Пирĕн чи сумлă уяв

1 Утă, 2016

Республика кунĕ Чăваш Ен халăхĕ чунтан килĕштернĕ уяв пулса тăнине çирĕплетекен самант темиçе те. Хăш енĕпе хаклă вăл пирĕншĕн? Чи малтанах чăвашсем хăйсен патшалăхне чăмăртаннине асра тытнипе /1920 çулхи çĕртмен 24-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçне туса хунă/, уява пысăк ĕçсемпе кĕтсе илнипе /хуласемпе ялсенче вун-вун объект хута каять/, çурхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн канма, юрă-кĕвĕпе киленме май тупăннипе.

Çĕнĕ хутлăхсемпе çывăхланатпăр

Республика кунĕпе çыхăннă мероприятисем темиçе куна кăна пыраççĕ, анчах ăна хатĕрленес ĕç çулталăка тăсăлать. Акă «Раççей регионĕсем — çитĕнĕвĕн çĕнĕ хутлăхĕсем» IX экономика форумнех илер. Вăл хăйĕн лапамне 1000 ытла çынна пуçтарчĕ. Çав шутра — федераципе регионсен влаç органĕсен, чикĕ леш енчи финанспа инвестици тытăмĕсен представителĕсем, Раççейри бизнесменсем, общество ĕçченĕсем. Вĕсем, паллах, Чăваш Енпе паллашма, уявра савăнма çеç килмен, тĕп тĕллевĕ — çыхăнусем йĕркелесшĕн, кашниех хăйĕн ĕçне малалла аталантарасшăн. Чăваш Республикин те çав ĕмĕт-тĕллевех: инвестицие явăçтарма тивĕçлĕ условисем туса хурасси. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев форумра хăйĕн шухăшне çапларах палăртрĕ: “Пирĕн çынсем, этем капиталĕ — тĕп пуянлăх, — терĕ. Çынсене инвестици хывасси — тĕрлĕ шайри влаçсен тĕллевĕ”. Вăл пирĕн электроника, пылак çимĕç, хими, апат-çимĕç таварĕсене тĕнчери 85 патшалăх туяннине палăртрĕ. Акă промышленниксемпе предпринимательсен Вырăс-Ази канашĕн президенчĕ Виталий Манкевич форум пирки çапларах шухăшлать: “Эпир паян пĕрремĕш тĕлпулăва ирттертĕмĕр. Шанса тăратăп: çакă пирĕн малашлăхри çыхăнусен пуçламăшĕ пулĕ. Манăн тĕп тĕллев — Ази инвестицийĕсене Раççей Федерацине явăçтарасси. Форумра тĕрлĕ проекта пăхса тухăпăр, Чăваш Республикин экономика отраслĕн малашлăхне шута илĕпĕр. Республикăра Ази, чи малтанах Китайри ĕçтешсем валли лайăх хутшăнусем йĕркелемелли майсем тупасса шанатăп”. Коми Республикин экономика министрĕ Владимир Бармашовăн та шухăшĕсем çавсемех. Вăл Шупашкарта Республика кунĕн витĕмĕпе иртекен экономика форумне темиçе те хутшăннă. Унашкал мероприятисем çĕршывăн тĕп лапамĕсенче кăна мар, регион шайĕпе иртнин усси пысăккине палăртать. “Çакă федераци шайĕпе ыйтусем çĕклеме май парать, — тет. — Шупашкарта унашкал форум тăххăрмĕш хут иртни экономикăн тĕрлĕ шайĕнчи экспертсем унпа кăсăкланнине тепĕр хут çирĕплетет”.

 

Çыхăнусемшĕн чикĕ ан пултăр

Шупашкарта Республика кунĕ умĕн çирĕм виççĕмĕш хут уçăлнă “Регионсем — чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси” регионсен хушшинчи курав та — пирĕн таварпа паллашма йыхравлакан мероприяти. Кунта та бизнеспа çыхăннă ĕçлĕ тĕлпулусемпе калаçусем иртеççĕ, предприятисемпе организацисен вăй-хăватне уçса параççĕ. Михаил Игнатьев шухăшĕпе — асăннă курав Чăваш Республикин инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерме пулăшать. Курава пирĕн республикăри предприятисем кăна мар, Раççейри регионсенчен те, ют çĕршывсенчен те компанисемпе тавар туса кăларакансем хутшăннă. Вĕсем те хăйсен продукцине Чăваш Енри предприятисене вырнаçтарасшăн, ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелесшĕн, хутшăнусене çирĕплетесшĕн.

Чăваш Енĕн пысăк уявĕнче производствăсем хута ярасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Хальхинче ав Çĕнĕ Шупашкарта “Шупашкарта çурт-йĕр тăвакан комбинат” тулли мар яваплă обществăн тимĕр-бетон изделисем туса кăларакан заводне хута ячĕç. Атăл леш енчи Сосновкăра пурăнакансемшĕн те савăнăçлă самант пулчĕ: нумай хваттерлĕ икĕ çурта пурăнма куçрĕç. Объектсене “Халăха авариллĕ çурт-йĕртен çĕннисене куçарас” республикăн тĕллевлĕ программине пурнăçа кĕртсе хута янă. Хальхинче унашкал 9 çемье çĕнĕ хваттерлĕ пулнă. Юлашки çулсенче бараксенче, пурăнма юрăхсăр ытти вырăнта тĕпленнĕ 7 пин ытла çын хăтлă хваттерсене куçнă.

 

Халăх кăмăллакан фестиваль

Республика кунĕнчи вăл е ку мероприяти çуллен-çул пулать. Сăмахран, халăх пултарулăхĕн “Раççей çăлкуçĕсем” /маларах “Атăлçи çăлкуçĕсем”/ фестиваль Шупашкар çыннисен юратнă уявĕ пулса тăчĕ. Çирĕм тăватă çулта кама кăна йышăнмарĕ! Египет, АПШ, Германи, Итали, Чехи тата ытти çĕршыв юрă-ташă ăстисем чăваш халăхне хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Раççейĕн вун-вун регионĕнчи коллективсене те асăнса хăвармалла. Шăпах вĕсем вăл е ку наципе этносăн ăс-хакăлне палăртаççĕ, халăх пултарулăхĕн çăлкуçне типме памаççĕ. Кăçалхи юрă-кĕвĕ уявне Раççейĕн 16 регионĕнчен 17 коллектив хутшăнчĕ. Дагестанран килнĕ “Гергебиль” юрăпа ташă ансамблĕн ертÿçи Магомед Магомедов палăртнă тăрăх — коллектив тĕрлĕ çĕршывра — Турцире, Португалире, Испанире, Францире пулса курнă. Чăваш çĕрĕ çинче те вĕсене питĕ ăшшăн йышăннă. Тĕп хулара кăна мар, Элĕкре те ташлама тивнĕ вĕсен. Ялпа паллашма май килнĕшĕн уйрăмах хĕпĕртенĕ туллă-сăртлă вырăнта пурăнакансем. “Эпир Чăваш Енĕн тĕп уявĕпе кăмăллă юлтăмăр. Элĕксем уява питĕ лайăх хатĕрленнĕ. Чăваш ялĕн йăли-йĕркипе паллашрăмăр. Эпир те хамăрăн ташăсемпе савăнтартăмăр, тăван республикăна тулли кăмăлпа таврăнатпăр”.

 

Раççей ăстасемпе пуян

Декораципе хушма искусствăн “Руç ăстисем” конкурсне те палăртса хăвармаллах. Унта хутшăнакансем Чăваш Ен, Раççей алĕç ăстисен енĕпе те чухăн маррине çирĕплетеççĕ. Кăçалхи вунтăваттăмĕш конкурса 54 маçтăр хутшăнчĕ. Маларахри çулсенче ЧР Пуçлăхĕн парнине — гран-прие — тивĕçнĕ Любовь Вазякова та, Геннадий Степанов та пăрăнса юлман, ăсталăх класĕсем ирттерчĕç.

Республика ертÿçи Михаил Игнатьев ăстасен пултарулăхĕпе кăсăкланса паллашрĕ. Çармăс маçтăрĕ вĕтĕ хăваран хатĕрленĕ сăпкана алла илчĕ те: “Çакăн пекки кирлĕ, пур енĕпе те таса, сывлăхшăн усăллă”, — терĕ. Кашнин валли ăшă сăмах тупма пултарчĕ Михаил Васильевич. Çакă вара конкурса хутшăнакансене тата та хавхалантарчĕ. Вĕсем хăйсем çинчен каласа кăтартрĕç, вырăнти йăла-йĕркепе паллаштарчĕç. Удмурт Республикинчи Глазов хулинче пурăнакан Елена Набоковăпа Надежда Наговицына ремесла центрĕнче ĕçлеççĕ, удмуртсен çурçĕр пайĕнчи авалхи йăли-йĕркине çĕнĕрен чĕртсе тăратас ĕçе пуçăннă. Елена Сергеевна Шупашкарта пĕрремĕш хут пулнине пĕлтерчĕ. “Ĕçтешĕмсенчен хула питĕ илемлĕ те таса пирки илтнĕччĕ. Вĕсем йăнăшманнине паян хам курса ĕнентĕм”, — терĕ вăл.

Липецк облаçĕнче Романов теттин ячĕ анлă сарăлнă. Унти Троицкое салинчи “Романовская игрушка” центр тăм теттесене çĕнĕ пурнăç парас тĕлĕшпе кăна ĕçлемест, Романов тĕррине, халăх тумне тата пусмаран пукане тăвассине те манăçма памаççĕ. Анастасия Короленко маçтăр шурă, хура, сарă, хĕрлĕ тăмран ăсталанă теттесене мĕнле хатĕрленине ЧР Пуçлăхне тĕплĕн каласа кăтартрĕ, пĕр шăхличне асăнмалăх парнелерĕ те.

Вунтăваттăмĕш хут иртекен конкурсра республика ертÿçин гран-прине Чулхуларан килнĕ Леонид Бобылев тивĕçрĕ. Вăл çакăн пек мероприятисем халăхсен туслăхне çирĕплетме пулăшнине палăртрĕ.

 

Акатуй, Акатуй... тата пире тепĕр туй!

Çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнă Акатуй Шупашкар чăваш хули пулнине лайăх çирĕплетрĕ. Республикăра пурăнакан, çавăн пекех регионсенчен килнĕ йăхташсем “Раççей çăлкуçĕсем” фестивале хутшăнакансемпе хула урамĕ тăрăх тăван юрăсене янраттарса утнине курасчĕ сирĕн. Акатуйра пĕрлештернĕ хор “Çĕршыв илемĕ”, çавăн пекех чăваш халăхĕн гимнне — “Алран кайми” юрăсене юрлани чун-чĕрере мăнаçлăх çуратрĕ. Акатуя шăпах Республика кунĕнче тата Шупашкарта ирттерни питĕ вырăнлă: уяв чăннипех чăвашсеннине çирĕплетет.

Акатуйра ĕçре малта пыракансене те чысларĕç. Михаил Игнатьев фермер хуçалăхĕсен хушшинчи конкурсра палăрнисене малалла аталанма грант панине ĕнентерекен сертификатсем пачĕ.

 

Элĕкре те юхрĕ юрă

Республика кунне уявлас юхăма яллă районсене явăçтарни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ăна уявлама тивнĕ районсем куç умĕнчех улшăнчĕç. Тирпей-илем тĕлĕшпе те, халăх ыйтăвне тивĕçтерекен объектсем ÿссе ларнипе те. Кăçал эстафетăна Элĕксем йышăнчĕç. Вĕсем те хăнасен умĕнче намăс курас темерĕç: çине тăрса хатĕрленчĕç. Ун çинчен “Хыпарта” тĕплĕн çырса кăтартнăччĕ. Раççей халăхĕсен йăли-йĕркин “Халăх станцийĕ” фестивалĕ çинчен кăна кĕскен пĕлтересшĕн. Тараватлă чăваш çĕрĕ кăçалхипе тăваттăмĕш хут йышăнчĕ ăна. Архангельск облаçĕнчи “Радеюшка” фольклор театрĕн, Дагестанри “Гергебиль” юрăпа ташăн ансамблĕн, Удмурт Республикинчи “Пинал даур” коллективăн, ыттисен номерĕсем район çыннисене мухтавлă çĕршывăмăрăн иксĕлми вăйне, пуянлăхне, культурине, еткерне тепĕр хут туллин çирĕплетсе пачĕç. Кăштахран çитес çулхи уяв хуçисене палăртас тĕлĕшпе конкурс йĕркелĕç, ун çĕнтерÿçи пысăк, яваплă ĕçсене пуçăнĕ.

 

Çак кун тата ытти пулăмпа та асра юлчĕ: Хĕрлĕ тÿремре чăваш тумĕн “Асамлă эрешсем” уявĕ, фольклор коллективĕсен республикăри “Чăваш ахах-мерченĕ” смотрĕн çĕнтерÿçисен, юрă, вокалпа инструмент тата ташă коллективĕсен “Çĕр пин юрă тата ташă çĕршывĕнче” республика смотрĕн çĕнтерÿçисен гала-концерчĕсем, фолк-дискотека, фейерверксен тăххăрмĕш фестивалĕ иртрĕç.

Çакăн хыççăн:

“Пире кун пек уяв кирлĕ мар”, — тесе кам калама пултарĕ?э

 

Надежда СМИРНОВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.