«Пире тăван кооперативрах лайăх»

Людмила Емельянова Куславкка районĕнчи «Родина» ял хуçалăх производство кооперативне ертсе пыма тытăннăранпа кăçал çирĕм çул çитрĕ.

Çак хушăра вăл тĕрлĕ йфывăрлăхпа тĕл пулчĕ. «Ырра шанса çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе малалла талпăнатăн — ура хуракан чăрмав тупăнсах тăрать», — аса илет иртнĕ кунсене Людмила Александровна.

Ура çине тăратакан хуçалăх пĕр çĕртен сапласа тепĕр çĕртен çĕтĕлекен кивĕ сăхман евĕр — тÿлевсемпе татăлатăн çеç, кредит илсе каллех парăма кĕретĕн.

Л.Емельянова пурлăх никĕсне çулсерен çирĕплетет, дисциплинăна пăхăнакан коллектив чăмăртать. Тыр-пул туса илес технологие тĕрĕс пăхăнса ÿсĕм çулĕ çине тăрать.

— Ĕнер Николай Субакеев пĕчченех 80 тонна ытла сĕлĕ вырса тĕшĕлерĕ. Районта малта пыракан комбайнерсенчен пĕри вăл, — пĕлтерчĕ кăмăллăн ЯХПК ертÿçи. — Ыттисем те унран юласшăн мар. Хире утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче тухрĕç. Кĕрхисене — 70 гектар тулăпа 50 гектар ыраша — икĕ кунра вырса пĕтерчĕç.

Сĕлĕ пуссинче Н.Субакеевпа пĕрле шăллĕ Сергей тата Валерий Петров ăмăртмалла выраççĕ. Иккĕшĕ пире курăнмиех аякраччĕ. Райадминистрацирен пĕрле çула тухнă Тамара Быркина специалистпа Н.Субакеев комбайнера «Хыпар» фотокорреспонденчĕ В.Кузьмин сăн ÿкерсе илчĕ.

Хуçалăхăн пĕтĕмпе 1546 гектар çĕр. Сĕлĕ, урпа тата çурхи тулă 300-шер гектар йышăнаççĕ. Вăррине çапса тĕшĕлес тĕллевпе 234 гектар горчица акнă. Вика тата пăрçа лаптăкĕсем 55 тата 45 гектар. Ытти — люцерна уйĕ.

Хир карапĕсем тырă вырнă чухнех хăмăлне вĕтетсе сапалаççĕ. Сухаласан вăл çĕрсе органика удобренийĕ пулать. Çуркунне çуртрисен вăрлăхĕпе пĕрле аммиак селитри варăнтарнă.

— Технологие çирĕп пăхăнатпăр. Çумăрсем пулчĕç пирĕн енче. Урпан «Владимир» сортлă элита пĕр лаптăкра гектартан вăтамран 40 центнер тухăç пачĕ, — хыпарларĕ Людмила Александровна. — Сĕлĕн «Яков» суперэлита вăрлăхне Мускавран туянса килтĕмĕр. Унăн тухăçĕ те пысăк.

— Кĕрхисем савăнтарчĕç-и?

— Тулă аван тухрĕ. Шел те, ыраша çил-тăвăллă çумăр вăйлах лăсканă, урлă та пирлĕ вырттарнă. Пĕтĕмĕшле илсен кĕрхисен гектар тухăçĕ 25 центнерпа танлашрĕ. Пирĕн тăрăхшăн кăтарту япăх мар.

Хуçалăх выльăх тытмасть те утă-сенаж хатĕрлессишĕн тăрăшмасть. Люцерна лаптăкне пĕр хут çулса илнĕ хыççăн кĕрхисене акма сухалаççĕ. Пăрçа йышши культура хăвăрт ирĕлекен азот бактерийĕпе пуян. Çавăнпа пĕрчĕллĕ удобрени сапмасăрах акаççĕ. Çуркунне ир-ирех апатлантарни те çителĕклĕ.

Кунта пĕтĕм лаптăка сухаласа хăварассине йăлана кĕртнĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем расхутланаççĕ пулин те çĕртме хыççăн сăтăрçăсен пысăк пайĕ хĕлле шăнса пĕтет, нÿрĕк лайăх сăрхăнать, çуркунне ĕç калăпăшĕ чакать. Çĕр хăвăрт типнĕрен акана маларах тухма май килет. Владимир Никитин, Николай Коноплев, Владимир Захаров тата Николай Гаврилов çĕртме тăваççĕ. Кĕрхисене акма вăрлăх та, лаптăк та хатĕр. Л.Емельянова çак ĕçе çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче тытăнасса пĕлтерчĕ. Вăхăтра аксан калча лайăх тĕмĕленет, аван хĕл каçать.

Людмила Александровна Николай Гаврилов çинчен ырă сăмах нумай каларĕ. Вăл та ку хуçалăхра 20 çул вăй хурать, çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартать. Ĕç ветеранне Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тавĕпе, РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе чысланă. Эпир пулнă кун Николай Николаевич /сăнÿкерчĕкре/ йĕтеме бульдозерпа тасатса тикĕслетчĕ.

— Механизаторсене мĕнле хавхалантаратăр?

— Ĕççире кунне икĕ хутчен тÿлевсĕр вĕри апат çитеретпĕр. Шалу аван тÿлетпĕр. Комбайнерсем ĕç кăтартăвĕн 5 процентне илеççĕ. Пĕлтĕр хăшне — 27, теприне 30 тонна тырă лекрĕ. Ăна укçа çине куçарса пăхсамăр. Самаях пуçтарăнать вĕт. Çавăнпа механизаторсем: «Пире тăван кооперативрах лайăх», — теççĕ. Вырăнта тытăнса тăраççĕ, — тет Л.Емельянова.

Райадминистраци специалисчĕ Ирина Семенова, «Родина» бригадирĕ Раиса Пралева Людмила Александровна ăста пуçаруçă, ĕç новаторĕ пулнине çирĕплетрĕç. Çирĕм çулта техника паркне пуянлатнине, складсене юсаса çĕнетнине палăртрĕç. Ку чухнехи технологие тивĕçтерекен паха сортлă культурăсем çеç акать, рабочисене ăшă сăмахпа та, пурлăхпа та хавхалантарать.

— Ĕç çыннин çулталăкĕнче акă кам çинчен çырмалла сирĕн, — терĕ мана Раиса Ивановна. — Унăн награда чылай. РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕ те пур. Вăл çак чыса чăнласах тивĕçлĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.