Пирĕн футболистсем — пĕрремĕш

29 Пуш, 2019

Чăваш Ен çамрăк футболисчĕсем Йошкар-Олара иртнĕ регионри турнирта мала тухнă.

Çуркуннехи каникул — футболла вылямалли тапхăр. Республикăри виçĕ футбол команди регионти ача-пăча турнирне хутшăннă. Унта 2010 çулта çуралнă арçын ачасем ăмăртнă. Тупăшăва 12 команда хутшăннă. Вĕсем — Анат Камăран, Йошкар-Оларан, Зеленодольскран, Кировран, Шупашкартан. Виктор Тишкин тренер команди маттуртарах пулнă. Финалта спортсменсем Киров хулин «Маяк» командине 2:0 шутпа çĕнтернĕ. 3-мĕш вырăна Хусанти «Мотор» команда тивĕçнĕ.

Турнирăн чи лайăх выляканĕсен йышĕнче пирĕн виçĕ футболист. Вĕсем — Денис Герасимов, Сергей Васильев тата Роман Стекольников.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас