«Пирĕн çул-йĕр тĕрĕс, вăй-хал - пĕрлĕхре»

3 Утă, 2015

Республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсемпе вĕсене пăхăнса ĕçлекенсем кăçалхипе саккăрмĕш хут хăйсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне палăртма июнĕн 30-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Москакасси ял тăрăхĕн Каршлăхри ĕшнене пухăнчĕç. 21 районпа 5 хуларан 500 ытла çын килсе çитрĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев муниципалитет йĕркеленĕвĕсене ертсе пыракансемпе вĕсен органĕсенче вăй хуракансене савăнăçлă лару-тăрура саламласа çапла каларĕ: "Эсир хăвăрăн тивĕçĕре лайăх пурнăçлатăр, халăхпа ăнланса ĕçлетĕр, çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăратăр. Çакна хăшпĕр кăтартупа çирĕплететĕп. Республика çыннин пурнăç тăршшĕ иртнĕ тапхăртинчен 2,5 çул вăрăмрах. Нумай çул пурăнакансем - 18, йышлă ачаллă çемьесем 25% хушăннă. Çынсем ыранхи куна шанаççĕ. Эппин, пирĕн çул-йĕр тĕрĕс, вăй-хал - пĕрлĕхре".

Çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, ЧР Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕн председателĕ, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ытти хăнасем те халăхăн пурнăç шайне çĕклессишĕн ырми-канми тăрăшакансене ырă сунса тав турĕç.

Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче нумай çул тăрăшса вăй хуракансене "Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн" паллăпа хавхалантарма йышăннă. Кăçал унпа Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместительне - экономика, ялхуçалăх, строительство тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн управленийĕн пуçлăхне Лидия Никитинăна чысларĕç.

Пуçлăхăн тивĕçĕ - халăха хăй хыççăн ертсе пырасси. Çынсем ăна итлеччĕр, ĕненччĕр тесен унăн сăмахĕ яланах тĕрĕс те витĕмлĕ пулмалла. Вăл тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе, ăсталăхĕ-таланчĕпе халăха тыткăнлама-тĕлĕнтерме пултартăр. Муниципалитет ертÿçисем çак енсене туптаса-аталантарса пыччăр тесе конкурссемпе спорт ăмăртăвĕсене çуллен йĕркелеççĕ. Вĕсем икĕ куна пычĕç. Пĕрремĕш кун шывра 50 метр ишес, 300 метр кросс чупас, велосипедпа 1000 метр ярăнас енĕпе хутăш эстафета пулчĕ. Кире пуканне хапха урлă ывăтас, хулпуççи çине 50 килограмлă михĕ хурса кукленес тата çур тонна тиенĕ лава 10 метра сĕтĕрес енĕпе "Пуçлăх-пăхаттир" ăмăрту иртрĕ. Район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем утă çулассипе тупăшрĕç. Хутăш эстафетăра Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри районĕсемпе Шупашкар хулин командисем малти вырăнсене йышăнчĕç. "Пуçлăх-пăхаттир" ята Юрий Самарин /Патăрьел, Çĕньял ял тăрăхĕ/ çĕнсе илчĕ. 2-3-мĕш вырăнсенче - Александр Седовпа /Улатăр хула администрацийĕ/ Геннадий Трофимов /Муркаш, Çатракасси ял тăрăхĕ/. Утă çулассипе Канаш район администрацийĕн пуçлăхне Владислав Софронова çитекен пулмарĕ. Николай Романовпа /Улатăр район администрацийĕ/ Владимир Кузьмин /Етĕрне район администрацийĕ/ призерсен йышне кĕчĕç. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов утă çулассипе "Куракансен кăмăлне кайнă" приза тивĕçрĕ.

Программа пуян та илĕртÿллĕ. Пуçлăхсемпе вĕсене пăхăнса ĕçлекенсем чун каниччен волейболла, мини-футболла вылярĕç, вăйăсенче команда чысĕшĕн пĕтĕм вăйран тăрăшрĕç. Ÿсĕме кура "Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр!" комплекс нормисене пама та хастар хутшăнчĕç. Поварсен, пултарулăх ушкăнĕсен конкурсĕсем те пысăк шайра иртрĕç.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.