Пирĕн республика – виççĕмĕш вырăнта

21 Пуш, 2017

Пирĕн республикăра патшалăхпа муниципалитетăн пулăшу ĕçĕсемпе электрон мелпе усă куракансен шучĕ ÿссе пырать. Чăваш Ен ку кăтартупа — Раççейре виççĕмĕш вырăнта.

Росстат патшалăх пулăшăвĕсемпе электрон мелпе усă куракан граждансен тÿпине палăртмашкăн çулсеренех ирттерекен тĕпчев кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. 2016 çулта ку кăтарту Раççейре вăтамран 51,3% танлашнă /план — 50%/ — пĕлтерет ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви.

Чăваш Енре патшалăх пулăшăвне тахçанхи пек черетре тăрса мар, электрон мелпе илекен граждансен йышĕ 69% çитнĕ. 2015 çулта ку кăтарту 48,4% пулнă. Рейтинг лидерĕ — Тутар Республики, унта электрон мелпе халăхăн 79,7% усă курать. Тутарстан пĕлтĕр те ку енĕпе малта пулнă.

Аса илтеретпĕр: Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн электрон патшалăх пулăшăвĕсемпе усă куракан граждансен тÿпи 2018 çул тĕлне 70% пулмалла.

Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленнисем тĕрлĕ пулăшупа усă курма пултараççĕ: штрафсем тÿлеме, автомобиле регистрацилеме, водитель правине илмешкĕн документсем пама, мăшăрланассине палăртса заявлени çырма тата ытти те. Порталта регистрациленес тесен çыннăн хăйĕн ят-хушаматне, карас телефонĕн номерне е электрон почтăн адресне çеç кăтартмалла. Çакăн хыççăн пулăшу ĕçĕсен пĕр пайне портал урлă тÿрех илме пулать, ыттисемпе усă курас тесен «учетная запись» текеннине çирĕплетмелле. Электрон меле суйлакансен влаç органĕсене каймалла пулсан та вĕсене унта чи малтан йышăнаççĕ.

 

ХАКЛАВ

Александр ИВАНОВ, ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ:

— Чăваш Енре патшалăх пулăшăвĕсене электрон мелпе илекен граждансен шутне ÿстерес тесе пысăк ĕç пурнăçлаççĕ. Кăтартусем савăнтараççĕ: Росстат 2016 çулшăн хатĕрленĕ пĕтĕмлетÿсемпе килĕшÿллĕн — пирĕн республика Раççейре виççĕмĕш вырăн йышăннă. Пурнăçпа тан пыракансене, Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе усă курса вăхăта хаклакансене тата перекетлекенсене тав тăвас килет. Çак меслете, чиновниксемпе куçа-куçăн тĕл пулмасăрах хутшăнма май параканскере, тивĕçлипе хаклакан граждансен шучĕ кăçал татах ÿсессе шанатпăр. Массăллă информаци хатĕрĕсем электрон пулăшу ĕçĕсен ят-сумне анлăлатас тĕлĕшпе малашне те хастар ĕçлĕç: çак меслет питĕ меллĕ-çке — гражданин вĕсене кирек хăш вăхăтра та, кирек ăçта та илме пултарать, çапла майпа черетсенчен, вăрăма тăсăлакан бюрократи процедурисенчен хăтăлать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.