Пирĕн çинчен калаççĕ

9 Юпа, 2014
Валентин Балахничев, Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕ: "Чăваш Енре массăллă тата профессионал спорта пысăк вырăн уйăрни савăнтарать. Кунта Атăл тăрăхĕнчи кăна мар, Раççейри чи лайăх спорт сооруженийĕсене çĕклеççĕ. Чăваш Республикинче Раççейĕн пĕрлештернĕ командин лидерĕсем тренировкăсем ирттерме кăмăллаççĕ, мĕншĕн тесен кунта вĕсем валли лайăх кăтартусем тума условисем туса параççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ юлашки çулсенче çĕр-шывăн чи ăнăçлă чемпионачĕсем Шупашкарта иртнĕ. Тата ахальтенех мар ĕнтĕ Чăваш Енĕн тĕп хулинче 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе Европа Кубокне ирттерме палăртнă".

Анна Чичерова, çÿллĕшне сикессипе Олимп чемпионки: "Чăваш Ене тепĕр хут килме питĕ хавас. "Олимпийский" стадионпа юнашар вырнаçнă хăна çуртне кĕрсен 2012 çулти кăмăл-туйăм аса килчĕ. Ун чухне эпĕ 2.07 метра парăнтарнăччĕ. Çав çул маншăн чи телейли пулчĕ. Паллах, Олимп "ылтăнĕ" - чи пĕлтерĕшлĕ награда, анчах эпĕ ку стадиона, чăваш çĕрĕ çинчи лайăх кăтартăва, хавас кăмăла нихăçан та манас çук. Регионсенче çĕнĕ йышши спорт сооруженийĕсем туни питĕ паха".

Юрий Борзаковский, Олимп чемпионĕ, çăмăл атлетика енĕпе Европа чемпионĕ /2012 çул/: "Эпĕ Шупашкара питĕ юрататăп. Кунта сборсенче тăтăшах пулатăп. Çавăнпа вĕсем çăмăл атлетикăна хакланине пĕлетĕп. Манăн 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе иртекен Европа чемпионатне питĕ хутшăнас, "Олимпийский" стадионта Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышăнче ăмăртас килет".

Рубрика: