Пирĕн тăрăхри çăварни уявĕ
Эпĕ Тăвай районне кĕрекен Тенеялĕнче çуралнă. Ял Тутар Республикин чиккинче вырнаçнă. Улăхра Эль, Вăта юхан шывĕсем шăнкăртатаççĕ. Пĕр тĕлте пĕрлешеççĕ те Кĕтнене çул тытаççĕ. Эпир мĕн пĕчĕкрен Вăтапа Эль тĕл пулнă вырăна Пĕчĕк Кĕтне тесе ÿснĕ. Унта йĕри-тавра вырăс ялĕсем, Мучар, Кĕрше, Тиренч, Сосновка, Мăрат... Улăхран сăрталла хăпарсан тăван ялпа юнашар виçĕ çухрăмра Тушкил ялĕ тăсăлса выртать. Юнашарах - Вăрмар районне кĕрекен Шăхаль. Ку ялсем пысăк. Шăхаль Шарпаш хĕрринче вырнаçнă, пĕр пуçĕнчен тепĕр вĕçне утса тухма тăватă çухрăм. Сăхăтпуçĕнчен юхса килекен Сăхăт шывĕ хĕрринчи Тушкил ялĕ те пĕчĕк мар.
Сăхăтпа Шарпаш Кĕтне патнелле юхаççĕ, пĕрлешеççĕ те шăкăлтатса аслă аппăшне хăйсем çитни çинчен пĕлтереççĕ. Çакăн пек илемлĕ çут çанталăк, тавралăх ку тăрăхра. Ĕçлесе ывăннă хыççăн уявсене те хаваспах ирттереççĕ кунти чăвашсем.
Чăваш çынни мĕн авалтан тар юхтарсах ĕçлет. Ахальтен мар ĕнтĕ пушкăртсем хастар çынна чăваш пек ĕçлет теççĕ. Уявĕсем вара... Тĕнче савăнса тăрать. Тушкил - пасарлă ял. Çуллахи кун ярмăркка виçшер куна пырать. Каруççель çаврăнать.
Халĕ сăмахăмăр тин кăна иртсе кайнă çăварни çинчен пулĕ. Çăварни вырсарни куна лекет. Ăна пирĕн енче Шăхаль çăварнийĕ теççĕ. Шăхаль ялне тăвансем патне хыçлă çунасемпе хăнана кайнă. Кĕçнерни кун чăн çăварни çитет. Ку вара пирĕншĕн Тушкил çăварни шутланать. Тушкил икĕ ялтан тăрать, Турикас тата Анаткас. Вырăсла - Шимкусы /Турикас/, Ямбулатово /Анаткас/. Иккĕшĕ пĕр ял - Тушкил. Çăварнине те Тушкилсем вăйлă ирттереççĕ. Урамра пĕлĕмпе хăналаççĕ. Пирĕн патра икерчĕне пĕлĕм теççĕ. Ĕлĕк шăнкăрав çакса, юрласа катаччи чупнă. Кĕçнерни хыççăн - вырсарни кун. Çăварнине ăсатмалли кун. Пирĕн ялшăн, Тенеялĕшĕн ĕнтĕ, ку уйрăмах паллă. Катаччи чупнисĕр пуçне хĕрсемпе каччăсем килтен киле кĕрсе хăналанса тухаççĕ. Урам тăрăх карталанса юрласа пĕр килтен тепĕр киле кĕреççĕ. Ку вăл ларма хĕрсене ăсатни пулнă. Кÿршĕ ялсенчи хĕрсемпе каччăсем те хăнана, çăварнине килнĕ. Хĕлĕпе ялта ларма хĕрсем пулнă. Çăм арланă, нуски-чăлха çыхнă. Качча каякан хĕрĕн çÿпçипе арчи пир-авăрта тапса тăмалла. Çăварни çитсен ларма кайма пăрахнă. Кун вăрăмланнă, пÿрте лармара хатĕрленĕ çипсенчен пир тĕртме стан кĕртнĕ. Çавăнпа ĕнтĕ çăварнине ларма хĕрсемпе тепĕр çулччен сыв пуллашнă. Çав кун урамра купăс сасси аякка кайса саланнă. Купăсçă нумай, хитре тумлă хĕрсем юрă шăрантарнă. Ку пирĕн ялăн ырă йăли пулнă.
Çăварни тесен ман асăмра Сакам чăвашĕсем патĕнче пулни асран тухмасть. Удмурт тăрăхне куçса кайнă чăвашсене Сакам чăвашĕсем теççĕ. Кама шывĕ инçе мар юхса выртать-çке. Ижевск хулинче пурăнакан пирĕн тус Василий Михайлович Ванюшев пĕррехинче "Удмуртская правда" хаçат ярса пачĕ. Унта чăваш хĕрарăмĕ çинчен "Тетушка Анна" очерк тухнăччĕ. Очерка вуласа тухнă хыççăн эпир Анна аппапа тĕл пулма шухăшларăмăр. Ку тăрăха эпир унччен те кайса çÿренĕччĕ-ха. 1914 çулта чăвашсем Хусанта пĕлтерÿ вуланă. Лебедев купса хальхи Удмурт çĕрĕнче çĕр сутать иккен. Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ чăвашсем, хальхи Тăвай, Вăрмар, Çĕрпÿ районĕсенчен куçса кайса çĕр туяннă. Çапла вара Граховăран инçех те мар Янкаркка шывĕ хĕррине пырса çитнĕ. "Благодать, благодать", - тенĕ хура çĕре тытса пăхса. Вара ял ятне Благодатное тенĕ, чăвашла - Пархатар. Вăрман çумĕнче Çĕмĕртлĕх, Михайловка, Шубер ялĕсем ÿссе ларнă. Кăçал унтанпа çĕр çул çитет. Паллă тума хатĕрленеççĕ. Çавăнта куçса кайнă чăвашсем таврана хăйсен ĕçченлĕхĕпе тĕлĕнтернĕ. Пахча çимĕç, çĕр улми туса илнĕ. Çĕр улмине усрама пĕлнинчен те тĕлĕннĕ. Çуркунне чăвашсем патне тавра ялсенчен çĕр улми туянма пынă. Лашасене лайăх пăхни те савăнтарнă. Лаша завочĕ те пулнă чăвашсен. Ăратлисене ют çĕр-шывсене сутнă. Эпир пырса çÿреме пуçласан ялта çĕнĕ шкул, ача сачĕ уçрĕç. Шубере те çитсе куртăмăр эпир юлташсемпе, Анна аппапа тĕл пултăмăр. Вăл эпĕ малтанах асăннă Тушкил хĕрĕ иккен.
Савăнчĕ, пирĕн ялсене ас тăвать, ыйтса пĕлет. Пĕрремĕш ыйтăвĕ çапла пулчĕ, "Халĕ те çăварни тăваççĕ-и." Тĕлĕнтĕм, миçе çул иртнĕ хыççăн та асрах тытать. "Тенеялне ларма каяттăмăр. Тенеялĕ йĕркеллĕ ял, унта качча кайма юрать", - тетчĕç. Куçĕсем шывланчĕç. Чăвашсем килнĕ тенине илтсен ял çыннисем пухăнчĕç. Плаки аппан сăмахĕсене манаймастăп. "Йăнтăрчсем, Паккисен эпĕ. Мĕнле пурăнаççĕ." - калаçрĕ те калаçрĕ Йăнтăрчă хĕрарăмĕ. "Эпĕ Тенеяль", - терĕм. Йăнтăрчă пирĕн ялтан Тăвай еннелле, виçĕ çухрăмра. Ял канашĕ пĕрре. Ялти пуçламăш шкул хыççăн Йăнтăрчăри çичĕ çул вĕренмелли шкула кашни ир виçĕ çухрăм чупнă. Ял çыннисем пĕр-пĕрне лайăх пĕлетпĕр, "Эпĕ Тенеяль, Николай Ахтимирович Ахтимиров хĕрĕ. Иван Даниловпа пирĕн аппа 1941 çулта вăрçа пĕрле кайнă, иккĕшĕ те таврăнаймарĕç. Ванюк хĕрĕпе Гальăпа пĕрле вĕренсе ÿсрĕмĕр", - тетĕп. Савăннипе макăрать Плаки аппа. Калаçать те калаçать, "Чăн чăвашсене куртăм, тăвансене куртăм. Халĕ вилсен те юрать", - тесе макăрсах уйрăлчĕ пирĕнтен.
Икĕ Шубер юнашар. Икĕ ялĕ те пысăк мар, анчах чăн чăвашсем пурăнаççĕ, чăвашлăха манмасăр, асра тытса. Анна аппа тăван ялĕн çăварнине, ларма кайнине манаймасть. Шубер - удмурт сăмахĕ, чăвашла паян тенине пĕлтерет. Вĕсен анкарти хыçĕнченех вăрман. Улма-çырла, палан, çĕмĕрт нумай. Асран кайми уявсем, йăла-йĕрке. Чăваш ятне ямасăр пурăнаççĕ кунта йăхташăмăрсем.
Пархатарсен Шерне уявĕ шутлă. Ялĕпе пухăнса ирттереççĕ ăна. Çăварнине те манмаççĕ. Çăварнине ăсатнă чухне тепĕр çăварниччен сывă пурăнар, тепĕр çăварнине кĕтсе илмелле пултăр теççĕ.
Вăхăт иртнĕçемĕн пурнăç улшăнать. Йăла-йĕрке те. Халĕ ĕнтĕ ларма çÿрес йĕрке те тухса пырать. Çапах çăварнине, ытти уява асрах тытса пурăнать-ха халăх.
Çăварние пур çĕрте те ирттернĕ. Чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев "Улма йывăç авăнать" повеçĕнче тăван ялĕнче çăварнине ирттернине çырса кăтартнă. Никифор Мранькка та "Ĕмĕр сакки сарлака" романне çăварнине уявланинчен çырма тытăнать. Кунта ĕнтĕ пуянсемпе чухăнсем пирки сăмах пырать. Кирек епле пулсан та пур чăваш та çăварнине уявланă. Хальхи çамрăксем хаçат-кĕнеке вуласа пĕлччĕр ĕнтĕ ĕлĕкхи йăласене.
Роза ПЕТРОВА-АХТИМИРОВА.
Шупашкар хули
Комментари хушас