Пирĕн класра хăнара - полицейскисем

21 Чÿк, 2014

Сĕтел çинчи хĕç-пăшалăн тем тĕрлĕ тĕслĕхне курсан класа кĕнĕ ачасен çăварĕсем карăлсах кайрĕç. Арçын ачасен - пушшех! Теттесем мар - чăн хĕç-пăшал вĕт! Кашниех ăна та кăна тытса пăхасшăн, пĕри йывăр пулемета пахалать, тепри пистолетпа тĕллет, виççĕмĕшĕ снайпер винтовкине тĕпчет...

Вулакансенчен хăшĕ-пĕри çакăнта темле «милитари» сĕмне те шырама пăхĕ. Вĕсене тÿрех лăплантарас килет, ачасем полици арсеналĕнчи хĕç-пăшалпа паллашнинче ним япăххине те асăрхамарăм. Тĕрĕссипе, хамшăн та интереслĕ пулчĕ. Çарта пулнă май, чăннипе, икĕ çул алăран автомат яман темелле, çапах ачасене кăтартма илсе килнĕ хĕç-пăшал пур пĕр кăсăклантарчĕ. Ытла та хăйне евĕрлĕ тĕслĕхсем-çке, сасăсăр перекен «Вал», «Кедр» пистолет-пулеметсем, револьвер йышши гранатомет, «Печенег» пулемет, снайпер винтовки тата ыт. те. Пытармастăп, хăшне-пĕрне тытса сăн та ÿкерттертĕм. Ачапчалла хăтлану пуль-ха та, çапах...

ШĔМĕн общество канашĕ пуçарнипе полици çак кунсенче Шупашкарти 5-мĕш гимназире «Класс полицейскийĕ» акци ирттерчĕ. Йĕркелÿçĕсен шухăшĕпе - çак ĕç çитĕнекен ăрăва йĕркелĕх хуралĕнчи службăпа çывăхрах паллашма кăна мар, ачасене хăрушсăрлăха уямашкăн вĕренме те пулăшĕ. Усăллă пуласси пирки иккĕленÿ çук. Шăпах çак акци программипе килĕшÿллĕн СОБР кунта хăйĕн хĕç-пăшалне ачасене кăтартма илсе килнĕ. Спецназ представителĕсем хĕç-пăшалăн кашни тĕслĕхĕпе камсем, мĕнле лару-тăрура усă курни çинчен тĕплĕн каласа пачĕç. Анчах Шалти ĕçсен министерстви çакăнпа кăна çырлахман, гимназие министерствăн тĕрлĕ енĕпе ĕçлекен нумай подразделенийĕн представителĕсем килнĕ. Пурин те шăпăрлансене каласа памалли, кăтартмалли пайтах.

Кашни подразделени пĕр класс йышăннă. Ачасен ушкăнĕсем вара класран класа куçса вĕсен ĕçĕпе тĕплĕн паллашрĕç. ШĔМĕн экспертизăпа криминалистика центрĕн ĕçĕ çинчен, сăмахран, аслă эксперт Александра Егорова каласа пачĕ. Унăн эксперт чăматанĕнчи хатĕр­сем преступлени пулнă вырăнти курăнман йĕрсене те асăрхама май параççĕ. Çак тĕлпулу хыççăн ачасен хушшинче эксперт пулас кăмăллисем тем тесен те тупăнаççех. Экспертсене ăçта вĕрентсе хатĕрленипе ахальтен кăсăкланмарĕç пуль.

Тепĕр класа вара ПАИ сотрудникĕсем йышăннă. Кунта та интересли нумай. Калăпăр, преступниксен е çул-йĕр правилисене пăсакансен автомобильне чармалли йĕплĕ хатĕр. Ăна çул урлă тăсса хураççĕ те - нимĕнле машина та иртсе каяймĕ. Вĕçлеке «шăлсем» кустăрмасем шăтараççĕ вĕт, пушă резинăпа вара инçе каяймăн. Кусем тата мĕнле приборсем. «Арена» - çул-йĕр правилисене пăснине асăрхать, «Визир» вара автомобильсен хăвăртлăхне виçет», - ăнлантарать ПАИн пропаганда уйрăмĕн инспекторĕ Гульзия Баннова. Ачасене алкотестера вĕрсе пăхма та ирĕк пачĕç. Прибор çын эрех ĕçнине е ĕçменнине кăтарттăр тесен вăйлă вĕрмелле - шăпăрлансен сывлăш хăвачĕ те çитмест. Ушкăнри чи тĕрекли вĕрчĕ те - тинех кирлĕ цифрăсем курăнса кайрĕç. «ÿсĕр мар!» - шÿтлерĕ инспектор.

Юнашарах - уголовлă шырав управленийĕн пуçлăхĕн çумĕн Вадим Екунинăн «йышăну пÿлĕмĕ». Вăл оперативник профессийĕн вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕ. Кăткăс темле преступленипе те ĕçленĕ те - ачасем пайăр тĕслĕхсемпе те кăсăкланчĕç. ШĔМĕн «К» пайĕ пирки те çавнах каламалла. Унăн пуçлăхĕн çумĕ Валерий Чернов илсе килнĕ япаласем авă шпионсем усă куракан хатĕрсене аса илтереççĕ. Тепĕр тесен - аса илтереççĕ кăна мар, вĕсен хушшинче преступниксенчен туртса илнисем те пур. Сăмахран, ахаль вешалка кăна - унта вара вăрттăн пĕчĕк видеокамера вырнаçтарнă иккен. Авторучка та - çавнашкал «куçлăскерех». Валерий Владимирович палăртнă тăрăх - кунашкал япаласене туянма, вĕсемпе усă курма юрамасть, çакăншăн уголовлă йĕркепе явап тыттараççĕ. Тепĕр тесен преступниксем паян пысăк технологисене çине тăрсах алла илеççĕ. Тем тĕрлĕ хатĕрпе те хĕç-пăшалланаççĕ. Акă вĕсем, банк карточкин кăтартăвĕсене «вăрлакан» скиммерсем, микрочипсем тата ыт. те.

ШĔМ музейĕн экспозицине те илсе килнĕ. Музей пуян - 2,5 пин экспонат патнелле, пĕтĕмпех турттарса çÿреймĕн, çапах гимназие илсе килнĕ экспозицире те курмалли-тĕлĕнмелли нумай. Экспонатсенчен чылайăшĕ - ĕлĕкхисем, шырав йĕркеленĕ май тупнăскерсем. Сăмахран, нимĕç тата совет салтакĕсен каскисем. Вĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çапăçусем пынă вырăнсенче тупнă. Тутăхнăскерсене ачасем танлаштарса та пăхрĕç. Нимĕçсен самай йывăртарах иккен, эппин, вăл хÿтлĕх енĕпе те çирĕпрех пулнă. Е тата - салтаксем усă курнă пĕчĕк кĕреçесем. Пирĕн - пысăкрах, фашистсен çарĕнчи - пĕчĕкрех, ун чухнех хуçланаканнипе усă курнă, çавна май вăл, паллах, меллĕрех те пулнă. Ку вара - вăрçă вăхăтĕнчи кашăк. Ăна пирĕн салтаксем ÿкнĕ самолетăн алюмини шăвăçĕнчен ăсталанă.

Ачасем акци кунĕнче курни-илтнине туллин çырса кăтартас тăк хаçат страницин ытла та пысăк лаптăкĕ кирлĕ пулĕччĕ. Тепĕр тесен ШĔМ çакнашкал акцие йăлана кĕртесшĕн, ытти шкула та çитĕç, çавна май ачасем пĕтĕмпех хăйсен куçĕпе курĕç. Апла пулин те пĕр саманта палăртса хăвармаллах. Юлашкинчен пурте гимнази картишне тухрĕç. Кунта полици тытăмĕнчи кинологсем хăйсен хÿреллĕ ĕçтешĕсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. «Буян» овчарка - чăннипех харсăр йытă. Хĕç-пăшаллă «преступник» çине сиксе ларчĕ те - лешĕ темле тапкалансан та ăна вĕçертмерĕ. «Ялта» кокер-спаниель вара тĕрлĕ наркотик шырама ăста - дрессировка енĕпе тĕлĕнтернĕскере ачасем кăна мар, вĕрентекенсем те алă çупса тав турĕç.

Унтан «сцена» çине ОМОН тухрĕ. Броньăланă автомобиль, автоматсем татти-сыпписĕр шатăртатни - картише тĕтĕм карса илчĕ. Полицейскисем алă вĕççĕн тытăçмалли мелсене ĕненмелле кăтартрĕç. Каллех пурте алă çупаççĕ!

Николай КОНОВАЛОВ

Автор сăнÿкерчĕкĕсем