Пирĕн республика 13-мĕш вырăнта

26 Ака, 2016

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Регионсен информатизацийĕ енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче РФ Çыхăнупа массăллă коммуникацисен министерстви информаци обществин аталанăвĕн шайĕ тăрăх çĕршыв субъекчĕсен рейтингĕпе паллаштарнă. Чăваш Ен тĕпчевре 13-мĕш вырăн йышăннă. Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче пирĕн республика иккĕмĕш.

Информаци обществин аталанăвĕн шайĕпе Мускав, Санкт-Петербург, Ханты-Манси автономи округĕ — Югра малта. Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче Тутарстан Республики малта /11-мĕш/. Икĕ йĕрке аяларах — Чăваш Республики.

Чăваш Енĕн влаç органĕсем халăхпа çыхăну тытмалли тĕп мел — республикăн влаç органĕсен Официаллă www.cap.ru порталĕ. Вăл пĕтĕмпе 780 ытла сайта пĕрлештерет. Ĕç кунĕсенче портала вăтамран 39 пин çын кĕрет, кану кунĕсенче — 21 пин ытла.

Чăваш Республикинче портал тытăмĕ ăнăçлă ĕçлет. Регионта Чăваш Енĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, геоинформаци, Чăваш Республикин нормативлă право акчĕсен, уçă даннăйсен, медицина, вĕренÿ порталĕсем тата ыттисем пур. Кунсăр пуçне, пирĕн тăрăхра халăх ыйтăвĕсене йышăнмалли ятарлă патшалăх онлайн-ресурсĕ — "Халăх контролĕ" портал — ĕçлет.

Республикăра "Электрон правительствин" проекчĕсене аталантарас енĕпе палăрмаллах çитĕнÿсем тунă. 2015 çулта регионта патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен 40% электрон формипе Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ, çавăн пекех ведомство информаци тытăмĕсем урлă панă.

Чăваш Енре ку чухнехи çыхăну мелĕсемпе усă курма пулать. Хальхи вăхăтра республикăра карас çыхăнăвĕн 5 операторĕ /Билайн, МТС, Мегафон, Теле2, Yota/ ĕçлет.

А.ВАСИЛЬЕВА