Пирĕн тăрăхран тухнă
Паллă актер, журналист Станислав Садальский Патăрьел тăрăхĕнче çуралнине илтрĕм. Тĕрĕсех-ши?
З.ЧЕРНОВА.
Шăмăршă районĕ.
Тĕрĕсех. Театрта вылякан тата кинофильмсенче ÿкерĕнекен Станислав Юрьевич Садальский Патăрьел районĕнчи Чкаловски салинче /халĕ Шăнкăртам/ 1951 çулта çуралнă. 1953-1961 çулсенче Садальскисен çемйи Канаш хулинче пурăннă. 1973 çулта С.Садальский ГИТИСран вĕренсе тухнă. «Современник», «На Юго-Западе» театрсенче ĕçленĕ. Садальский 80 ытла фильмра вылянă. Паллăраххисем - «Три дня в Москве», «Место встречи изменить нельзя», «О бедном гусаре замолвите слово», «Царская охота» тата ыттисем.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче артист журналистикăпа интересленме пуçланă - «РДВ», «Rocks», «Серебряный дождь» радиостанцисенче, «Экспресс-газета» хаçатра ĕçленĕ. «Король скандала» биографи кĕнеки çырнă.
Станислав Садальский - Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш Республикин халăх артисчĕ, Канаш хулин Хисеплĕ гражданинĕ.
Комментари хушас