Пирĕн çитĕнÿре офицерсен тÿпи те пысăк

Вăрнар районĕнчи Калинино шкулĕнче вăй хуракан педагогсене Лев Николаевичпа Татьяна Павловна Ефимовсене кадет юхăмне йĕркелес шухăш канăç паман. Вăй-хал пуçтарса малашлăхра çитĕнÿ тăвас тесе 2007 çулхине «Патриот» ушкăн йĕркелесе янă вĕсем. Ĕмĕтленни ахаль пулман. Пĕрремĕш хут Мускаври «Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем» организаци ертÿçисем ирттернĕ республика шайĕнчи ăмăртăва хутшăннă. Тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтернĕ улттăмĕшсем офицерсене. Хастар кадетсен пĕчĕк аллисемпе пÿрнисем выляса кăна тăнă, вăй-хăвачĕ сахалтарах пулнă пулин те автомат сÿтсе пуçтарассине аслисенчен маларах вĕçленĕ. Стройпа утассипе, тĕрлĕ ыйтăва хуравлассипе, бал ташши ташлассипе те вĕсенчен иртекен пулман. Кун хыççăн та кирек епле тупăшура та Калинино шкулĕ пĕрремĕш пулнă. Тата та хăпартлантараканни – икĕ çул каялла Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççей ăмăртăвне хутшăнса 1-мĕш вырăна тухни! Унта та яланхиллех Дина Павлова «Чи лайăх командир» ята тивĕçнĕ. «Чăвашсем, маттурсем! Сире çитекен çук!» – тесе хавхалантарнă ун чухне жюри членĕ Борис Дурнев контр-адмирал. Çав хаклă сăмахсем халĕ те çунатлантараççĕ Вăрнарсене.

Тавçăруллă та çаврăнăçуллăскерсем

Кăçал та Мускавра пурăнакан «Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем» организаци ертÿçисем ака уйăхĕн-че кадет ăмăртăвне ирттерме палăртнă. Çавна май Вăрнар районĕнчи Калинино шкулĕн çиччĕмĕш кадет класĕнче вĕренекенсем мероприятие тĕплĕн хатĕр-леннĕ. Çĕнтерÿ патне çитме нумай ĕçлемеллине, телей хăй тĕллĕн татăлса анмассине пĕлсе куллен, хăш чухне тăхтавсенче те репетици ирттернĕ. «Эсир çакнашкал пысăк тупăшура пĕрремĕш хут пулатăр. Кирек епле ăмăрту та кăткăс, çавăнпа та унта тавçăруллă та çаврăнăçуллă пулмалла. Тата, ку пуринчен те ытларах кирлĕ, нихăçан та шанчăка çухатма юрамасть. Ах, пулмарĕ, ах, пĕтрĕмĕр тесен вара чăнах та путланатăн», – ăс панă çамрăк кадетсене Лев Николаевичпа Татьяна Павловна Ефимовсем.

Палăртнă кун çитесси икĕ эрне юлсан инкек сиксе тухнă. Чĕрепе чирлесе ÿкнĕ Лев Николаевича «Вас-кавлă пулăшу» машинипе больницăна илсе кайнă. Пурте хуйха ÿкнĕ. Мăшăрĕшĕн кулянса ăш-чикĕ çуннă Татьяна Павловнăн, апла пулин те хăйне алăра тытнă. «Ачасем, кирек епле пулсан та, атьăр, пуçа усар мар. Кулленхи хатĕрленĕве пăсар мар, хамăр тавра курăмпа çаврăнăçулăха тĕрĕслесех тăрар. Ертÿçĕ пулма вара вун пĕрмĕш кадет класĕнче вĕренекен Дина Павловăна шанар. Вăл епле хастар пулнине пурте пĕлетпĕр. Динăпа Лев Николаевичран тĕслĕх илсе, умри йывăрлăха парăнтарса шав малалла ăнтăлар! Аслă кадетсем пекех шкул ятне çÿлте тытар!» – тенĕ вĕрентекен пурне те хавхалантарса.

Класс ертÿçипе директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, Надежда Владимировна Тикиневăпа Галина Кирилловна Лукина та лав туртакан «лашасем» вырăнĕн- чех пулнă. Вĕсем те ачасене мероприятие хатĕрлес ĕçре пĕтĕм чунне парса ĕçленĕ. Бал ташши ташлаттарнă, кĕписене те хитрисене çĕлеттернĕ.

 

Юратнă педагог валли – сиплĕ эмел!

Ака уйăхĕн 5-мĕшĕ. Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 1-мĕш спорт шкулĕ. Республикăри кадет ăмăртăвне ирттерме Мускавран çирĕм офицер килсе çитрĕ. Ачасем пăлханнине витĕрех курчĕ Дина Павлова.

– Хамăра алăра çирĕп тытмалла! Хумханнине, пăлханнине никама та кăтартмалла мар, – терĕ Лев Николаевич вырăнне юлнă пике чăн-чăн офицер евĕр. – Тата вырăссен аслă çар пуçĕн Александр Суворовăн ăслă сăмахĕсене асра тытар. «Итлени, вĕренни, çирĕп йĕркене пăхăнни, тасалăх, сывлăх, типтерлĕх, çĕкленÿллĕ кăмăл, хăюлăх – çĕнтерÿ», – тенине кашниех пĕлетпĕр-çке. Çак пысăк сас паллиллĕ асамлă сăмахсем ахальтен мар пирĕн шкул стени çинче вырăн тупнă. Тупăшу пуçланиччен вăхăт пур-ха, унччен репетици тумаллах.

– Ачасем, эпир хастар пулни Лев Николаевичшăн сиплĕ эмел пекех. Çавăнпа та, атьăр, уншăн тăрăшатпăр, çĕнтерÿ картлашки çине хăпарса ăна савăнтаратпăр, – терĕ Татьяна Павловна.

– Сăмах паратпăр! Ăна больницăран хăвăртрах тухма хавхалантарса пулăшатпăр! – харăссăн хуравларĕç çиччĕмĕшсем.

«Çăлтăр» ушкăн ачисем хăйсен сăмахне çилпе вĕçтермерĕç. Мускав офицерĕсен умĕнче хастарлăхпа палăрчĕç.

Вун улттăн тухрĕç вĕсем бал ташши ташлама. Свиридов вальсĕпе жюри членĕсен умĕнче килĕшÿллĕн çаврăнчĕç.

– Маттурсем! Çирĕплетсех калатпăр, ташă енĕпе сире никам та çитеймест, – кăмăллăн алă çупрĕç офицерсем ура çине тăрсах.

Стройпа утассинче, автомат салатса пуçтарассинче, Тăван çĕр-шывпа çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва хуравлассинче, алă вĕççĕн пусарăнассинче (отжимани) те йăрăлăхпа палăрчĕç кадетсем.

Вăрнарсем хăйсен ушкăнĕн-че пĕрремĕш вырăна тухнине пĕлсен урра! кăшкăрса пĕр- пĕрне ыталарĕç. Унтан Татьяна Павловнăна сăпсасем пек сырса илчĕç.

– Атьăр халех Лев Николаевича шăнкăравлатпăр! Лайăх хыпара çак самантрах пĕлтермелле! – хыпаланчĕç хайхискерсем виçесĕр савăнса.

Пĕри те тепри Лев Николаевичпа кăмăлтан калаçрĕ, хăйсен ÿсĕмĕпе хăпартланчĕ. «Çитĕнĕвне пĕрле турăмăр. Шухăш-ĕмĕтпе Эсир те пирĕнпе пулнине чунпа туйрăмăр», – терĕç пĕр-пĕрне пÿлсе.

– Савăнтартăр. Апла эпĕ çак таранччен ахаль ĕçлемен ачасемпе. Авă хамăн вĕренекенех, Дина Павлова, сирĕнпе тухăçлă вăй хуни чуна савăнтарать. Маттурсем, – хăй савăнăçне пĕрле пайларĕ педагог та.

 

Шанăр, ĕненĕр! Çар çынни пулатăпах!

Дина Павлова кăçал алла аттестат илме хатĕр-ленет. Пĕрремĕш класранпах вĕренÿ отличникĕ пулнăскер пур çĕрте те хастарлăхĕпе палăрнă. Кадет класĕнче ăс пухма тытăнсан канăçне йăлтах çухатнă. Мускавран килнĕ офицерсем çине ăмсанса пăхнă. «Çар çынни пулас килет. Çитменнине вĕсен тумĕ те килĕшет», – ĕмĕтленнĕ ун чухне улттăмĕш класс ачи хавхаланса.

Паянччен те çав шухăша улăштарман Дина. Акă вăл пĕтĕм офицер умĕнче сăмах тухса каласшăнччĕ. «Эсир час-час тăван тăрăха килсе ачасемпе паттăрлăх урокĕ-сем, ăмăртусем йĕркелемен пулсан, пĕлместĕп, мĕнле професси суйласа илнĕ пулăттăм-ши? Сире пула кăвак хуппи уçăлчĕ маншăн. Эпĕ те пурнăçа çарпа çыхăнтаратăп. Ку манăн татăклă сăмахăм. Ĕненĕр, шанăр. Тăван çĕр-шыва юрăхлă çын пулатăпах! Пирĕн çитĕнÿре сирĕн тÿпе те пур. Кашни тĕл пулури ăса вĕрентсе каланă сăмахсене паянхи кун асра тытатăп. Кадет класĕнче ăс пухма тÿр килнишĕн мăнаçланатăп», – тесшĕнччĕ Дина. Шел, çак сăмахсене калама май килеймерĕ.

Халĕ авă «Çăлтăр» ушкăн командирĕ Катя Судова Динăран нумай тĕслĕх илет.

– «Патриот» ушкăн Мускавран çĕнтерÿпе таврăннине пĕлсен калама çук савăнтăм. Линейкăра кашни ачана Дипломпа хавхалантарни те чуна çĕклерĕ. Дина пысăк хулара та «Чи лайăх» командир ята çĕнсе илни пушшех çунатлантарчĕ. «Манăн та ун пек хастар пулмаллах», – тесе çирĕп тĕллев лартрăм ун чухне. Десантник класĕн-че вĕренеттĕм те, кадет ушкăнĕнче ăс пухакансене ăмсанса та илтĕм, – тет хĕр ача.

«5» паллăпа кăна вĕренекен Катя пĕррехинче шкул директорĕн пÿлĕмне хăюсăррăн кĕнĕ те хăйне кадет класне куçарма ыйтнă.

– Татьяна Павловна, манăн хĕр пĕрчи чăн-чăн кадет пуласшăн. Çавăн таса та çутă ĕмĕтне пурнăçа кĕртесчĕ, – тенĕ Катьăн амăшĕ те пĕлÿ çуртне пырсан.

...Мал ĕмĕтлĕ çамрăк çĕнĕ ушкăнра та пултарулăхĕ-пе палăрма тытăннă. Хăйне командира суйласан калама çук хĕпĕртенĕ. «Ĕмĕтĕм пĕчĕккĕн йĕркипех пырать-ха. Командир тилхепине шанса пачĕç пулсан Динăран пĕрре те кая юлассăм çук», – сăмах панă хайхискер пурин умĕнче те.

 

Хастаррисем пур çĕрте те малта пулĕç

Асăннă ăмăртăва Эрик Васильевич Васильев полковник та çур çул каяллах хатĕрленме тытăнчĕ. Тăван тăрăха пыма кăмăл тăвакан офицерсем патне шăнкăравларĕ, хут ĕçĕсем çырчĕ, çĕнтерÿçĕсем валли парнесем хатĕрлерĕ... «Ăмăрту пĕр кăлтăксăр, йĕркеллĕ ирттĕрччĕ яланхиллех», – терĕ шухăша путса. Ыран ăмăрту пулать тенĕ кун тĕлĕнмелле тĕлĕк тĕлленчĕ вăл.

Тĕрлĕ хута йăтса урама тухрĕ пек вăл. «Офицерсем килни курăнмасть-ши?» – тесе аяккалла тинкерчĕ. Сасартăк таçтан çил тухрĕ те аллинчи хутсене вăшт! çеç вĕçтерсе кайрĕ. Пăшăрханса ÿкнĕскер чупа-чупа вĕсене пуçтарма тытăнчĕ. Ак юлашки хутне пĕшкĕнсе илнĕ чухне пĕр тÿми татăлса ÿкрĕ. Ăна илес тесе аллине тăсрĕ кăна, вăранса та кайрĕ полковник. «Ăнланмалла мар тĕлĕк. Çапах та мĕне пĕлтерекен тĕлĕк пулчĕ-ши? Таçта ăмăртура пăтăрмах сиксе тухмасть пулĕ те?» – тесе пăшăрханчĕ вăл мĕн тупăшу вĕçленичченех.

Пăшăрханни, кулянни ахалех пулчĕ. Офицерсем Çĕнĕ Шупашкарти шкулсенче ачасемпе паттăрлăх урокĕсене те ăнăçлă ирттерчĕç, ăмăртăвĕ те кăмăла çĕклерĕ.

– Тупăшу хĕрÿ иртрĕ. Çакнашкал мероприяти çамрăксемшĕн питĕ кирлĕ. Акă сăмахран, автомат сÿтсе пуçтарассинче, паллах, аслăрах ушкăн йăрăрах пулчĕ. Кадетсенче пуçтарăнчăклăх, тавçăрулăх пурри савăнтарчĕ. Ăшри пăлханăва никама кăтарт-масăр хăйсен тĕллевне тивĕçлипе пурнăçларĕç. Хăшĕ-пĕ-ри темшĕн йăнăшсенчен хăтăлаймарĕ. Автомат пайĕсене тĕлли-паллисĕр сапаласа тăкни, вĕсене йĕркипе хурса тухманни е çĕре ÿкерни хăйсене ура хуни кăна пулчĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хĕрлĕ Чутай кадечĕсем, авă, вăтам ушкăнра кăна пулин те, хăйсен ĕçне 1 минут та 9 çеккунтра ăнăçлă вĕçлесе тĕлĕнтерчĕç. Ман шухăшпа, çакăн пек хастарсене, Раççейри кирек хăш вĕренÿ заведенийĕсене те конкурссăрах вĕренме илмелле. Вĕсем унта та пултарулăхĕпе палăрасса чунпа туятпăр, – терĕ жюри членĕ Юрий Михайлович Охотников полковник мероприятие пĕтĕмлетнĕ май.

Элиза ВАЛАНС.

Çĕнĕ Шупашкар.

АВТОР сăн ÿкерчĕкĕсем.

Акă вĕсем – çĕнтерÿçĕсем. (2-мĕш стр.). Эрик Васильевич Васильевпа Александр Геннадьевич Шашков полковниксем мероприятипе кăмăллă. Дина Павлова – офицерсемпе.

Элиза ВАЛАНС

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.