Пирĕн пĕр-пĕринпе пайламалли çук

Чăваш Ен экстремизмшăн хупă-и? Унта сирпĕтеççĕ, лере вĕлереççĕ, кунта хĕсĕрлеççĕ - тĕнче кисренет кăна. Раççей те, шел, терроризм, экстремизм, национализм пирки илтнĕ тăрăх çеç пĕлмест - киревсĕр çак пулăмсен усал витĕмне-сиенне тÿсет. Телее, ку енĕпе илсен Чăваш Енре лăпкă пек. Анчах паянхи условисенче пĕр территори те уйрăм утрав мар, тĕнчери, кÿршĕ патшалăхсенчи, çĕршывăн хăш-пĕр регионĕнчи ĕç-пуçран кам та пулин чаршав карса хупăрланаясси иккĕленÿллĕ. Республикăра терроризмран сыхланас енĕпе лару-тăру мĕнлерех, экстремизм, национализм йышши туртăмсене пÿлес енĕпе мĕн тăватпăр - çак тата ытти ыйту хуравĕсене ЧР Шалти ĕçсен министерствин Экстремизмпа кĕрешекен центрĕн пуçлăхĕнчен Владимир ШИХРАНОВРАН ыйтрăмăр.

Пысăк хăрушлăх вак-тĕвекрен пуçланать

- Владимир Пантелеймонович, Чăваш Енре терроризм çук тетпĕр-ха та, çапах эсир ертсе пыракан тытăма туса хуниех ку енĕпе ĕçлемелли пуррине ĕнентерет. Кĕрĕк арки йăваласа лармастăр пуль тетĕп...

- Экстремизпа кĕрешекен центра 2008 çулта йĕркеленĕ - ун чух 15 çынччĕ. Кайран пирĕн тытăма терроризмпа кĕрешекен уйрăма та кĕртрĕç - халĕ 19 сотрудник вăй хурать.

Тĕп тĕллевсенчен пĕри - экстремизм сĕмĕллĕ преступленисене тупса палăртасси, унашкаллисенчен сыхланасси. Çавна май чи малтанах профилактикăна тĕпе хуратпăр, шăпах ку енĕпе ĕç нумай, тĕрлĕ енлĕ. Çакă пĕлтерĕшлине, сăмахран, Украинăри лару-тăру та кăтартать вĕт - национализм, этноссен хутшăнăвĕсен çивĕчлĕхĕ мĕнешкел шая çĕкленчĕç! Унти хальхи ĕç-пуç паян çуралман. Хăрушлăх пирки 1998 çултах Александр Солженицын асăрхаттарнă: Украинăра та славянсем пурăнаççĕ пулин те хирĕçÿ пулма пултарассине курнă, хăйĕн ĕçĕсенчен пĕринче çакăн çинчен çырнă.

Пĕтĕмпех идеологи çинче никĕсленет. Унăн витĕмĕ чи малтанах çамрăксене пырса тивет. Вĕсем информацие Интернетран илеççĕ, унта вара усăллипе пĕрлех киревсĕрри те пайтах, çав шутра - экстремизма пропагандăлаканни те.

- Украина тенĕрен, унтан тарса килнисем пирĕн патра та йышлă. Таркăн пек пулса усал шухăшлă çынсем килес, кунта хăйсен киревсĕр ĕçне тăвас хăрушлăх çук-и?

- Тарса килнисене ФМС ĕçченĕсемпе пĕрле тĕплĕ тĕрĕслетпĕр. Халĕ Украинăран килнисем кунта ушкăнпа тăватă вырăнта пурăнаççĕ: «Контурта», «Курортная» хăна çуртĕнче, Шупашкарти Мир проспектĕнчи реабилитаци центрĕнче тата хула çумĕнчи «Заимка» кану базинче. Тăванĕсем патĕнче пурăнакансем чылай. Пуринпе те калаçатпăр. Иккĕленÿ çуратаканнисем çук. Унашкаллисем, «Сылтăм сектор», «Трезуб» йышши юхăмсемпе çыхăннисем, тÿрех курăннă пулĕччĕç. Кусем вара чылайăшĕ çемйисемпе килнĕ. Çак йыш улшăнсах тăрать: пĕрисем каялла каяççĕ, теприсем килеççĕ.

- Хыпар пулнăччĕ: Чăваш Ен çамрăкĕ Украинăна кайнă та унти националистсемпе çывăхланнă...

- Вăл халĕ те унтах. Шыравра шутланать. Радикаллă тĕнче курăмлисенчен Чăваш Енрен унта тата кам та пулин кайни пулман. Вăл - Шупашкар çамрăкĕ, чикĕ урлă каçсанах унти МИХсене интервью панă, кунта ăна идеологи сăлтавĕсемпе хĕстернĕ имĕш. Çапла, ăна хăй вăхăтĕнче явап тыттарнă, анчах политика сăлтавĕсемпе мар, çĕрле тусĕпе пĕрле хăвăрт тивекен хутăшпа усă курса милици пунктне вут чĕртме тăнăшăн уголовлă ĕç пуçарнă. Çавăншăн явап тытнă.

- Кунта - преступник, унта вара - паттăр!

- Ăна тупасси - вăхăт ыйтăвĕ кăна. Хăçан та пулин пур пĕр Тăван çĕршыва таврăнĕ. Унашкаллисем лере кирлĕ тетĕр-им? Çын пĕррехинче тĕрĕслĕхе сутнă тăк кайран çапла хăтланмĕ тесе никам та калаймĕ. Унашкал çынсен çирĕп ĕненÿ çук.

Эсир кунта... хăнара

- Çамрăксем Украинăна кăна мар, Сирие те каяççĕ - тĕрлĕ çĕршывран радикалсем унта çул тытаççĕ. Пирĕн ентешсен хушшинче унашкаллисем пулман-и?

- Пирĕн - çук. Пĕлтĕр вара Мордовири пĕр ялтан Сирие темиçен тухса кайни пулнă. Такамсем вĕсене хăйсем майлă çавăрнă ĕнтĕ. Çавна май кÿршĕре пурри пирĕн патра пулма пултараймасть тесе çирĕплетме йывăр, акă мĕншĕн сыхлăха самантлăха та çухатмалла мар. Эпир вырăнти турагентствăсен ертÿçисене темиçе хут та пухса калаçрăмăр. Енчен те пĕр-пĕр çын араб çĕршывĕсене кайнă та каялла таврăнман тăк - кун пирки пире çийĕнчех пĕлтермелле. Кунашкал тĕслĕх çын унта мĕншĕн юлнине тĕрĕслемелли сăлтав пулĕччĕ - хурахсен ушкăнĕсемпе явăçса кайман-и? Хальлĕхе эпир унашкаллине тупса палăртман.

Çавăнпах кÿршĕ регионсенчи ĕçтешсемпе тачă çыхăну тытатпăр, кунти диаспорăсемпе /азербайджансен, таджиксен, Кавказри республикăсенчи халăхсен/, мăсăльмансен тĕн управленийĕсемпе, ыттисемпе те çыхăну çирĕп - вĕсем пире илтеççĕ, пирĕнпе ĕçлеççĕ - куншăн тавах.

Сăмахран, çулленех Шупашкара ют çĕршывсенчен, Кавказран студентсем вĕренме йышлăн килеççĕ. Паян Чăваш Енре ют çĕршыв студенчĕсем 500 çын патнелле. Тĕпрен илсен - Чăваш патшалăх университетĕнче, педуниверситетра. Вĕсемпе курнăçатпăр, тĕл пулусем ирттеретпĕр. Ăнлантарма тăрăшатпăр: аçăр-аннĕр сире кунта вĕренме янă - çавăншăн тăкакланать. Çавăнпа та киревсĕр ĕçсемпе ан аппаланăр, вăхăта интереслĕ те усăллă ирттерме вара кунта пĕтĕмпех пур - спорт секцийĕсенчен пуçласа театрсем таранах. Çакăн усси пирки иккĕленместĕп. Паллах, çын шухăш-кăмăлне улăштарма йывăр, апла пулин те кашнинех тĕрĕс çул-йĕр кăтартма тăрăшатпăр. Тепĕр тесен пединститутра ятарласа ыйтăм йĕркелерĕмĕр те - нумайăшĕ экстремизм мĕнне те пĕлмест, çак ăнлава экстремаллă вăйăсемпе çыхăнтарать.

- Апла пулин те тепĕр чухне ютран килнисем кунта пурăнакансене пăшăрханма сăлтав параççĕ...

- Çапла, унашкалли пулкалать. Çавăнпа хăнасене ăнлантаратпăр: кунта килнĕ тĕк вырăнти йăла-йĕркепе çураçуллă пулмалла.

- Сăмахран, Шупашкар заливĕнче Кавказ ташшисене ташланă чух пăшалтан пеме юрамасть - çапла-и?

- Тĕрĕсех. Кавказри республикăсенче туйра-мĕнре пăшалтан переççĕ, пирĕн патра вара ку - киревсĕрлĕх. Тĕн праçникĕ вăхăтĕнче халăх пухса пурте курмалла така пуснине, юн юхтарнине те пирĕн çынсем ăнланмаççĕ - çак самантсене шута илмеллех. Çапла хăтланни ютран килнисем тĕлĕшпе кăмăлсăрлăх, шиклĕх çуратать. Ун пек чухне «килсе тулнă кунта!» теесси те инçе мар. Пĕтĕмĕшле илсен вара лайăх е япăх халăхсем çук - пурте пĕр тан* япăх çынсем пур - кирек хăш халăх хушшинче те.

Интернет статистикăна пăсать

- Экстремизпа çыхăннă преступленисен статистики мĕнлерех?

- Пĕлтĕр 12 преступление регистрациленĕччĕ. Кăçал çулталăк вĕçленмен-ха - çакăн чухлĕ шута илнĕ те. Палăртса хăварни вырăнлă: Чăваш Енре хăй вăхăтĕнче Раççейри регионсенчен чи малтанхисен шутĕнче пĕтĕм тĕнчери террористсен «Хизб ут-Тахрир аль Ислами» организацийĕ майлисен ушкăнне сиенсĕрлетнĕччĕ. Вĕсем кунта экстремизм литературине сарнă, хăйсен идеологине пропагандăланă. Кунти çынсемех - ислам тĕнне йышăннăскерсем. Çав çынсем 2011 çулта приговор вăхăтне вĕçлесе ирĕке тухрĕç ĕнтĕ. Апла пулин те вĕсене пур пĕр сăнаса тăратпăр - ĕлĕкхи патне таврăнас шухăшли сисĕнмест.

Шута илекен преступленисен тĕп пайĕ - Интернет урлă экстремизм материалĕсене сарни.

- Тĕслĕхрен, çын фашистсен свастикине Интернетра пурте курмалла вырнаçтарни те преступлени-и?

- Ку - административлă правăна пăсни, çын çавăншăн явап тытĕ. Экстремизм материалĕсем - федераци шайĕнчи списока кĕнисем. Çав списокра паянхи кун 2,5 пине яхăн материал. Унта Чăваш Енри суд экстремизм материалĕ тесе хакланипе кĕртни те пур. Çав материалпа ун чухне эпир тĕпчев ирттернĕччĕ. Асăннă список çĕнелсех пырать. Сăмахран, пĕр-пĕр материал пирки иккĕленÿ çуралать - экстремизм сĕмĕ пур пек. Тĕпчев ирттеретпĕр, унăн кăтартăвĕсем тăрăх тивĕçлĕ йышăну пулать. Çавнашкаллисен шутĕнче - пĕр-пĕр халăх çыннисене хурлани, тĕне, нацие кура дискриминацилени, нацисен хушшинче тăшманлăх çуратни тата ыт. те.

- Интернет - анлă тытăм, пĕтĕмпех мĕнле тĕрĕслесе тăрайăн?

- Тĕрĕсех, сирĕнпе килĕшмелле, хăшĕсем вăрттăн ят шухăшласа тупаççĕ те - вара тем те çырма юрать тесе шухăшлаççĕ. Китайра авă пĕлтĕр саккун йышăннă: çыннăн Интернетра хăйĕн чăн ячĕпе кăна регистрациленме юрать.

- Ют ятпа регистрациленсен эсир экстремизм сĕмĕллĕ материалсем пичетлекенсене тупаймастăр-им?

- Çав йĕркесен авторĕ ют çĕршывра та пулма пултарать вĕт - тупасси чăрмавлă. Çын кунтах, Шупашкарти пĕр-пĕр хваттерте çапла вăрттăн-хĕрттĕн аппаланать тĕк - ун пеккисене тупатпăр, çапла тумашкăн пирĕн техника майĕсем пур. Ун пек экстремистсем тивĕçлипе явап тытаççĕ.

Тепĕр енчен - Роскомнадзор та ĕçлет, вăл экстремизм йышши материалсене сарма юраманни пирки правайдерсене асăрхаттарма тивĕç. Ун пеккисене эпир тупатпăр тăк - прокуратурăна пĕлтеретпĕр, вăл е ку сайта хупаççĕ. Ку енĕпе халĕ çăмăлрах: унччен суд йышăнăвĕ кирлĕччĕ, паян вара прокуратура хăех йышăну тума пултарать.

Коранăн куçару чăрмавĕсем

- Нихăш тĕн те ыттисене хĕсĕрлеме хистемест. Вĕсем вара тĕн çине таянсах урăх ĕненÿллĕ çынсене тĕп тума чĕнеççĕ - çакна мĕнле ăнланмалла?

- «Хизб ут-Тахрир» планета çинче пĕтĕм тĕнчери халифат йĕркелесшĕн - ытти саккуна пăрахăçласа шариатпа пурăнасшăн. Çапла, ислам радикалисчĕсем хăйсен ĕç-хĕлне коранпах никĕслеççĕ. Анчах корана араб чĕлхипе çырнă, радикаллă кашни юхăм вара ăна хăйне кирлĕ пек куçарать, коранра çапла çырнă тесе ĕнентерет. Çапла майпа «юттисене» тĕп тумаллине сăлтавлаççĕ, вĕсемпе çапăçса вилсен çын çăтмаха лекет тесе ĕнентереççĕ.

- Вĕсем ăста психологсем пулни те куç кĕрет: çынна смертник пулма, ыттисене тĕп тăвас тĕллевпе хăйне сирпĕтсе яма ÿкĕте кĕртмешкĕн кашниех пултараймĕ.

- Тĕрĕсех, вĕсем вилĕмрен хăрамаççĕ. Çынсене хăйсен тĕнне ислампа улăштарма, радикаллă юхăмсен ретне тăма ÿкĕте кĕртеççĕ вĕт. Волгоградри взрывсене ас тăватăр пуль - Мускав каччи мăсăльман хĕрне качча илнĕ те киревсĕр тĕллевлĕ çавнашкал çынсемпе çыхланса кайнă. Чылай чухне унашкаллисемшĕн укçа та пĕлтерĕшлĕ мар - идеологи витĕмне лекеççĕ.

Çапах çынсемпе психологсем ĕçлени паллă. Хурахсен юхăмĕсем тĕрлĕ каналпа пысăк укçа илсе тăраççĕ, паллах, пултаруллă психологсене те тара тытаяççĕ: вербовка валли, çынсене идеологи енĕпе витĕм кÿме... Унашкаллисен тыткăнне лекнисем вара хăйсен çывăх çыннисене, çемйисене хирĕç кайма та хатĕр: урăх тĕне йышăнмалла, йышăнманни - тĕрĕс мар çул, ун пеккисене е «тÿрлетмелле», е тĕп тумалла. Республикăра çавнашкал идеологие сарма тăрăшакансем çук, çапах эпир унашкаллисен пĕчĕк кăна ушкăнĕ те пулин ан йĕркелентĕр тесе çине тăрса ĕçлетпĕр.

- Республикăра 128 наци çынни килĕштерсе пурăнать теме хăнăхнă. Çапла калани яланах тÿрре тухать-и, тĕрлĕ халăх представителĕсен хушшинче хирĕçÿллĕ самантсем пулмаççĕ-и?

- Çапла, тĕрлĕ халăх представителĕсем тепĕр чухне урлă пулкалаççĕ. Сăмахран, чăваш кÿршĕри тутар ялĕн çыннипе тытăçса каять. Анчах çакăнта нацисен хушшинчи хирĕçÿ сĕмĕ çук - йăла шайĕнчи пăтăрмах. Чăваш кÿршĕри чăваш ялĕн çыннипе хирĕçме те пултарать вĕт - кунта та çаплах. Чăвашсемшĕн толерантлăх тени кăтартуллă, вĕсем тĕпрен илсен лăпкă, ыттисене ырă сунакан çынсем. Çакă питĕ лайăх.

- Малашне те çаплах пултăр. Пирĕн пайламалли çук. Халăхсем пĕр-пĕринпе пайлама-уйăрма тытăнни никама та ырă кÿмĕ. Тавах уçă та интереслĕ калаçушăн.

Николай КОНОВАЛОВ

калаçнă

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.