Пирĕн республика. Тĕп тема

10 Çурла, 2015

"Пурăнмалли çурт-йĕр" программăна пурнăçлани

Михаил Игнатьев Шупашкарти стройкăсенче пулни тата Красноармейски районĕнчи строительство керамикин "Кетра" завочĕ - республикăри тĕп массăллă информаци хатĕрĕсен медиапроекчĕн тăсăмĕ. Кĕçнерникун телеэкрансем çинче премьера пулчĕ, паян вара проектăн хаçат версийĕпе паллаштаратпăр.

Икĕ сменăпа ĕçлетпĕр

"Университетский-2" микрорайон ЧР Министрсен Кабинетне Федерацин пурăнмалли çурт-йĕр строительствине аталантарма пулăшмалли фонд панă çĕр лаптăкĕ çинче çĕкленет. Ĕçсене пурнăçламалли аукционра "ТУС" АХО çĕнтернĕ. Ăнăçлă ĕçлет, çакна Михаил Игнатьев хăй курса ĕненчĕ.

Строительство компанийĕн ертÿçин Николай Угасловăн кăтартмалли тата каласа памалли пур. Акă черетлĕ çурта тăрă айне кĕртмелле. 7-мĕш хутри балконран пăхсан Атăл илемĕ те, стройка хăй те алă тупанĕ çинчи пек. Тепре килсен Михаил Игнатьева 17-мĕш хутран уçăлакан панорамăна кăтартма шантарчĕç. Микрорайонта çавăн пек çÿллĕ çуртсем те пулаççĕ.

Республика ертÿçи строительствăн шăпах çак вариантне мĕншĕн суйласа илнипе кăсăкланчĕ. "Çÿллĕ çуртсем картишсене çилтен хÿтĕлеççĕ, эппин, уçăлса çÿреме кăмăллă, - ăнлантарчĕ Николай Угаслов. - Автомобильсем валли парковка вырăнĕ те пысăкрах пулать". "Университетский-2" - 15 пин çын валли. Кунта лавккасем те, çынсен йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен предприятисем те пулĕç. 1600 вырăнлă шкул, 2 ача сачĕ пулмалла. Проектра - пăр кермен, футбол стадионĕ, парк, пĕвесем... "ТУС" компанин физкультурăпа сывлăх комплексĕн строительстви валли уйăракан гранта çĕнсе илес кăмăлĕ те пысăк. Çак çуртсем патĕнчен Хыркасси ялĕ еннелле 10 километр тăршшĕ çул хывма пăхнă. Пĕтĕмпе 350 пин тăваткал метр çурт-йĕр тума планланă, 130 пинне хута янă ĕнтĕ.

Кунти стройка тата 7 çула тăсăлĕ. Уйăхсерен çуртсем 2-3 хут чухлĕ çÿлелле çĕкленеççĕ. Михаил Игнатьев каменщиксемпе, монтажниксемпе кăмăллăн калаçрĕ. Строительсем Мускава, ытти мегаполиса каяс шухăшлă мар - кунта та аван ĕçлесе илеççĕ. Çемье юнашарри те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Республика ертÿçи предприяти садиксемпе шкулсене, социаллă ытти объекта патшалăхпа уйрăм çынсен ĕçтешлĕхĕн никĕсĕ çинче çĕклеме палăртнине ырласа хакларĕ. "Çакă пуриншĕн те усăллă, - терĕ вăл. - Ку мелпе "Çĕнĕ хулара" та, "Садовый" микрорайонта та усă курмалла. Социаллă инфратытăм пулсан хваттерсем те лайăхрах сутăнĕç".

Заводăн сумлă марки

"ТУС" АХО объектсене хăйĕн кирпĕчĕнчен тăвать. Кунашкаллипе республикăра урăх никамах та мухтанаймĕ. Строительство керамикин "Кетра" заводне, çĕнĕ йышши технологисемпе ĕçлекенскере, Красноармейски районĕнче тунă.

Унăн кирпĕчĕ чăннипех паха - çăмăлрах та, ăшăрах та. Чи инçе тăм карьерĕ те - заводран 10 километрта кăна. Николай Угаслов каланă тăрăх - трепелпа усă курни паха продукци кăларма май парать. Çакнашкал кирпĕчрен тунă çур метрлă стена ахаль кирпĕчрен çĕкленĕ 2 метр

2015 ÇУЛТА ГРАЖДАНСЕНЕ ЮХĂННĂ ТАТА АВАРИ ПУЛМА ПУЛТАРАКАН ПУРĂНМАЛЛИ ÇУРТСЕНЧЕН КУÇАРМА ЖКХНА РЕФОРМĂЛАМА ПУЛĂШАКАН ФОНДРАН ТАТА ЧĂВАШ ЕНĔН ПĔРЛЕШТЕРНĔ БЮДЖЕТĔНЧЕН МИЛЛИАРД ТЕНКĔ ЫТЛА УЙĂРАÇÇĔ. КИВĔ ÇУРТСЕНЧЕН ÇĔНĔ ХВАТТЕРСЕНЕ 12 ПИН ÇЫН КУÇНĂ ТА ĔНТĔ

стенана улăштарать. Çавна май минвата, полистирол йышши материалсемпе усă курма кирлĕ мар - стройка йÿнĕрех ларать.

"Кетра" кирпĕчне туянма халь ютри регионсенчен те килеççĕ. Пермьре, сăмахран, çак керамика блокĕсенчен стена панелĕсем тумалли май тупнă. "Ку çĕнĕлĕхпе Чăваш Енре те усă курма май пур - инженерсем кăсăкланса пăхчăр", - сĕнчĕ Михаил Игнатьев. Заводра производство процесĕсене автоматсемпе роботсем пурнăçлаççĕ. Оборудование Европăран кÿнĕ. Пĕтĕмпех компьютер программипе сăнаса тăраççĕ.

Кирпĕч çирĕплĕхне тĕрĕслекен лаборатори пресĕ - Германирен. Пысăк блоксен пахалăхне тĕрĕслемелли çакнашкал пресс таврара та урăх çук. Çак кирпĕчрен нимĕнле каркаспа усă курмасăрах 10 хутлă çурт çĕклеме пулать. Тĕсĕ те суйламалăх пур - çуттинчен тĕксĕм сăрă тĕсли таран. Ку чĕртавара мĕнле хутăштарнинчен тата кирпĕче мĕнле температурăпа хĕртнинчен килет.

Хаçат корреспонденчĕпе калаçнă май Михаил Игнатьев кăмăллăн палăртрĕ: "Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Заводра 130 çын ĕçлет, вăтам шалу - 25 пин тенкĕ. Ялшăн - аван укçа. Красноармейскинчи завод пирки производство децентрализацийĕн лайăх тĕслĕхĕ тейĕттĕм. Предприятие хуларан района илсе тухнă, шăпах ялсенче çакнашкал ĕç вырăнĕ нумайрах кирлĕ. Хуласенче вара заводсем ытларах чухне çивĕч ыйтусем çуратаççĕ. Анчах Шупашкартан ытла инçе уçни те вырăнсăр. Чи меллĕ радиус - 100 километр. Ялта çĕнĕ производствăсем уçас ĕçе малалла тăсăпăр".

Ачасем валли - чи лайăххи

Шупашкарти Чернышевский урамĕнчи 220 вырăнлă 3 хутлă ача садне республикăн 2012-2020 çулсенче вĕрентĕве аталантармалли патшалăх программипе килĕшÿллĕн çĕклеççĕ. Михаил Игнатьев кунта ĕçсем мĕнле пынипе паллашрĕ.

Усă куракан кирпĕч - "Кетра" заводран. Сергей Лаврентьев ертсе пыракан "Алза" компани ĕçлет. Ертÿçĕ палăртнă тăрăх - ĕçсем графикпе килĕшÿллĕн пыраççĕ. Кирлĕ инвентарьпе оборудование те туянма пуçланă ĕнтĕ. Сĕтел-пукан - экологи тĕлĕшĕнчен таса материалтан кăна. Территорие тирпейлессине-хăтлăлатассине сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Ун хыççăн садик ачасене йышăнĕ.

Ку территорири ĕçсем садик строительствипе кăна вĕçленмеççĕ-ха. Тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Анатолий Павлов пĕлтернĕ тăрăх - хула генпланĕпе килĕшÿллĕн шкул çĕклемелле, пурăнмалли çурт-йĕр те пулĕ. Михаил Игнатьев каменщиксемпе калаçрĕ. Вĕсем кирпĕч хумалли технологипе паллаштарчĕç, объектра яваплăха туйса ĕçлени çинчен каларĕç. Ачасем валли çурт çĕклеççĕ вĕт - пĕтĕмпех тĕплĕ тумалла.

"Кăçал тата 5 ача сачĕ хута ямалла", - аса илтерчĕ корреспондента Михаил Игнатьев. Çавна май садиксенчи черет ыйтăвĕн çивĕчлĕхĕ сирĕлĕ. Анчах демографи кăтартăвĕсем лайăхланса пынă май шкулсем те кирлĕ. Вĕсене çитес çул тума пуçлĕç.

"ÇУРТ-ЙĔР - РАÇÇЕЙ ÇЕМЙИ ВАЛЛИ" ПРОГРАММĂПА КИЛĔШŸЛЛĔН ЧĂВАШ ЕНРЕ ПУРĂНМАЛЛИ 210 ПИН ТĂВАТКАЛ МЕТР ÇУРТ-ЙĔР ТУМА ПАЛĂРТНĂ. 5 ПИН ÇЫН ÇĔНĔ ХВАТТЕРСЕМ ИЛМЕ ПУЛТАРĔ

Çынсене савăнăç кÿретпĕр

Çак садик "Финн айлăмĕ" микрорайонта пурăнакансене питех те кирлĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ, астăватăр пуль, "Савва" компанисен ушкăнĕпе çыхланса улталаннăччĕ. Хваттер туянма пая кĕрсе укçа хывнă - шантарнине кĕтсе илеймен. Строительство компанийĕсен хуçисем активсене айккине кăларма, стройкăна чарса лартма пултарасси пирки ун чухне никам та шухăшламан. Чăваш Ен Правительстви çак ыйтусемпе çине тăрса ĕçленине кура кăна "Финн айлăмĕнче" каллех строительсем ĕçлеме пуçланă. Влаçсем çынсене инкекре пăрахмарĕç.

Республика ертÿçисем 2011 çултан тытăнса çакнашкал çивĕчлĕх тухса тăнă объектсен шутне вунпĕртен иккĕ таран чакарма пултарнă. Юлнă икĕ çурта та çулталăк вĕçлениччен хута ярасшăн. Çапла вара пая кĕрсе улталаннă çынсен списокĕсене тинех архива пама пулать.

Элкер урамĕнчи 9 хутлă çуртра 117 çын хваттер илнĕ. Вĕсене те хăй вăхăтĕнче "Савва" улталанă. Елена Молодцова, сăмахран, савăнса пĕтереймест: халь кашни ачин - хăйĕн пÿлĕмĕ. Çав шутра - пĕчĕк Денисăн та. Чÿречерен Атăл курăнать, планировка питĕ лайăх. Улталаннисен ыйтăвĕсене татса парас енĕпе ĕçлекен ушкăн йышĕнче пулнă май Елена Михаил Игнатьев, Правительство комиссийĕн членĕсем çынсен интересĕсене хÿтĕлесе мĕнешкел пысăк ĕç тунине питĕ лайăх пĕлет, çавăнпа та пурне те чĕререн тав тăвать.

"Çĕнĕ хула" микрорайонта та çĕнĕ пурнăç пуçланчĕ тени вырăнлă. Кунта та Мускаври "Савва" компани "йĕр" хăварнă - унăн подразделенийĕсенчен пĕри çынсене улталанă. Халĕ объекта хамăрăн строительство компанийĕсем килнĕ - "Монолитстрой" ООО, "Инкост" тата "Иско-Ч" АУОсем. 2011 çултанпа вĕсем пурăнмалли 19 çурта хута янă ĕнтĕ, халĕ тата 10 çурт çĕкленет.

"Çĕнĕ хула" "Çурт-йĕр - Раççей çемйи валли" программăна кĕнĕ. Раççей Стройминĕ заявкăна çирĕплетнĕ ĕнтĕ, унпа килĕшÿллĕн "Иско-Ч" 2017 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен экономкласс йышши 10 пин тăваткал метр çурт-йĕр тăвĕ. Тăваткал метр хакĕ 35 пин тенкĕрен иртмелле мар. "Çĕнĕ хула" çамрăксемшĕн те, çулланнă çынсемшĕн те меллĕ. Анчах çынсене садиксемпе шкул çукки пăшăрхантарать.

Стройкăна реанимациленĕ компани кунта инженери коммуникацийĕсем хывса 1 млрд тенкĕ тăкакланă. Вăл садик-шкул ыйтăвне те татса пама шантарать. Микрорайонта халех ача йышлă, кунти строительство проектне вĕçленĕ тĕле пĕтĕмпе 43 пин ытла çын пурăнмалла.

Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканăн чи малтан татса памалли ыйтăвĕсен шутĕнче - тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси те. "Садовый" микрорайонти Дементьев урамĕнче çурт çĕкленĕ те - Михаил Игнатьев 15 çамрăка хваттерсен уççисене пачĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле телейлĕ çакнашкал яшсемпе хĕрсен шучĕ 117 çынна çитмелле.

Михаил Васильевич палăртнă тăрăх - Чăваш Енре "пăрахнă ачасем" пулмалла мар, çавна май вăхăт çитсен кашниех хваттерлĕ пулĕ. Татьяна Григорьева, пурăнмалли лаптăклă пулса тăнăскер, çамрăксен ячĕпе çакнашкал пысăк парнешĕн республика ертÿçисене, строительсене тав турĕ те - пăлханса кайрĕ, куçĕсем шывланчĕç.

Леонид НИКИТИН.

/"Советская Чувашия"/

Рубрика: