Пирĕн хĕрсен - "бронза"

Китайри Наньнинь хулинче спорт гимнастики енĕпе тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен спортсменĕсем те пысăк çитĕнÿпе палăрнă.

Чемпионатра çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командинчи пикесене уйрăмах ăннă: вĕсем ушкăнсен тупăшăвĕнче 171,462 балл пухса бронза медаль çĕнсе илнĕ. Хĕрсен йышĕнче Чăваш патшалăх университечĕн студентки Полина Федорова та пулнă. Сумлă наградăна Çĕнĕ Шупашкарта çурласа ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан Дарья Спиридонова та тивĕçнĕ. Пирĕн ентеш турнирта пухмача тепĕр медальпе те пуянлатнă: пĕрене çинче хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарса виççĕмĕш вырăн йышăннă. "Ку "бронза" пирĕн хĕрсемшĕн "ылтăнпа" танах, мĕншĕн тесен вĕсенчен пиллĕкĕшĕ тĕнче чемпионатне пĕрремĕш хут хушăнаççĕ", - пĕлтернĕ командăн аслă тренерĕ Валентина Родионенко ăмăрту хыççăн. Чăваш Республикин чысне ăмăртура Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 6-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан РФ спорт мастерĕ Владислав Поляшов та хÿтĕленĕ. Анчах каччăсен команди пиллĕкмĕш кăтартупа кăна палăрнă.

А.МИХАЙЛОВ.

А.МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.