕшетчĕ. Салтакран таврăннă пиччесем урампа утнине ăмсанса пăхаттăм. Акă халĕ хам та кадет. Вĕренме питĕ килĕшет. Шкулта Тăван çĕршыв ывăлĕсене халалланă музей пур пирĕн. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи паттăрсен тумтирĕсем, çавăн пекех çырăвĕсемпе сăнÿкерчĕкĕсем те вырăн тупнă унта. Экскурсие пырса куракан хастар салтак шăписемпе паллашма та, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки вуласа пĕлме те пултарать. Тепĕр чух ветерансем те тĕлпулăва çитеççĕ. Вĕсем иртнине, вăрçă вăхăтне аса илнĕ самантра чун хĕсĕнсе ыратать. Тем те курнă, тем те тÿснĕ-çке паттăрсем! Çав вăхăтра вара хăвăртрах ÿссе пысăк çын пулас кăмăл çуралать. Пирĕн те хăвăртрах кама та пулин ырă ĕç туса пулăшас килет, - тет Диана Мадерова.

Эрнере çичĕ кун. Çичĕ тăванах ĕнтĕ. Тунтикун, ытларикун, юнкун... Çĕр тĕттĕмĕ сирĕлет те, çутă кун пуçланать. Ĕнер те, виçĕмкун та, паян та çаплах... Кашни килен кун кашни çынна мĕн те пулин ырри парнелет. Çапла сисĕнмесĕр кунсем, çулсем иртĕç те паянхи кадетсем çĕршыва юрăхлă çынсем пулса тăрĕç.

Элиза ВАЛАНС.

Шупашкар.

АВТОР сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.